Улатӑрта пурӑнакансем Комаров урамӗ пирки пӑшӑрханаҫҫӗ. «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Подслушено Алатырь» ушкӑнра хӑйӗн ятне кӑтартма ыйтман ҫын унти хӑтлӑх ҫуккине пӗлтернӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, виҫӗ ҫурта хута янӑ хыҫҫӑн йӗрке туман. Строительсем ҫуртсене хӑпартасса хӑпартнӑ. Анчах унта пыма тата унтан иртсе кайма меллӗ мар-мӗн. Сӑмаха ҫирӗплетме ҫав ҫын сӑнӳкерчӗк те вырнаҫтарнӑ.
Нумай хутлӑ виҫӗ ҫурта хӑпартакансем туалетне те ҫавӑнтах хӑварнӑ, кабельсем те унтах йӑваланаҫҫӗ. «Пирӗн ҫырусене администраци хуравламасть», — тесе ҫырнӑ унта. Вырӑнти тӳре-шара халӑх пӑшӑрханӑвне хӑлхана та чикмест тенипе пуҫлӑхсем килӗшесшӗн мар. Вӗсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫуртсене туса кӑна пӗтернӗ, ҫавӑнпа тирпейлесе ӗлкереймӗн.