Экономика
![]() Вӑрнар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонид Николааев Вӑрнар районӗнче кӑҫал мӗнпур вӑя газ парӑмне татма ярасшӑн. Хальхи вӑхӑтра ҫак енӗпе районӑн тӳлевӗ 15 миллион тенке ҫитсе кайнӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонид Николаев паян ирттернӗ канашлура ӗнентернӗ тӑрӑх, ку ыйтӑва вӑл хӑй тӗрӗслесе тӑрӗ, парӑма татма конкретлӑ мерӑсем йышӑнӗҫ. Кӑҫалхи ҫулта район администрацийӗн пай пуҫлӑхӗсемпе, федерацин территорири пайӗсен пуҫлӑхӗсемпе ирттернӗ пухура Леонид Николаев Ҫӗнӗ ҫул уявӗсем пӑтӑрмахсӑр иртнине те палӑртнӑ. Муниципалитет хыснине тултарас енӗпе иртнӗ ҫул туса ирттернӗ ӗҫсем пирки те чарӑнса тӑнӑ. Райадминистраци пуҫлӑхӗ каланӑ тӑрӑх, чылай енпе ку тӗлӗшпе тухӑҫлӑ ӗҫленӗ. Вырӑнти тупӑшсене пухассипе район республикӑра тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Сӑкӑт шкулӗнчи ачасен хаҫачӗ Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт шкулӗнче кашни пысӑк уяв тӗлнех стена хаҫачӗ кӑларасси йӑлана кӗнӗ. «Хаҫатсем парадри евӗр йӗркипе туха-туха вырнаҫсан куҫ тӳрех вӗсем ҫине ӳкет, ура та ҫавӑнталлах утать. Ачасем пӗр-пӗрин ӗҫӗ-хӗлӗпе, пултарулӑхӗпе паллашаҫҫӗ, танлаштараҫҫӗ, хаклаҫҫӗ… Вӗрентекенсен те пырса вуласа хак памасӑр чун чӑтмасть», — тесе хыпарлаҫҫӗ ун пирки Сӑкӑт ял тӑрӑхӗнче. Вырӑнтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, хаҫачӗсем вырӑсла та, чӑвашла та, тутарла-акӑлчанла та — хутӑш тухнӑ. Хальхинче вара ҫӗнӗ шухӑш-сӗнӳ ҫуралнӑ та, пурте хапӑл пулнӑ: Ҫӗнӗ ҫул хаҫачӗсене пӗрешкел калӑпӑшпа пурте чӑвашла кӑларнӑ. «Пӗринчен тепри илӗртӳллӗрех, пуянрах! Хӗлли те хамӑра кура ӑшӑрах пек, Хӗл мучи те унчченхинчен савӑкрах-тӑр, Юр пики те ҫепӗҫрех. Эх! Хаҫатҫӑсем тӑрӑшнӑ: сӑрри-кӑранташне шеллемен, Автан туса капӑр тум тӑхӑнтартма ӳркенмен! Ҫӗнӗ Ҫул сӑввисем кашни хаҫатрах, пуҫватмӑшӗ, ребусӗ, салам ҫырӑвӗ, калавӗ… Чӑн-чӑн асамлӑх тӗнчи!» — кӑмӑлтан пӗлтернӗ вырӑнти ял тӑрӑхӗн сайтӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Улатӑр районӗнче вӑй-хал культурипе сывлӑх тата спортпа массӑллӑ ӗҫе чи лайӑх йӗркеленине палӑртма смотр-конкурс ирттернӗ. Иртнӗ ҫулхи ӗҫ кӑтартӑвне тишкерсен вӗренӳ учрежденийӗсенчен Чуварлей (директорӗ — А.Ю. Смирнов, физкультура учителӗ — В.Н. Ванюхин) тата Ахматовӑри (директорӗ — Т.В. Емельянова, физкультура учителӗ — А.Н. Карпов) шкулсем мала тухнӑ. Первомайскинчи шкул та (директорӗ — Г.Н. Белоусова, физкультура учителӗ — Л.Н. Кулюкина) лайӑххипе палӑрнӑ. Ял тӑрӑхӗсенчен Стемас (ял тӑрӑхне М.С. Душев ертсе пырать) ял тӑрӑхӗ пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗшне Чуварлей (Н.В. Климкин) тата Кивӗ Эйпеҫ (В.П. Казанцев) ял тӑрӑхӗсем пайланӑ. Вӗсенче те физкультурӑпа спорт ӗҫне лайӑх йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Канаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Владимир Степановпа Михаил Игнатьев Элтепер Ҫӗнӗ ҫулти канмалли кунсене пӑхмасӑрах Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫак кунсенче тӗрлӗ район пуҫлӑхӗпе курса калаҫнӑ. Канаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Степанов, сӑмахран, Михаил Игнатьева тата правительствӑна ялсенче фельдшерпа акушер пункчӗсем тунишӗн тав тунӑ. Муниципалитет ертӳҫине Михаил Игнатьев пушӑ ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртессипе ҫине тӑма хушнӑ. Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Самаркин фермӑсемпе пахча-ҫимӗҫ хранилищисем тӑвассипе кӑҫал малалла тимлеме шантарнӑ. Района ертӳҫи Урмаелте шкул ҫулне ҫитменнисем валли хушма вырӑн кирлине палӑртнӑ. Михаил Игнатьев шӑпӑрлансем валли ялти шкулта уйрӑм уҫма килӗшнӗ. Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑхне Сергей Горбунова Михаил Игнатьев муниципалитета инвестици илсе килессипе ҫине тӑма сӗннӗ. Пӑрачкав район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Евгений Лебедевпа та социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кун пек шартлама сивӗ тахҫанах пулман. Урамра сивӗ сӑмсана чӗпӗтет. Чылайӑшӗ машинине те тапратаймасть. «Мускав – Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен автобус вара ҫул ҫинчех ҫӗмӗрӗлнӗ. Паян, кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, ирхи 5 сехетре М-7 автоҫулӑн 603-мӗш ҫухрӑмӗнче автобус ванса кайнӑ. Ҫул хӗрринче ларакан автобуса полицейскисем асӑрханӑ. 27 градус сивӗре транспортӑн топливо насусӗ ӗҫлеме пӑрахнӑ-мӗн. Салонра 32 пассажир пулнӑ. Вӗсем салонра 20 минут ларнӑ. Патрульпе пост службин ӗҫченӗсем пӑтӑрмаха лекнисене пулӑшнӑ — пассажирсене урӑх автобуссене лартса янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле хулинче арҫын икӗ хӗрарӑма тапӑннӑ. Пакунлисем ӑна тытса чарнӑ. Ҫав арҫын суд сакки ҫине пӗрре мар ларнӑ-мӗн. Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралнӑскер хальхинче те явап тытӗ. Каҫхи 7 сехетре автовокзал ӗҫченӗ алӑка хупнӑ хыҫҫӑн йӗри-тавра ҫаврӑннӑ. Хайхискер пӗр пӳлӗмре пӗр ҫын ларнине асӑрханӑ та тухма ыйтнӑ. Анчах 36 ҫулти арҫын тухас вырӑнне хӗрарӑма ҫӗҫӗпе чикнӗ те тарнӑ. Юрать, хӗрарӑма медпулӑшу ҫийӗнчех панӑ. Темиҫе минутран хайхи арҫын урамра тепӗр хӗрарӑма тапӑннӑ. Вӑл 23 ҫулти хӗре ҫӗҫӗпе хӑратса укҫа ыйтнӑ. Лешӗ мӗнпур укҫине — 1250 тенке — кӑларса тыттарнӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм ҫапла чӗрӗ-сывах юлнӑ. Кайран ҫав арҫын укҫа мӗн тума кирлӗ пулнине ӑнлантарнӑ. Вӑл Мускава каясшӑн пулнӑ-мӗн. Анчах Мускава мар, тӗрмене лекнӗ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Германири Оберхов хулинче биатлон енӗпе Тӗнче кубокӗ иртнӗ. Спринт ӑмӑртӑвне нумаях пулмасть ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тунӑ Татьяна Акимова та хутшӑннӑ. Хальхинче пирӗн ентеш 14-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ку — Раҫҫей спортсменкисен хушшинчи чи лайӑх кӑтарту. Ӑмӑртура Чехи спортсменки Габриэла Коукалова ҫӗнтернӗ. Унтан финала Финлянди биатлонистки Кайса Мякяряйнен ҫитнӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Францири Мари Дорен-Абер йышӑннӑ. Хальхи ӑмӑртура Татьяна Акимова пӗр хутчен ҫеҫ йӑнӑшнӑ, ҫавӑнпа вӑл ҫӗнтерӳҫӗрен 1 минут та 22 ҫеккунт каярах юлнӑ. Вӑл 14-мӗш вырӑн йышӑнса турнир зачетӗнче 9-мӗш вырӑнтан 7-мӗшне куҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Раштав уявӗнче республикӑра пурӑнакан 4000 ача валли чӑн-чӑн праҫник пулнӑ. Вӗсене «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗнче иртнӗ «Кӗлпике» представление йыхравланӑ. Ачасене пылак парнепе те савӑнтарнӑ. Кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче хулари тӗп елка иртнӗ. Пӗрремӗш тата иккӗмӗш хутра шӑпӑрлансем юмахри тӗрлӗ сӑнарпа пӗрле чӑрӑш тавар ҫаврӑннӑ. Унта Хӗл Мучипе Юрпике те килнӗ. Кун хыҫҫӑн «Кӗлпике» балет пуҫланнӑ. Унта Олимп чемпионӗсем Наталья Бестемьянова, Андрей Букин, Раҫҫей тава тивҫлӗ тренерӗ Игорь Бобрин хутшӑннӑ. Ку юмаха Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче кӑтартнӑ. Пурте пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ: Кӗлпике пушмакне ҫухатать. Ку юмахра вара вӑл конькипе ярӑнать. Ҫавӑнпа йӑлтах ӑнланас тесен юмаха вӗҫне ҫити курмалла. Спектакльте хальхи йышши технологисемпе усӑ курнӑ. Ӑна паян та кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Михаил Игнатьевпа Екатерина Николаева ҫамрӑк кондитер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев 24 ҫулти усламҫӑна хаклӑ торт пӗҫерме хушнӑ. Сӑмахӗ кунта — натуральнӑй апат-ҫимӗҫрен хатӗрлесси пирки пырать. «Молодой предприниматель России – 2016» (чӑв. Ҫамрӑк усламҫӑ — 2016) конкурсра ҫӗнтернӗ Екатерина Николаева республика правительствинче иртнӗ тӗлпулӑва та хутшӑннӑ. Унта вӑл Чӑваш Ен Элтеперӗпе паллашнӑ. Ҫамрӑк усламҫӑ Элтепере хӑйӗн бизнесӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Михаил Васильевич натуральнӑй апат-ҫимӗҫрен хатӗрлекен ҫимӗҫпе ахальли хушшинчи уйрӑмлӑх укҫа ҫине куҫарсан миҫе тенке ларнипе кӑсӑкланнӑ. Пике ӗнентернӗ тӑрӑх, уйрӑмлӑхӗ — икӗ-виҫӗ хут та. Апла пулин те Михаил Игнатьев ҫамрӑк усламҫа ӗҫе тӑсма сӗннӗ, ун пеккине хаклаканнисем те тупӑнаҫҫех тесе каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() 55-ре тесе те калаймӑн Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян 55 ҫул тултарнӑ. Вӑл 1962 ҫулта Шупашкар районӗнчи Тӑманакассинче (халӗ вӑл Кӗҫӗн Турхан ялӗн урамӗ шутланать) ҫуралнӑ. 1990 ҫулта Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче «Агрономи» специальноҫне алла илнӗ, тепӗр ҫичӗ ҫултан вӑл юриспруденци дипломӗллӗ пулса тӑнӑ. Михаил Васильевич ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ шутланать. Ӗҫ биографине Михаил Игнатьев «Химпром» акционер обществинче электромонтертан пуҫланӑ. Каярах вӑл тӑван «Прогресс» колхозра уй-хир бригадирӗнче, производство участокӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ. 25 ҫула ҫитсен ӑна хуҫалӑха ертсе пыма шаннӑ. 30 ҫула ҫитмен ҫамрӑка районти Депутатсен пухӑвне суйлани те — Михаил Васильевичӑн биографийӗнчи сумлӑ йӗрсенчен пӗри. 1996 ҫулта Михаил Игнатьев Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗнче тимлеме тытӑнать. Тепӗр виҫӗ ҫултан ӑна Шупашкар район пуҫлӑхӗ пулма шанаҫҫӗ. 2002 ҫулта вара ял хуҫалӑх министрне лартаҫҫӗ. 2010 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа Михаил Игнатьев Чӑваш Ене ертсе пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мӗтри Ваҫлейӗ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Куснар-Иванов Станислав Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Якимов Сергей Александрович, агроном, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |