Сывлӑх
![]() Кӑҫал диспансеризаци пуҫланни пирки сайтра нумаях пулмасть хыпарланӑччӗ. ЧР официаллӑ порталӗнче РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерстви диспансеризаци йӗркине улшӑнусем кӗртнине пӗлтернӗ. Йышӑннӑ документра палӑртнӑ тӑрӑх, пульницӑра тӗрӗсленмелли перечене ҫирӗплетнӗ. Малашне 21–48 ҫулсенчи ҫынсене ВИЧ-инфекци пуррипе ҫуккине тӗрӗслемешкӗн маларах пӗлтерӗҫ. Ҫавӑн пекех ВИЧ-инфекцие анонимлӑ майпа тӗрӗслемелли пульницӑсен адресӗсене парӗҫ. Кунсӑр пуҫне пульница ҫумне ҫирӗплетнӗ халӑхӑн 23 проценчӗн мар, 21 проценчӗн диспансеризаци витӗр тухмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри хуҫалӑхсенче пӗр талӑкра мӗн чухлӗ сӗт суса илнине шутланӑ. Официаллӑ даннӑйсене ӗненес тӗк, республикӑра пӗр талӑкра 393,6 тонна сӗт туса илеҫҫӗ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, ку 4,8 процент нумайрах. Анчах сӗт тӑварлӑхе чакнӑ. Пирӗн республикӑри хуҫалӑхсенче вӑтамран пӗр талӑкра 13 килограмм сӗт сӑваҫҫӗ. Ку пӗлтӗрхинчен 2,3 процент нумайрах. Лайӑх сӑвӑм тӑвакансем те пур. Комсомольски районӗнчи «Асанкасси» ЯХПК, Элӗк районӗнчи «Новый путь» ЯХПК, Шупашкар районӗнчи «Ольдеевская» агрофирма, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Смак-Агро» тулли мар яваплӑ общество пӗр ӗнерен 20 килограмм ытла сӗт суса илеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Грипп тата ОРВи анлӑ сарӑлнӑ май Чӑваш Енри хӑш-пӗр шкул карантина хупӑннӑ. Кун пирки Ропотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ хыпарлать. Официаллӑ даннӑйсене ӗненес тӗк, кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 13–19-мӗшӗсенче Чӑваш Енре 6 306 ҫын гриппа тата ОРВИпе чирленине шута илнӗ. Вӗсен 60 проценчӗ — 18 ҫул тултарман ачасем. Кӑрлачӑн виҫҫӗмӗш эрнинче 200 чирлӗ ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. Чирлекенсен йышӗ нумайланнӑран хӑш-пӗр шкула карантина хупнӑ. Шупашкарти 2 шкулта, Ҫӗнӗ Шупашкарти 4 шкулта темиҫе класс вӑхӑтлӑха вӗренмест, Муркаш районӗнчи 1 ача пахчинчи пӗр ушкӑнра карантин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗ ҫывӑхӗнче браконьерсем икӗ хир сыснине персе вӗлернӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 21-мешӗнче 19 сехетре рейд вӑхӑтӗнче икӗ арҫынна асӑрханӑ. Вӗсем хир сыснине вӑрмантан илсе тухса машинӑна тиенӗ. Такам хир сыснисене ҫитерсе самӑртни пирки полицие унчченех хыпар ҫитнӗ. Оперативниксем Ҫӗрпӳре пурӑнакан 31 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Иккӗмӗшӗ вӑрманта тарса ҫухалнӑ. Арҫыннӑн сунара тухма ирӗк панӑ документ пулман. Машинӑра пӑшал тупнӑ. Ҫавӑнтах хир сыснин ашӗ выртнӑ. Тепӗр арҫынна тепӗр кунхине тытса чарнӑ. Вӗсем патшалӑха 120 пин тенкӗ тӑкак кӳнӗ. Вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш эстрада юрӑҫи нумаях пулмасть иртнӗ концерта калмӑк костюмне тӑхӑнса тухнӑ. «Эпир ӑна малтан тутарӑн тесе шутларӑмӑр та Алексей кӳршӗллӗ халӑхӑн тӗнне куҫман-ши тесе интересленес терӗмӗр», — тесе ҫырнӑ Илья Туманов ятлӑ автор Тутарстанра тухса тӑракан «Сувар» хаҫатра. Хаҫатҫӑсем юрӑҫпа хӑйӗнпе пырса калаҫнӑ. Вӑл буддизма та, мӑсӑльман тӗнне те явӑҫман иккен. Имиджмейкерсем ӑна сцена валли ҫакӑн пек костюм суйласа илме сӗннӗ. Сӑмах май каласан, автор пирӗнтен кашниех тӗрлӗ тумпа ҫӳренине палӑртнӑ. Хӑй каланине ҫирӗплетме вӑл арҫынсем европа пиншакне суйланине, каччӑсем америка джинсине тӑхӑнма кӑмӑлланине е юлашки вӑхӑтра чӑваш орнаменчӗсем евӗрлӗ эрешсемпе тухма пуҫланӑ финнсен свитерӗсене тӑхӑнса ягине палӑртнӑ. Паллах, итали пушмакӗ чи чапли, турккӑсен толстовкисем те аптрамаҫҫӗ. «Тӑратӑнса тӑракан ҫухаллӑ итальян кӗпине юратакансем те пур, пуҫлӑхсем вара акӑлчан галстукне ытларах ҫыхаҫҫӗ. Кама мӗн килӗшет вӗт», — тенӗ хыпарта. Ара, килӗшет пулсан, ма тӑхӑнмалла мар? Чӑн та шӑлаварпа галстук тӗрлекен чӑваш модельерӗсенчен йӑлӑхнӑ пулмалла пирӗн артист. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Мускава ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе кайнӑ. Михаил Васильевич унта телекураври икӗ кӑларӑма хутшӑнӗ. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Игнатьев Мускава кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче, паян, тухса кайнӑ. Ҫӗршывӑн тӗп хулинче вӑл ӗҫлӗ тӗлпулусене те хутшӑнӗ. Кунсӑр пуҫне Михаил Васильевич «Про бизнес» телеканалпа пыракан «Наше дело!» кӑларӑма хутшӑнӗ. Унтан вӑл Раҫҫейӗн общество телекуравӗпе кӑтартакан «Отражение» кӑларӑмра ӳкерӗнӗ. Вӑл тӳрӗ эфирта иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() «Чӑваш бройлерӗн» шӑпи уҫӑмлӑ мар Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫӗнчи республикипе паллӑ «Чувашский бройлер» (чӑв. Чӑваш бройлерӗ) чӑх-чӗп хапрӑкне панкурта кӑларасшӑнах. Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ «Корма и концентраты» тулли мар яваплӑ обществӑн тавӑҫне пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн предприятире панкрут умӗнхи сӑнав процедурине кӗртме йышӑннӑ. Асӑннӑ хапрӑка панкрута кӑларма ыйтса Перекет банкӗ, «Красная поляна» суту-илӳ ҫурчӗ, «Русские корма» общество ҫырнӑ. Ҫак уйӑх вӗҫлениччен вӗсен тавӑҫӗсене те пӑхса тухмалла. Маларах «Ваша марка» общество тавӑҫне пӑхса тухнӑччӗ, анчах ун чух унӑн тавӑҫне тивӗҫтерменччӗ. Темиҫе кун каялла, ҫак уйӑхра, цехсене чӗпсем янӑ. Предприятин ӗҫ тӑвакан директорӗ Сергей Шпарев Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче раштав вӗҫӗнче иртнӗ канашлура инкубацие 206,6 пин штук ҫӑмарта лартнине пӗлтернӗччӗ. Бройлерсене ӳстермелли 16 цех валли тата 4484,8 пин штук ҫӑмарта туянма палӑртнӑччӗ. Ҫӑмарта тумалли чӑхсене ӳстерме чӗп ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче илсе килесшӗнччӗ. Чӑх ашне пуш уйӑхӗнче сутма тытӑнасшӑнччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Прокуратура Сергей Семенов депутата хӳтӗленӗ Депутата ирӗксӗр ӗҫлеттернипе прокуратура килӗшмен. Ҫавна пулах вӑл Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗ ячӗпе асӑрхаттарса хут ҫырнӑ. Аса илтеретпӗр, иртнӗ уйӑхӑн 5-мӗшӗнче иртнӗ сессире депутатсем укҫа илсе тӑракан должноҫсене кама лартассине татса пачӗҫ. ЧР Патшалӑх Канашӗн хысна комитечӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗн пуканне «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташне Александр Федотова шанчӗҫ. Григорий Данилов коммуниста социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен комитетра пуҫлӑх ҫумӗн тилхепи лекрӗ. Сергей Белобаев либерал-демократа патшалӑх строительстви енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫин ҫумне лартрӗҫ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташне Сергей Семенова хӑй хирӗҫ пулнине, хӑй вырӑнне пӗр партире тӑракан Игорь Молякова суйлама ыйтнине тата сессине пыманнине пӑхмасӑрах экономика енӗпе ӗҫлекен комитетра ертӳҫӗн ҫумне суйларӗҫ. Ҫак утӑма Игорь Моляков патшалӑх политики енӗпе ӗҫлекен комитет пайташӗ пулнипе, экономика политикин комитетӗнче тӑманнипе ҫыхӑнтарчӗҫ. ЧР Патшалӑх Канашӗнче ҫапла йышӑннине республика прокуратури Сергей Семенов правине пӑсни тесе йышӑннӑ. Асӑрхаттару хутӗнче кӑлтӑка пӗр уйӑхра пӗтермеллине, айӑплисене явап тыттармаллине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Вӗренӳ
Енчен те эсир кунта, ҫак статьяра эп сире шкулта мӗнле ачасем вӗренни пирки ҫырса парӑп тесе шутлатӑр пулсан — йӑнӑшатӑр. Паллах, пуян ачасем е чухӑнраххисем, ӑслӑ ачасем е айвансем вӗреннине тишкерме пулӗччӗ, тӗпчев те ирттерме май пур, анчах калаҫӑвӗ урӑххи пирки. Хушма ыйтӑвӗ ҫакнашкал: ачисем хӑйсем е вӗсен ашшӗ-амӑшӗ? Ман пуҫра ку ыйту ӗнер ҫуралчӗ. Кӳршӗри пӗр амӑшӗ килчӗ те унӑн шкула ҫӳрекен ачи валли тӗпчев ӗҫне хатӗрлесе пама ыйтрӗ. Шкулта ыйтаҫҫӗ имӗш. Класс ертӳҫи хушнӑ тет-и... Юрӗ, тейӗпӗр, шкул ыйтма пултарать — вӗрентнине тӗрӗслемелле-ҫке, пӗлӳ ача ӑсне мӗнле вырнаҫнине пӗлмелле-ҫке. Анчах ҫак тӗпчев ӗҫне... пӗлетӗр-и, хӑш класс ачи валли туса памалла? 1-мӗш класа ҫӳрекенскер валли! Тӗпчев ӗҫӗ те ахаль пулмалла мар, презентаци таврашӗпе хатӗрленӗскер кирлӗ. Тепӗр хут калатӑп: ҫакна 1-мӗш класс ачинчен ыйтаҫҫӗ. Эпир вӗреннӗ чухне те рефератсем ҫыркалаттӑмӑр. Хам та ҫырнӑ. Пӗрре ҫапла реферат хатӗрлес тесе Наци вулавӑшнех (вӑл вӑхӑтра ун ячӗ урӑхлаччӗ-ха) ҫитнӗччӗ. |
Сывлӑх
![]() Кӑҫал Чӑваш Енри Сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗнчи 22 пульницӑна тӗпрен юсӗҫ. Ку тӗллевпе республика хыснинчен 135 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Тепӗр 7,5 миллион тенкине Раҫҫей Президенчӗн резерв фондӗнчен илӗҫ. Кӑҫал Вӑрнар районӗн тӗп пульницине, Сӗнтӗрвӑрри районӗн тӗп пульницин хӗрарӑмсен тата ача-пӑча консультацине юсӗҫ. Кунсӑр пуҫне Республикӑри клиника пульницин ревматологи уйрӑмӗн, Хулари ача-пӑча пульницин Афанасьев урамӗнчи 1-мӗш филиалне тата Хулари ача-пӑча 2-мӗш пульницин Гладков урамӗнчи ача-пӑча инфекци стационарне тӗпрен ҫӗнетӗҫ. Халӗ Куславкка районӗн тӗп пульницинче юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.07.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Молостовкин Гаврил Александрович, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тимаков Вениамин Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |