Культура
![]() Кӑҫал Раҫҫейре Кино ҫулталӑкӗ пулчӗ. Ҫул вӗҫленсе пырать. Ӑна пӗтӗмлетме вӑхӑт. Раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче республикӑра «Кино кунӗ» акци иртет. Ҫавна май кашни районтах кино кӑтартӗҫ. Ҫав кун 170 ытла лапам ӗҫлӗ. Культура ҫуртӗнче, вулавӑшсенче, музейсенче, кинотеатрсенче фильмсем кӑтартӗҫ. Лапама килсе «Вовочка», «Девчата», «Охрана» фильмсене курма май пулӗ. Ҫавӑн пекех концертсем, куравсем, конкурссем, викторинӑсем пулӗҫ. Шупашкарта вара акци тӑватӑ лапамра иртӗ: «Волжский», «Синема 5», «Три пингвина» кинотеатрсенче тата ЧР электрон тата кинодокументаци патшалӑх архивӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян ирхи 5 сехет те 36 минутра Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗнче кивӗ клуб ҫунса кайнӑ. Пушара тепӗр сехетрен, 6 сехет те 20 минутра, сӳнтернӗ. Клуб питӗ кивӗ пулнӑ. Ӑна 1927 ҫулта хӑпартнӑ. Ку таранчченех кӑмака хутса ӑшӑтнӑ. РФ ИӖМӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм иртнӗ ӗмӗрте йывӑҫран тунӑ клуба кӗле ҫавӑрнӑ. Пушар мӗншӗн тухнине халӗ тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче «Асамлӑх уйӗ» кӑларӑм эфира тухать. Унта чӑвашсем те хутшӑнӗҫ. Шупашкар районӗнчи Чаканар ялӗнче пурӑнакан Николай Фомиряков тата Анна Пуганина Леонид Якубовича тӗлӗнтересшӗн. Кӑларӑма раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ӳкерӗҫ. Вӗсем унта Хӗл Мучин тата Юр Пикен тумне тӑхӑнса каясшӑн. Николай халӑх инструменчӗсем каласа кӑтартасшӑн. Вӑл унта чӑвашла калаҫӗ. Николай — инженер-электрик, халӗ тивӗҫлӗ канура. Анна Пуганина Юр Пике пулӗ. Вӗсем кӑларӑмра наци тӗррипе илемлетнӗ тума пӗрремӗш хутчен тӑхӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫейре «Ҫемье – 2016» конкурс иртнӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ: унта Чӑваш Енри ҫемье ҫӗнтернӗ. Вӗсем — Надеждинсем. Вӗсем хӑйсен виҫӗ ачисӗр пуҫне хӳтте илнӗ тепӗр шӑпӑрлана ура ҫине тӑратаҫҫӗ. Малтанах вӗсем ача ҫуртӗнчен йӗкӗреше илме шухӑшланӑ. Анчах Даун чирӗпе нушаланакан Димӑна курсан ӑна килӗштернӗ. Волонтерсем ача кӗҫех 4 ҫул тултарассине пӗлтернӗ. Кун хыҫҫӑн ӑна психоневрологи интернатне куҫарӗччӗҫ, 18 ҫул тултарсан ваттисен ҫуртне ярӗчӗҫ. Анчах халӗ вӑл ҫемьере, Надеждинсем патӗнче, ӳсет. Халӗ Дима ташӑ студине ҫӳрет, конкурссене те хутшӑннӑ. Надеждинсем кӑҫал «Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ӑнӑҫлӑ ҫемье» фестивальте ҫӗнтернӗ. Унтан Раҫҫей шайӗнчи конкурса лекнӗ. Унтан та вӗсем ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Петр Краснов Петр Краснова Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорне лартас сас-хурана Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтерни тӳрре килчӗ. Аса илтеретпӗр, чӑваш парламенчӗн депутатне Петр Краснова ҫак пукана шанассине Александр Белов журналист чӑваш парламенчӗн раштавӑн 5-мӗшӗнче иртнӗ сессийӗ пирки «Правда ПФО» интернет-хаҫатра ҫырнӑ хыҫҫӑн хыпарланӑччӗ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти Петр Краснова парламентра социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫин ҫумне лартма шухӑшланӑ тенӗччӗ ҫав хыпарта. Анчах кайран парти ӑна Александр Федотовпа ылмаштарнӑ. ЧПГӐИ директорне Петр Краснова лартасси пирки республикӑн премьер-министрӗ Иван Моторин ӗнерех хушу кӑларнӑ. Институтӑн сайтӗнче те ҫӗнӗ пуҫлӑх сӑнӳкерчӗкне тата унӑн биографине вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Хӗрлӗ Чутай районӗнчи ачасем валли чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 13-мӗшӗччен «Чувашские продукты — значит вкусно, натурально и полезно!» (чӑв. Чӑваш апат-ҫимӗҫӗ: тутлӑ, натурӑллӑ тата усӑллӑ) ӳкерчӗксен конкурсӗ иртнӗ. Унта хутшӑннисен чи лайӑх ӗҫӗсене республикӑри ӑмӑртӑва ярса пама суйланӑ. Ӑна пуҫарнӑ ЧР Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн тата ЧР Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствисем ӑмӑрту тӗллевӗ усӑллӑ та натурӑллӑ апат-ҫимӗҫпе апатланма хӑнӑхтарасси, хамӑр патра туса илекен продукцие сарасси тата пултаруллӑ ачасене хавхалантарасси тесе палӑртнӑ. Ӗҫсене ачасем ватман, картон, пир, хут ҫине акварельпе, ҫупа, тушьпа, тӗрлӗ тӗслӗ кӑранташпа, пурӑпа ӳкернӗ. 3–4-мӗш класрисенчен Анна Александрова, Елена Терентьева, Юлия Крыцова, Карина Яруськина ҫӗнтернӗ; 1–2-мӗшсенчен — Нелли Чубайкина. Вӗсем районти Ача-пӑчапа пултарулӑх центрӗнче ҫак ӑсталӑха илеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Нумаях пулмасть Етӗрне районӗнчи Урпаш шкулӗнче вӗреннӗ Ксюша Максимова районти ӑмӑртӑва хутшӑннӑ чухне комӑна кӗрсе ӳкни, вӑл 10 уйӑх выртнӑ хыҫҫӑн вилни пирки пӗлтернӗччӗ. РФ спорт министрӗ Виталий Мутко ачасем вӑй-хал культурин урокӗнче час-часах вилнин сӑлтавне уҫӑмлатма хушнӑ. Юлашки темиҫе уйӑхра кунашкал тӗслӗх тӑтӑшах пулнӑ-мӗн. Ксюша Максимова та, ав, спорт ӑмӑртӑвӗнче хӑйне япӑх туйнӑ, кайран комӑра выртнӑ. Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа чӳкӗн 15-мӗшӗччен Раҫҫейре вӑй-хал культурин урокӗнче 9 ача вилнӗ: Пушкӑртстанра, Кемӗр тата Владимир облаҫӗнче, Мускав ҫывӑхӗнче. Чылай тӗслӗхре тухтӑрсен йӑнӑшӗ пур: вӗсем урока каймашкӑн ача мӗнле ушкӑна кӗнине тӗрӗс мар палӑртнӑ. Е ашшӗ-амӑшӗ ачин чир-чӗрӗ пирки пӗлтермест. Мутко ку тӗлӗшпе нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗччен тишкерӳ тума хушу панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри тӳре-шара ҫӑмӑллӑхлӑ проезднойсене пӑрахӑҫлама шухӑшланӑ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ. Кун пирки ЧР Министрсен Кабинечӗн раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче иртнӗ ларӑвӗнче калаҫнӑ. Тӳре-шара кун пек шухӑш патне мӗнле пырса ҫитнӗ-ха? Вӗсем каланӑ тӑрӑх, халӗ экономика лару-тӑрӑвӗ ҫивӗч. Шупашкарти троллейбус управленийӗн парӑмӗ 85 миллион тенке ҫитни те ҫак утӑма тума хистет-мӗн. Лару-тӑрӑва лайӑх енне улӑштарас тесе сусӑрсем тата тивӗҫлӗ канӑва тухнисем троллейбусра усӑ куракан ҫӑмӑллӑхсене пӑрахӑҫлама йышӑннӑ. Хальлӗхе ку студентсене пырса тивмест. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ку йышӑну кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӑя кӗрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Муркашри вӑтам шкулта 10-мӗш класра вӗренекен Алена Кроликова 30 пин тенкӗ премие тивӗҫнӗ. Укҫана РФ Вӗренӳ министерствин кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнчи хушӑвӗпе килӗшӳллӗн уйӑрнӑ. «О присуждении в 2016 году премий для поддержки талантливой молодежи» (чӑв. Пултаруллӑ ҫамрӑксене преми пама 2016 ҫулта ҫирӗплетесси ҫинчен) хушури хушаматсен йышне лекме Аленӑна Чӑваш Енри ҫамрӑк армеецсен IV спартакиадинче уйрӑм зачетра ҫӗнтерни пулӑшнӑ. Кунта хӗрачана пурнӑҫ хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене вӗрентекен Владимир Львов преподаватель тӳпине те палӑртмалла. Алена — «Родина» (чӑв. Тӑван ҫӗршыв) юхӑм пайташӗ те. Чӑваш Енрен премие 8 ача тивӗҫнӗ: Шупашкартан — тӑваттӑн, Шупашкар, Шупашкар, Патӑрьел, Вӑрмар районӗсенчен — пӗрер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() «ЮНАРМИЯ» юхӑм элемӗ Ӗнер Муркашри вӑтам шкулта Ача-пӑчапа ҫамрӑксен «ЮНАРМИЯ» пӗтӗм Раҫҫейри ҫарпа-патриот юхӑмӗн вырӑнти уйрӑмне йӗркелессипе пуху иртнӗ. Уйрӑмӑн штабне «ДОСААФ» организацин вырӑнти ертӳҫи Владимир Львов, Раҫҫейӗн Пенсионерсен пӗрлешӗвӗн районти уйрӑмӗн ертӳҫи Алексей Скворцов, республикӑн ҫар ӗҫ комиссариачӗн Муркаш тата Элӗк районӗнчи ҫар ӗҫ комиссарӗ Владимир Казаков, райадминистрацин специалисчӗ Анюта Архипова, Москакассинчи шкулӗнчи преподаватель-йӗркелӳҫӗ Юрий Иванов кӗнӗ. Ҫамрӑк армеецсен юхӑмне РФ Хӳтӗлев министерстви пуҫарнипе тата РФ Президенчӗ ырланипе йӗркеленӗ. Пӗрлешӳ ачасене историпе тата географипе, тӑван халӑх тата унӑн паттӑрӗсемпе кӑсӑклантарма пулӑшас тӗллевӗллӗ. Мемориалсемпе палӑксене тирпейлесе тӑрассине те ҫамрӑк армеецсем хӑйсем ҫине илмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мӗтри Ваҫлейӗ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Куснар-Иванов Станислав Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Якимов Сергей Александрович, агроном, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |