Тӗнче тетелӗ
![]() Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков халӑх тетелне парӑнтарма шухӑшланӑ. Нумаях пулмасть вӑл Инстаграмра хӑйӗн страницине уҫнӑ. Алексей Ладыков халӑх тетелӗнче видеоролик та вырнаҫтарнӑ. Ӑна пӑхсан ҫакӑ паллӑ: вӑл Шупашкарти Гладков урамӗнчи 1-мӗш шкула ҫитсе килнӗ. Видеона 740 ытла хутчен пӑхнӑ. «Республикӑри чи пысӑк шкул строительство енӗпе рекорд лартать, кӑҫал 1100 шкул ачине йышӑнма хатӗрленет», — ҫырнӑ Алексей Ладыков комментарире. Сити-менеджерӑн страницине хальлӗхе 192 ҫын пӑхса тӑрать. Ку — сахал мар. Страницӑра пӗртен-пӗр видеоролик пулнине шута илсен — пушшех те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Шупашкарти пӗр лавккара наркӑмӑшлӑ эрешменлӗ гранатпа киви сутнӑ. Ҫакна лавккаран гранат туяннӑ хӗрарӑм асӑрханӑ. Нарӑсӑн 1-мӗшӗнче пулнӑ ку. Хӗрарӑм граната ҫума тӑнӑ, кӗтмен ҫӗртен унтан пӗчӗк эрешмен тухса ӳкнӗ. Ҫак хӗрарӑмӑн ашшӗ — биолог. Вӑл эрешмене пӗлӗшне, ку енӗпе ӗҫлекенскере, тӗпчеме панӑ. «Сӑрҫи» заповедникӑн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Наталья Борисова ку хейракантиум Мильде эрешмен ами пулнине ҫирӗплетнӗ. Кунашкаллисем ӳссе ҫитсен 1 сантиметр пысӑкӑш пулаҫҫӗ. Сӑмах май, ку эрешмен Кӑнтӑр Европӑран тухнӑ. Темиҫе теҫетке ҫулта вӑл Тӗп тата Ҫурҫӗр Европӑри чылай ҫӗршыва ҫитнӗ. Вӑл питӗ наркӑмӑшлӑ, ку эрешмен ҫыртни пурнӑҫшӑн хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Ҫанталӑк начар тӑни ҫул-йӗр ӗҫченӗсемшӗн чӑрмав мар. Ҫумӑр ҫусан та, юр ӳксен те вӗсем асфальта саплаҫҫӗ. «Про Город» редакцине вулакан видео йӑтса килнӗ. Вӑл ҫул-йӗр ӗҫченӗсем япӑх ҫанталӑкра асфальта сапланине ӳкернӗ. Алексей каланӑ тӑрӑх, шӑтӑк-ҫурӑка шыв кӳлленчӗкӗ тӑрсан та сапланӑ. «Кайран тӗлӗнетпӗр: мӗн чухлӗ укҫа тӑкнӑ, усси вара ҫук», — тенӗ Алексей. Арҫын ҫула япӑх ҫанталӑкра юсанине ҫулленех курать-мӗн. Хула администрацийӗ ҫакна ҫапла ӑнлантарнӑ: ҫул-йӗр ӗҫченӗсем асфальт-бетон хутӑшпа усӑ кураҫҫӗ. Вӑл, ҫулла усӑ курмалли хутӑшпа танлаштарсан, пысӑк температурӑпа уйрӑлса тӑрать. Шупашкар хула администрацийӗ ҫул-йӗр ӗҫченӗсен умне ҫула сапламашкӑн тӗллев лартнӑ. Пӗр талӑкра 408 тӑваткал метр ҫул юсанӑ. Алексей Ладыков хушнипе нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкарти ҫул-йӗре талӑкӗпех саплаҫҫӗ. |
Республикӑра
![]() Паян, пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Раҫҫей Тӗп банкӗ «Татфондбанка» банк операцисене тумашкӑн панӑ лицензие илнӗ. Кун пирки общество ҫыхӑнӑвӗсен департаменчӗ «Вкладсене страхлакан агентство» патшалӑх корпорацийӗ пӗлтернӗ. Вкладсене саплаштарас ӗҫе Перекет банкӗ малалла тӑсать. Сӑмах май, пӗлтӗр ӑна страховкӑна саплаштаракан пӗртен-пӗр банк тесе суйланӑ. Банка укҫа хывнӑ ҫынсен ыйтусене ҫак номерпе уҫӑмлатма пулать: 8-800-200-08-05. «Татфондбанксӑр» пуҫне «АНКОР Банк», «Регионсен хушшинчи почта банкӗ», «ИнтехБанк» лицензисӗр юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пӑрачкав районӗнчи Сӑр урлӑ хывнӑ кӗпер пӗлтӗртенпе калаҫтарать. Ара, 2016 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче вӑл кӑштах йӑтӑннӑ. Ун чухне кӗпере юсакаланӑ, асфальта улӑштарнӑ. Тӗплӗ юсава 2017–2018 ҫулсенче ирттерме шантарнӑ. Ун чухне кӗпере 10 метр сарма палӑртнӑ. ЧР Элтеперӗн администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗпере юсӗҫ. Укҫа-тенке «Платон» тытӑм уйӑрӗ. Пӗлтӗр ку тытӑм пирӗн республикӑра 17 миллион ытла тенкӗ пухнӑ. «Платон» тытӑмӗнчи укҫа-тенке регионсен хушшинче пайлӗҫ. Кӑҫал, сӑмахран, регионсенчи кӗперсене юсамашкӑн укҫа парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Алексей Шадриков ахаль-махаль юрӑҫ мар Алексей Шадриков эстрада юрӑҫи «Чӑваш республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Алексей Шадриков пирки «Чӑваш Республикинчи «Эстрада артисчӗсен союзӗ» общество организацийӗн пайташӗ, регионсем хушшинчи «Чӑваш наци конгресӗ» общество организацийӗ ҫумӗнчи Чӑваш Республикинчи ҫамрӑксен «Хастар» общество организацийӗн председателӗн ҫумӗ тесе палӑртнӑ. Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи хушупа хисепе тивӗҫнисем хушшинче тӗрлӗ отрасльте тӑрӑшакан пур. «Культурӑри тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тата нумай ҫул ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн» культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ята Алексей Шадриковсӑр пуҫне Трактор историйӗн наукӑпа техника музейӗн (вӑл Шупашкарта вырнаҫнӑ) ертӳҫине Альберт Сергеева панӑ. |
Пӗлтерӳ
![]() «Хастарлӑх ҫӑлкуҫӗ» ӑмӑртӑва сахал мар ӗҫ ярса панине шута илсе хаклав ӗҫне эпир икӗ тапхӑра пайлас терӗмӗр. 1-мӗш тапхӑрта кашни ушкӑнра чи лайӑх 10 ӗҫе суйлатпӑр, 2-мӗш тапхӑрта вара ҫав 10 ӗҫрен чи лайӑххисене суйласа ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртӑпӑр. Паян вара сире пӗрремӗш тапхӑра палӑрнӑ ӗҫсемпе паллаштарас тетпӗр. Ярса панӑ ӗҫсене эпир 5 ушкӑнпа хакланӑ май пурӗ 50 ӗҫ суйласа илтӗмӗр. Кашнине ятран асанса тӑмӑпӑр, списокпа эсир ҫак каҫӑпа паллашма пултаратӑр. Палартма кӑмӑллӑ, суйласа илнӗ ӗҫсен хушшинче Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкартисем те пур, районтисем те, тулашрисем те. Списока хальлӗхе хушаматсем тӑрӑх йӗркеленӗ. Кам-кам ҫӗнтернине ҫывӑх вӑхӑтра палӑртма шутлатпӑр. Кун пирки хыпарланӑ хыҫҫӑн чыслав кунне хӑҫан ирттерессине пӗлтерӗпӗр. Каласа хӑварас пулать — 1-мӗш тура тухнисем пурте пирӗнтен парнесене тивӗҫӗҫ (ҫав шутра пӗрремӗш, иккӗмӗш е виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнайманнисем те). Кам мӗнле вырӑн йышӑннине чыслав вӑхӑтӗнче пӗлтерӗпӗр, ҫапла май сире валли кӑшт интрига хӑварас кӑмӑллӑ эпир. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Георгий Егоров Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Георгий Егоров текех пуҫлӑх мар. Аса илтеретпӗр, унпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче сиксе тухнӑччӗ. Ӑна районти социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объект хӑпартнӑ чухне хысна укҫа-тенкипе тӗрӗс мар усӑ курнӑ тесе шухӑшланӑран пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Суд ӑна пӗр ҫула яхӑн килте тытса усранӑ. «Правда ПФО» интернет-хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ Георгий Егоровӑн килти арестне пӑрахӑҫланӑ, тухса ҫӳремесси пирки алӑ пустарнӑ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ пулин те Георгий Егоров хутпа район администрацийӗн пуҫлӑхӗ шутланнӑ. Суд ӑна должноҫрен хӑтарма йышӑннӑ-мӗн. Аса илтерер, Чӑваш Енри Гостехнадзора 13 ҫул ытла ертсе пынӑ Владимир Димитриева пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама шаннӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарта 31 ҫулти Наталия Леонтьева ҫухалнӑ. Ӑна полицейскисем те, тӑванӗсем те шыраҫҫӗ. Наталия ҫухални пирки аппӑшӗ Светлана Софронова хыпарланӑ. Наташа Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче пурӑннӑ. Вӑл хут уйӑрттармасӑр пурӑнакан упӑшкипе кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче хирӗҫнӗ. Кун хыҫҫӑн хӗрарӑм килтен тухса кайнӑ. Унтанпа ӑна никам та курман. Аппӑшӗ каланӑ тӑрӑх, Наташа унпа кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче юлашки хутчен ҫыхӑннӑ. Ун чухне йӑлтах йӗркеллӗ пулнӑ. Телефонне вӑл кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче сӳнтернӗ. Наталия унччен те килтен тухса кайкаланӑ. Анчах вӑл аппӑшӗпе ҫыхӑну тытнӑ. Наташа 160-165 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ хура, куҫӗ хӑмӑр. Мӑйӗ ҫинче, сылтӑм енче, тур палли пур. Наташӑна курсан ҫак телефонпа ҫыхӑнма ыйтаҫҫӗ: 89825541744. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енре Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне хатӗрленеҫҫӗ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтереҫҫӗ. Нумаях пулмасть ЧР вӗренӳ министрӗ Иван Исаев канашлу ирттернӗ. Унта ППЭ ыйтӑвне пӑхса тухнӑ. Канашлура пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал 9-мӗш класран вӗренсе тухакан 11,4 пин ҫамрӑк пӗтӗмлетӳ аттестацийӗ витӗр тухӗ. 11-мӗш класран вара 5,2 пин яш-хӗр вӗренсе тухать. Вӗсен ППЭ тытма тивӗ. Кӑҫал студентсене нимеҫӗ (волонтер) пулма сӗнеҫҫӗ. Вӗсем ППЭре общество сӑнавҫисем пулӗҫ. Пулас волонтерсене норматив докуменчӗсем, сӑнавҫӑсен прависемпе тивӗҫӗсем пирки каласа кӑтартӗҫ. Вӗсем зачет парсан ҫеҫ аккредитаци илӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Григорьев Пётр Григорьевич, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кульков Юрий Петрович, философи ӑҫлӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Ҫӗрпӳ хыпарҫи» хаҫатӑн 1000-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Сизов Пётр Владимирович, чӑваш ӳнерҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Петров Сергей Николаевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |