Республикӑра
![]() Следовательсем Канашра пурӑнакан арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, суд ун тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак арҫын Ленин палӑкне патакпа хӗненӗ. Ку 2016 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче пулнӑ. Арҫын Канашри Ленин тӳремне килнӗ те палӑка патакпа темиҫе хутчен ҫапнӑ. Палӑкӑн пӗр пайӗ катӑлса ӳкнӗ. Вандал ӗҫӗ 30 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Суд арҫынна патшалӑхшӑн 250 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Хальлӗхе приговор вӑя кӗмен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫӗрпӳ ҫывӑхӗнчи ейӳ. Николай Плотников тунӑ сӑн Кӗҫех ҫуркунне ҫитет. Раҫҫейри 6 пин ял-хулара ейӳ сарӑлас хӑрушлӑх пур. Ҫав шутра – Чӑваш Енри ялсем те. 2017 ҫулхи ҫуркунне мӗнле пулассине «Антистихия» центр шутланӑ. РФ МЧСӗн граждан хӳтӗлевӗн департаменчӗн директорӗ Андрей Лотушкин пӗлтернӗ тӑрӑх, ейӳ сарӑлас хӑрушлӑх ҫӗршыври 6 пин ял-хулара пур. Ҫак регионсен йышне Чӑваш Ен те кӗнӗ. Ҫӗпӗр федераци округӗнче Алтай Республики, Кемӗр, Новосибирск, Томск, Омск облаҫӗнче ейӳ сарӑлма пултарать. Атӑлҫи федераци округӗнче Пушкӑрт, Чӑваш, Тутар, Мари, Мӑкшӑ, Удмурт республикисем, Чулхула, Ӗренпур, Самар, Сарӑту облеҫӗсенче харушлӑх пур. Ҫавӑн пекех Курган, Свердловск, Тӗмен облаҫӗсенчи ял-хула шыв айне кайма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Михаил Резников экс-министрпа (сулахайри) Евгенйи Барсуков Чӑвашупрдор предприятире ҫывӑх вӑхӑтра директора суйламалла. Унччен ҫавӑнти тӑрӑма Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев сӗннипе пуҫарнине эпир те пӗлтернӗччӗ. Темиҫе уйӑхра унта 48 ҫынна ӗҫе илнӗ, вӗсенчен 17-шӗ унччен наркотытӑмра тимленӗскерсем иккен. «Организацин ертӳҫине наркотикпа кӗрешекен альтернативлӑ служба йӗркелеме никам та хушман. Предприяти республикӑри ҫул-йӗре юсассипе тата тӑвассипе патшалӑхӑн тӗп заказчикӗ шутланать. Ку ӗҫре профессионалсен тимлемелле», — тенӗ Михаил Игнатьев. 2016 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшенчен тытӑнса раштавӑн 31-мӗшӗччен хавхалантармалли укҫа пурӗ 5 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрнӑ. Чӑвашупрдор ертӳҫине палӑртмалли конкурс нарӑсӑн 14-мӗшӗнче иртмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Антон хӗр хыҫҫӑн хӗре куҫ хывать Хӑй вӑхӑтӗнче Америкӑри мӑшӑр усрава илнӗ пирӗн ентеш, Антон ятлӑ яш, Чӑваш Ене тарса килнине МИХсем пӗлтернӗччӗ. Нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Раҫҫей телеканалӗсенчен пӗринпе «Дом 2» кӑларӑмӑн ҫӗнӗ серийӗ тухнӑ. Кӑларӑма вӑл хӑйне халь усрава илнӗ Оксана ятлӑ хӗрарӑмпа пынӑ. Унта хутшӑнма сӗнекенни те ҫав хӗрарӑм иккен. «Дом 2» уншӑн пурнӑҫ шкулӗ пултӑр тетпӗр. Пирӗнпе ҫур ҫула яхӑн пурӑнаканскерӗн хӗрсемпе хутшӑну йӗркеленеймест. Пурнӑҫра йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗрен те ҫавӑн пек пулӗ», — шухӑшне пӗлтернӗ Оксана. Антонӑн пурлӑх ҫуккине те вӑл пытарман. Телекӑларӑмра Антон Лилия ятлӑ хӗре куҫ хывнине пӗлтернӗ. Лешӗ каччӑна тиркемен, анчах вӑл йывӑр ҫын иккен. Халӗ каччӑ тата тепӗр хӗре пӑхса хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Геннадий Айхи ывӑлӗн Алексейӑн «Оскар» илес шанчӑк пур. Пысӑк шайри наградӑна илме ӑна «Я вам не негр» (чӑв. Эп сире валли негр мар) фильм валли саундтрек ҫырнишӗн тӑратнӑ. Рауль Пек режиссерпа Алексей Геннадий тахҫанах ӗҫлеҫҫӗ иккен. Хальхи вӗсен — пӗрлехи улттӑмӗш ӗҫ. «4’33» ансамбль ертӳҫи Алексей Айхи — композитор та, скрипач та. Вӑл самай кинофильм валли кӗвӗ ҫырнӑ. Ун пеккисем унӑн 50-ран та иртнӗ. Кульметида. ру тӗслӗх вырӑнне «Страна глухих», «Орлеан», «Доктор Тырса» ятлисене, «Каменская 2» сериала илсе кӑтартнӑ. Алексей Айги «Золотой орел» тата «Ника» премисене темиҫе хутчен те ҫӗннӗ. «Оскар» илме тӑратнӑ ӗҫ Торонтори Cinema Eye Honors Awards конкурсра ҫӗнтернӗ. Фри-джаз тата камерлӑ музыка хутӑшне (автор шӑпах ҫак жанрсене кӑмӑллать иккен) «Мосфильмра» ҫыртарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӗлтерӳ
![]() «Хастарлӑх ҫӑлкуҫӗ» видеосӑвӑсен конкурсне йӗркелекенсем кашни хутшӑнакана пысӑк тав сӑмахӗ калать. Ӑмӑрту йӗркипе килӗшӳллӗн йышӑнмалли чи кайри тапхӑр — вырсарникун, нарӑсӑн 5-мӗшӗн, 23 сехет (Мускавпа). Каярах ярса панисем (ҫырӑва янӑ вӑхӑта шута илетпӗр) конкурса хутшӑнмаҫҫӗ, анчах каярах эпир вӗсене «Шкул ТВ» канала лартатпӑрах. Паянтан пуҫласа нарӑсӑн 22-мӗшӗччен конкурсӑн пӗтӗмлетӳ тапхӑрӗ иртмелле. Анчах та пурин видеоне те вырнаҫтарса ҫитерейменнине пула пӗтӗмлетӳ кунне каярах куҫарма пултаратпӑр. Пур видеона та кӗртсе пӗтернӗ хыҫҫӑн пире пӗр эрне те пулин пӗтӗмлетме кирлӗ пулӗ. Енчен те сирӗн видеона халь те вырнаҫтарман пулсан ку ытларах сирӗн кӑлтӑк — маларах ярса памалла пулнӑ. Шӑматкунпа вырсарникун йӗркелӳҫӗсен ещӗкӗсене 300 ытла ҫыру килчӗ — кашнинче пӗр видео та пулин пур, кашнине уҫласа илмелле, пӑхмалла, кирлӗ пулсан йӗркене кӗртмелле, кайран вара видеохостинг ҫине тиемелле. Хыпара ҫырнӑ вӑхӑтра civhim2@narod.ru ещӗкре пӑхса тухман 120 ытла ҫыру выртнӑ, videosava@chuvash.org ещӗкре — 200 ытла. Уйрӑмах иккӗ-виҫҫӗ ярса паракансене пула ӗҫ хӑвӑртлӑхӗ самай чакать. Эсир хӑвӑр ӗҫе хӑвӑртрах курасшӑннине эпир ӑнланатпӑр, анчах пирӗн хута та кӗрессе шанатпӑр — пирӗн икӗ алӑ ҫеҫ. |
Тӗнчере
![]() Микрофон тытнипех юрӑ шӑранмӗ Ӗнер Швецири Сандвикен хулинче Раҫсей тата Швецин командисем мечӗкпе хоккейла выляса тупӑшрӗҫ. Шел те, пирӗн ҫӗршыв спортсменӗсемшӗн финалти вӑйӑ ӑнӑҫлах вӗҫленмерӗ: вӗсем 3:4 шутпа выляса ячӗҫ. Хоккеистсемшӗн савӑнма, вӗсен вӑййипе киленме пынисене финалта ҫӗнтерейменни кӑна мар, Раҫҫей гимне юрлама микрофон тытса тухнӑ хӗр юрӑ сӑмахне манни те пӑшӑрхантарчӗ. Кун пек пӑтӑрмахпа кӑмӑлсӑрланса вӗсем тарӑхнине палӑртмалла шӑхӑрма тытӑнчӗҫ. Спорт ӑмӑртӑвӗсенче гимна е капелла юрлакаланине пӗлетпӗр-ха. Музыкӑсӑр шӑрантарнипе такӑнчӗ пуль тесе тӳрре кӑларма ҫапах та йывӑртарах. Ҫӗршывӑн гимне янӑратма алла микрофон тытнӑ ҫыннӑн яваплӑха туймаллах-ҫке. Ҫитменнине тата хӗрӗн юрлас пултарулӑхӗ те ҫукраххӑн туйӑнчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Мансур Калмыков Республикӑра пысӑк пукан вырӑн йышӑннӑ хӑш-пӗр тӳре-шаран ӗҫ эрни тилхепене вӗҫертме тивнинчен пуҫланнӑ. Маларах эпир ЧР транспорт тата ҫул-йӗр министрне Михаил Резникова Михаил Игнатьев Элтепер должноҫрен хӑтарнине пӗлтертӗмӗр. Паян тунӑ тепӗр йышӑну республикӑн Ял хуҫалӑх министерствине пырса тивет. Министр ҫумӗнче тӑрӑшнӑ Мансур Калмыкова ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин ӗҫрен кӑларнӑ. Йышӑнӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче Михаил Резниковпа ҫыхӑннӑ Хушу хыҫҫӑн вырнаҫтарнӑ. Ведомствӑра Мансур Калмыков пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнченпе тӑрӑшрӗ. Унччен Мансур Минивелиевич Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗнче — ял хуҫалӑх, экологи,экономика, ҫӗр тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен пайӗн пуҫлӑхӗнче тимленӗччӗ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Михаил Резников Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр министрӗнче 2016 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ Михаил Резников ку пукансӑр юлнӑ. Михаил Игнатьев Элтепер Хушӑва паян ирпе алӑ пуснӑ. Ҫул-йӗрпе отраслӗнчи лару-тӑрӑва нарӑсӑн 4-мӗшенче хула-район пуҫлӑхӗсемпе видеоконференци ирттернӗ чух хускатнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Михаил Васильевич каланӑ тӑрӑх, маларах ведомствӑсемпе муниципалитетсем ҫул-йӗр тума тата тытса тӑма укҫа ҫитменнишӗн пӑшӑрханса калаҫнӑ, халӗ пуррипе те вӑхӑтра усӑ кураймаҫҫӗ. 2016 ҫулта Чӑваш Ен территорийӗнчи ҫул-йӗр отрасльне 3 миллиард та 645 миллион тенкӗ укҫа хывнӑ, кӑҫал 5 миллиардран кая мар уйӑрмалла. Патшалӑх саккасне пурнӑҫлакан тӗп учреждени — Чӑваш Республикин Ҫул-йӗр управленийӗ. Унӑн пуҫлӑхӗн тивӗҫне хӑй вӑхӑтӗнче Федерацин наркотӗрӗслев службин республикӑри управленине ертсе пынӑ Евгений Барсуков генерал-майор пурнӑҫлать. «Чӑвашупрдорта» профессионалсен тухӑҫлӑ команди ӗҫлемелле», — асӑрхаттарнӑччӗ Элтепер республикӑн транспорт тата ҫул-йӗр министрне Михаил Резникова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нумай ачаллисене пурӑнма хатӗр ҫурт памалла Вӑрнар тӑрӑхӗнчи тӳре-шарана Михаил Игнатьев Элтепер нумай ачаллисенчен тӑрӑхлатӑр тесе ятланӑ. Шӑмат кун хула тата район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе видеоканашлу мелӗпе канашлу ирттернӗ. Унта ытти ыйтупа пӗрлех Тӗрӗслевпе шутлав палати Вӑрнар районӗнче тӳре-шара хысна укҫипе епле усӑ курнине тӗрӗсленӗ чух палӑртнӑ кӑлтӑка та сӳтсе явнӑ. Ҫурт-йӗр условине лайӑхлатмалли черетре тӑракан пилӗк е ытларах ачаллӑ ҫемьесене патшалӑх шучӗпе ҫурт лартса е хваттер туянса памалла. Вӑрнар тӑрӑхӗнче те ун пеккисем пур. Вӗсенчен пӗри валли район администрацийӗ хӑтсӑр ҫурт туяннӑ. Тӳре-шара чӗлхипе каласан, ҫав ҫурт муниципалитет контрактӗнче пӑхса хӑварнӑ требование тивӗҫтермен. «Вӗсен пилӗк ача, эсир нумай ачаллӑ ҫемьерен тӑрӑхлас терӗр-им? Вӗсем ачасене воспитани параҫҫӗ. Сирӗн шутпа вӗсен стройкӑпа аппаланмалла-и? Нумай ачаллисене пур енлӗн пулӑшмалла, хушма йывӑрлӑх туса памалла мар! Ун пек лару-тӑру тек пулмалла мар» — хытах асӑрхаттарнӑ Элтепер район администрацийӗн пуҫлӑхне. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.07.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Молостовкин Гаврил Александрович, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тимаков Вениамин Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |