Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.0 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Ҫӗрпӳре ҫухалнӑ ача виллине тупнӑ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Вика Сорокина 22.06.2017 10:28 | 1061 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Ҫӗрпӳре ҫухалнӑ 11 ҫулти Настя Осипована вӗлернӗ. Ӑна ача пурӑннӑ вырӑнтан инҫех мар гаражсем патӗнче тупнӑ.

РФ Следстви комитечӗ республикӑри управленийӗнче паян пӗлтернӗ тӑрӑх, ачана ҫине тӑрса тата мӗнпур вӑйпа шыранӑ май таврари лавккасемпе ытти организацисен видеокамерисем ӳкернӗ кадрсене те тишкернӗ. Тӗпчевҫӗсем гаражсем патӗнче шырани харама кайман — ача виллине шӑпах ҫавӑнта тупнӑ.

Аса илтерер, ача киле килменнине унӑн амӑшӗ тепӗр кунхине ҫеҫ йӗрке хуралҫисене пӗлтерни паллӑ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем ачана вӗлернӗ пуль тесе ҫийӗнчех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Чӑваш Енри ачасене хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй сайтӗнче Ҫӗрпӳ хӗрачи килтен тухса кайни амӑшӗпе ӑнланманлӑх сиксе тухнипе ҫыхӑнма пултарнӑ тесе хыпарланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.

Чӑваш Енри тӗпчевҫӗсем ача ҫухалнинче профилактика органӗсем ӗҫлесе ҫитерейменни те пур тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ачан амӑшӗ воспитани парассипе ҫине тӑман иккен. Шкул та ҫемьене ячӗшӗн ҫеҫ тӗрӗсленӗ тесе тӗшмӗртеҫҫӗ.

#шкулсем, #Ҫӗрпӳ, #ачасем, #пӑтӑрмахсем, #тӗпчевсем, #Ҫӗрпӳ районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Хаҫат йӑтса администрацие тарса кӗнӗ
2016, 09, 08
Ҫӗрпӳ ачисем депутат парнишӗн волейболла вылянӑ
2016, 12, 25
Ҫӗрпӳри шкула раштав вӗҫне туса пӗтермелле
2017, 04, 11
Ҫӗрпӳри шкула йӳнӗпех тӗрӗслеме килӗшекен тупӑннӑ
2017, 04, 21
Каччӑ шкулта иккӗмӗш хутран сикнӗ
2017, 04, 24

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org