Ял хуҫалӑхӗ
![]() Россельхозцентрӑн Чӑваш Енри филиалӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗрхи культурӑсем хӗл аван каҫаҫҫӗ. Юр республикӑра пӗр пек тан выртать. Унӑн хулӑнӑшӗ 15 сантиметртан пуҫласа 45 сантиметра ҫитет, вӑтамран 27 сантиметрпа танлашать. Калча тӗмленнӗ вырӑнта сывлӑш температури — 2 градус сивӗ. Кӑнтӑр енчи районсенче (тӗслӗхрен, Пӑрачкавра) вӑл 5 градуса ҫывӑх. Ҫӗр 23 сантиметртан пуҫласа 26 сантиметр таран шӑннӑ. Россельхозцентрӑн Чӑваш Енри филиалӗнчи специалистсем асӑрханӑ тӑрӑх, тутлӑхлӑ япаласене калча ытлашши илмест, ҫавӑнпа кӗрхисене хӗл каҫма лайӑх. Агрономсем палӑртнӑ тӑрӑх, кӗрхи пӗрчӗллӗ культурӑсен 1,5 проценчӗ ҫеҫ пӗтнӗ. Ку вӑл — вӑтамран. Ытти ҫулсенче ҫак цифра 7–8 процент таран пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Алена Аршинова депутат И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчи студентсен раштаври стипендие ҫитес ҫулччен кӗтме тивӗ. Стипенди вырӑнне вӗсене ҫак уйӑхра 300-шер тенкӗ укҫа пама шантарнӑ. Ку хыпара Чӑваш халӑх сайчӗ темиҫе кун каялла пӗлтернӗччӗ. Студентсен ыйтӑвне РФ Патшалӑх Думине Чӑваш Енрен суйланнӑ Алена Аршинова та пӗлет иккен. Укҫа йывӑрлӑхӗ пирки ӑна аслӑ шкулӑн ректорӗ Владимир Иванов ҫитернӗ. Парламентари вара ыйтупа Раҫҫейӗн Вӗренӳ министерствине тухнӑ. Ырӑ хыпара Алена Аршинова Александр Белов журналиста темиҫе кун каялла пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи интервьюра парламентари студентсене стипендие ҫулталӑк вӗҫлениччен куҫарса парассине каланӑ. Алена Аршинова каланӑ тӑрӑх, укҫа дефицичӗ социаллӑ стипендиатсен йышӗ ӳснипе ҫыхӑннӑ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Валерий Раштавӑн «Телей кайӑкӗ» кӗнеки Валерий Самойлов-Раштавӑн «Телей кайӑкӗ» юрӑсен кӗнеки Тӑвай районӗнчи виҫӗ вулавӑша ҫитнӗ. Сарӑмсӑрлӑха пула ҫамрӑклах ҫурӑм шӑммине амантнӑ хыҫҫӑн вырӑнпах выртакан ҫак поэт чун киленӗҫне сӑвӑ ҫырнинче тупнӑ. Хӑй вӑл Кӳкеҫри ваттисемпе сусӑрсен ҫуртӗнче пурӑнать. Унӑн сӑмахӗсемпе кӗвӗленӗ юрӑсене паян Фарида, Алексей Московский, Андрей Думилин, Полина Борисова, Сергей Павлов тата ыттисем шӑрантараҫҫӗ. Юрра хывӑннӑ сӑвӑсен пуххине пӗлтӗр кун ҫути кӑтартнӑ. Валерий Раштавӑн кӗнекине Тӑвай тӑрӑхӗнчи вулавӑша кам парнеленине е туянса панине райадминистраци сайтӗнчи кӗске хыпарта асӑнман. Сӑмах май, кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче поэта Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, унчченхи пухура чӑваш парламентне ертсе пынӑ Юрий Попов тата Фарида юрӑҫ ноутбук парнеленӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() «Танлаштарӑм» информаци коммуникацийӗсен центрӗ регион пуҫлӑхӗсен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Унта 85 ертӳҫӗ кӗнӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ: Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей регионӗсен пуҫлӑхӗсен йышӗнче 