Ҫӗрпӳ хулинчи Кӑнтӑр микрорайонта шкул тӑвакан генподрядчика палӑртмалли конкурс документацине вырӑнти тӳре-шара саккуна пӑсса йӗркеленине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, хутсем йӗркеллех маррине Монополипе кӗрешекен федераци службин республикӑри управленине тулли мар яваплӑ икӗ общество: «Перспектива» тата «СтройКонсалтинг» — ҫӑхав шӑрҫаланӑ хыҫҫӑнхи тӗрӗслев кӑлтӑка палӑртнӑччӗ.
Асӑннӑ вӗренӳ учрежденине хӑпартакан подряд организацине ҫак кунсенче палӑртнӑ. Ӗҫе унти «8-мӗш ПМК» акционерсен обществине шанӗҫ. Шкул 1000 ача вӗренмелӗх пулӗ. Ӗҫе строительсен хула администрацийӗпе алӑ пусса ҫирӗплетнӗ хыҫҫӑн пуҫӑнмалла та кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗччен пурнӑҫламалла.