16-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӑл пӗрремӗш ушкӑна лекнӗ. Вӑл вара 25 ертӳҫӗрен тӑрать. Танлаштарӑма Мускав мэрӗ Сергей Собянин, Тӗмен облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Владимир Якушев, Тутарстан президенчӗ Рустам Минниханов чи малти вырӑнсене йышӑннӑ. Чи хыҫалти йӗркесене вара Алтай тӑрӑхӗнчи, Карели тата Бурят республикисенчи ертӳҫӗсем йышӑннӑ. Палӑртса хӑварар: танлаштарӑма куҫӑн мар майпа анкетировани ирттерсе хатӗрленӗ. Эксперт обществисем ирттернӗ ыйтӑма та шута илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Анат Тимӗрчкассипе Тури Тимӗрчкассине пӗрлештерекен ҫула уҫнӑ. Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарнӑ май унта Хӗл Мучипе Юрпике ҫитнӗ. Ҫавӑн пекех унта ЧР транспорт министрӗ Михаил Резников, ЧР ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Мансур Калмыков, Комсомольски районӗн пуҫлӑхӗ Хасиятулла Идиатуллин, Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Самаркин, Воддорстрой элчисем те хутшӑннӑ. Ҫула Воддорстрой сарнӑ. Пӗтӗмпе 33,895 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Ҫула 4 уйӑхра сарса пӗтернӗ. Килӗшӳре палӑртнӑ тарӑх, ҫул 6 метр сарлакӑш. Ӑна асфальтлӑ бетонпа витнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() ЧР Элтеперӗн администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне ямалли Ҫырӑва хатӗрлеме тытӑннӑ. Ку ӗҫре республика ҫыннисем те сӗнӳсем пама пултарӗҫ. Ҫырӑва паян хатӗрлеме тытӑннӑ. Ӑна ҫырнӑ чухне республикӑра пурӑнакан ҫынсен, организацисемпе предприятисен шухӑш-кӑмӑлне шута илеҫҫӗ. Халӑх пурнӑҫне лайӑхлатас тесен мӗн тумалла? Ҫырӑва сирӗн мӗн кӗртес килет? Республикӑна, сирӗн шухӑшпа, мӗн лайӑхлатма пулӑшать? Хӑвӑрӑн шухӑша пӗлтерме пултаратӑр. Сӗнӳсене pres5@cap.ru электронлӑ почтӑсене «Ҫыру валли» тесе ҫырмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Депутатсем ырӑ ӗҫ тӑвасшӑн. Вӗсем йывӑр ҫамрӑксен воспитателӗ пуласшӑн. Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем, пӗтӗмпе 23-ӗн, ҫул ҫитмен йывӑр ҫамрӑксемпе ӗҫлеме хатӗр. Кун пирки раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче иртнӗ планеркӑра ҫул ҫитмен ачасемпе ӗҫлекен куратор Анна Спиридонова пӗлтернӗ. Шупашкар хула мэрӗ Ирина Клементьева куншӑн депутатсене ырланӑ, вӑл та ӳсекен ӑрӑва пулӑшма хатӗррине пӗлтернӗ. Станислав Львов, Сергей Лебедев, Евгений Андреев, Дмитрий Никоноров, Алексей Пивоваров, Елена Турханова, Валерий Антонов, Евгений Кадышев, Петр Мишин, Андрей Федоров, Владимир Радин, Антон Ковалев, Юрий Попенов, Владимир Кузин, Ильяс Калмыков, Наталья Ванеркина, Олег Скворцов, Анна Спиридонова, Елена Нестерова, Максим Ладилов, Виктор Горбунов, Сергей Антонов тата Сергей Муравьев депутатсем йывӑр ҫамрӑксене воспитани парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раштавӑн 28-мӗшӗнче РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев регионти тата вырӑнти хыснасене 2017–2019 ҫулсенче укҫа-тенкӗпе тивӗҫтересси пирки канашлу ирттернӗ. Кӑҫал Чӑваш Ен хӑйне лайӑх партнер пек кӑтартнӑ. Ҫавна май республикӑна ҫитес ҫул федераци хыснинчен 1,5 миллиард тенкӗ килӗ. Дмитрий Медведев палӑртнӑ тӑрӑх, ҫитес ҫултанпа грантсем ӳсӗҫ. Вӑл 20 миллиард тенкӗпе танлашӗ. Анчах ӑна хӑйсене налук потенциалне ӳстерес енӗпе лайӑх кӑтартнӑ регионсене ҫеҫ парӗҫ. Сӑмах май, кӑҫал ҫӑмӑллӑхлӑ кредитсене 900,8 миллион тенкӗлӗх панӑ. Ҫитес ҫул вара ку 993,6 миллион тенкӗпе танлашӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Культура
«Илемлӗ фильмсенче лайӑх сӑнар калӑплама ҫутҫанталӑк панӑ пултарулӑх ҫителӗксӗр. Артистӑн халӑх пурнӑҫне аван пӗлмелле, тӗнче культуринче мӗн пулса иртнине сӑнаса пымалла». Ҫапла шухӑш патне пырса тухать чӑвашсен пӗрремӗш киноартистки Тани Юн хӑйӗн асаилӗвӗнче («Иртнӗ Кунсем-ҫулсемӗ Ш., 2013»). ...«Чӑвашкино» фильмӗсенче ӳкерӗннӗ чухне вӑл самай шухӑ юланутҫӑ пулнине малтан никамах та пӗлмен.
«...Пӗрре ҫапла туй сыпӑкне ӳкеретпӗр, — вулатпӑр «Иртнӗ кунсем-ҫулсем» кӗнекере (Шупашкар, 2013). — Малти лаша ҫинче туй пуҫӗ шӗвӗр сухалне каҫӑртса ларать. Ун хыҫӗнче эпир — хӗрпе каччӑ. Эпир те юланутпа. Пирӗн хыҫра тӑрантассем, урапасем ҫинче хушпу тӑхӑннӑ туй арӑмӗсем, туй каччисем, хӗр ҫумӗсем. — Пуҫларымыр! — кӑшкӑрчӗ рупор витӗр чӑвшла пӗр сӑмах вӗреннӗ режиссер. Хапха умне ҫитсен авалхи йӑлапа арӑмӗ упӑшки сӑмахӗнчен ан тухтӑр тесе чӗн саламатпа ҫурӑмран ҫапмалла. Зораима вылякан актер ыраттарасран хӑраса мана ҫапмарӗ, ҫурӑм хыҫӗнче саламатпа шарт! тутарчӗ те лашана купарчинчен лектерчӗ. Ман лаша карт! |
Спорт
![]() Вӑйлисене Хӗл мучи хавхалантарнӑ В. Кочков ячӗллӗ республикӑри Олимп резервӗн 5-мӗш шкулӗн кӗрешӳ залӗнче ирӗклӗ майпа кӗрешекен ачасемпе ҫамрӑксен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсем валли парнине чӑваш парламенчӗн депутачӗ, Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савучӗн генеральнӑй директорӗ Елена Бадаева хатӗрленӗ. Парламентари парнисене тивӗҫессишӗн ринга 10—14 ҫулсенчи 200 ытла кӗрешӳҫӗ тухнӑ. Ҫирӗп вӑй-халлӑ, спортпа туслӑ пулма, сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркине тытса пыма ачасене Хӗл Мучи суннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене тата турнира хутшӑннисене депутат парнисене те Хӗл Мучиех тыттарнӑ. Асӑрханӑ тӑрӑх, Елена Бадаева тӗрлӗ мероприяти тӑтӑшах ирттерет. Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савутне вӑл 1985 ҫултанпа ертсе пырать. Унӑн юбилейӗ тӗлне Татьяна Ильина журналист пӗлтӗр кӗнеке те кӑларнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мӗтри Ваҫлейӗ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Куснар-Иванов Станислав Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Якимов Сергей Александрович, агроном, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |