Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -24.7 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Чӑваш чӗлхи

Нумай пулмасть «Эхо Москвы» (чӑв. Мускав ахрӑмӗ) радио эфирӗнче «Сирӗншӗн кӑна» (выр. «Персонально ваш») радиокӑларӑм тухнӑ, унта Алексей Венедиктов Владимир Путин наци чӗлхисене кашни тӑрӑхра мӗнле вӗрентнине тӗрӗслеме ыйтни тавра калаҫу ирттернӗ. Аса илтеретпӗр, нумай пулмасть ҫӗршыв Президенчӗ наци чӗлхисене, вырӑслисӗр пуҫне, вӑйпа вӗрентме юраманни пирки каланӑччӗ.

«Эхо Москвы» радиостанцин тӗп редакторӗ Владимир Путина кунашкал ыйту ҫӗклени наци республикисенче кӑмӑлсӑррисен йышне ӳстерме пултарасси пирки асӑрхаттарнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл 1917 ҫулхи Нарӑс пӑлхавӑрӗпе тата Совет Союзӗ арканни хушшинчи пӗрпеклӗхсене асӑннӑ. Ку пулӑмсенче те Раҫҫейри халӑхсен ыйтӑвӗ пӗчӗк пулманнине палӑртнӑ.

Радиокӑларӑм вӑхӑтӗнче пирӗн республикӑпа ҫыхӑннӑ шухӑша та илсе кӑтартнӑ. Денисов текенскер хӑйне чӑваш чӗлхине вӗрентсе самай нушалантарни пирки пӗлтерсен Алексей Венедиктов кун пирки ҫапларах хуравланӑ: «Паллах, кун пек шухӑшсем те пур. Апла пулсан Чӑвашра эсир мӗн тӑватӑр? Илӗр те Липецка куҫӑр — унта унашкал йывӑрлӑх пулмӗ. Е, атьӑр, Чӑваш Ен ятне мӗнле те пулин урӑххи ҫине улӑштарӑпӑр.

Малалла...

 

Вӗренӳ

Шупашкарта 11 ҫулти арҫын ачана шкула илменни пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ. Ӑна темиҫе шкула та илме хирӗҫленӗ. Пӗринче пачах «виҫҫӗ» пурришӗн «тиркенӗ».

Александр А. ятлӑ арҫын ачана вӗренӳ ҫулӗ пуҫлансан улттӑмӗш кунхине ҫеҫ шкула илнӗ. Авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ЧР прокуратури ҫак ӗҫпе кӑсӑкланма пуҫланӑ.

ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗнче тетелне тишкернӗ, массӑллӑ информаци хатӗрӗсене мониторинг тунӑ чухне ведомство 11 ҫулти арҫын ачан правине пӑснине тупса палӑртнӑ. Ҫавна май тӗрӗслев пуҫарнӑ. Кун хыҫҫӑн вӗренӳ управленийӗнчи должноҫри ҫынсем тивӗҫне мӗнле пурнӑҫланине пӗтӗмлетӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/44391
 

Тӗнчере

Ӗнер, 17 сехетпе 18 сехет хушшинче Хӗвел питӗ вӑйлӑ ҫиҫсе илнӗ. Кун пирки Мускавра вырнаҫнӑ Лебедев ячӗллӗ РӐА-ӗн (РАН) физика институчӗн Хӗвел астрономийӗн гентген лабораторийӗ пӗлтерет. Ӑна чи ҫӳллӗ шайри класс ятне панӑ — Х.

Каласа хӑварас пулать, хӗвел вӑйлӑ ҫиҫни виҫӗмкун та пулса иртнӗ. Вӑл Мускав вӑхӑчӗпе 15:02 вӑхӑтра хӑватлӑ хӗмленсе илнӗ. Унашкалли унччен 12 ҫул каялла кӑна пулнӑ — 2005 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗнче. Виҫӗмкунхи Хӗвел хӗмленӗвне пула вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫыхӑну япӑхланнине палӑртнӑ — Чулхулари, Кӗмӗрти, Ижевскри, Томскри тата Сыктывкарти магистраллӑ каналсенче пӑтӑрмахсем тупса палӑртнӑ.

Хӗвел вӑйлӑ ҫиҫсе илни Чӑваш халӑх сайтне те витӗм кӳнӗ — пирӗн офисри компьютер юрӑхсӑра тухрӗ. Хӗвел хӗмленнӗ, вӑйлӑ ҫиҫнӗ вӑхӑтра ӑсчахсем самолётсемпе вӗҫме, руль умне ларма сӗнмеҫҫӗ.

 

Политика
Вӑрмар райадминистраци пуҫлӑхӗ Андрей Васильев (сулахайри) Элтепер патӗнче
Вӑрмар райадминистраци пуҫлӑхӗ Андрей Васильев (сулахайри) Элтепер патӗнче

Ҫак кунсенче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев

умлӑ-хыҫлӑ икӗ кун республикӑн муниципалитечӗсенчи пуҫлӑхсемпе тӗл пулнӑ.

Авӑн уйӑхӑн 6-мӗшӗнче Правительство ҫуртне Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхне Александр Осипова, ӗнер Вӑрмар район администрацийӗн пуҫлӑхне Андрей Васильева йыхравланӑ. Муниципалитет пуҫлӑхӗн пуканне вӗсем иккӗшӗ те хальтерех йышӑннӑ.

Аса илтерер, Андрей Васильев Вӑрмар район администрацине авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнченпе ертсе пырать. Вӑрмар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулма тӗв тунӑ кандидатсем хушшинче Петр Айвенов ятлӑ ҫын та пулнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Каҫал тӑрӑхне Александр Осипов ҫак уйӑхран ертсе пыма пуҫлассине те сайт хыпарланӑччӗ.

 

Экономика
Олег Мешковпа Михаил Игнатьев
Олег Мешковпа Михаил Игнатьев

Чӑваш Енӗн влаҫ официаллӑ порталӗнче республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарти ликерпа водка савучӗн гендиректорӗпе, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗпе Олег Мешковпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттерни пирки хыпарлани тӑрӑх ҫапла ӑнланма пулать.

Акӑ епле ҫырнӑ сайтӑн чӑвашла версинче (епле пур, ҫавӑн пек илсе парар): «Республика бюджетне йӗркеленӗ чухне, эпир тӗплӗн пӑхса тухатпӑр, эрех-сӑра таварне сутса мӗн чухлӗ тупӑш илнинчен бюджета куҫнине сӑнатпӑр. Шанатпӑр, кӑҫал республика бюджетне сахал мар тупӑш кӗрессине. Калӑпӑр, кашни сутӑнакан бутылка сӑраран 10 тенкӗ республика хыснине куҫать. Мӗн чухлӗ вӗсем ытларах тавара сутаҫҫӗ, ҫавӑн чухлӗ нумайрах бюджета укҫа тулать», — тенӗ пулать Чӑваш Ен Элтеперӗ.

 

Республикӑра

Красноармейски районӗнче пурӑнакан 26 ҫулти хӗрарӑмӑн суд сакки ҫине ларса явап тытма тивӗ. Ӑна укҫа-тенке хӑйӗн кӗсйине чикнӗшӗн айӑпланине ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтерет.

Ҫак ҫамрӑк хӗрарӑм почта уйрӑмӗнче ӗҫленӗ чухне ырӑ мар ӗҫпе аппаланнӑ. Хайхискер ҫынсем пек алӑ пусса укҫа-тенке хӑйӗн кӗсйине чикнӗ. Ҫапла майпа вӑл районти сакӑр ҫыннӑн укҫине вӑрланӑ.

Хӗрарӑм пӗтӗмпе 9900 тенкӗ хӑйӗн кӗсйине чикнӗ. Ҫамрӑкскер хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, ҫынсене кӳнӗ тӑкака хӑйӗн ирӗкӗпех саплаштарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/44389
 

Статистика

Чӑваш Енӗн статистика органӗсенче тӑрӑшакансем пирӗн республикӑра пурӑнакансем епле ӗҫлесе илнине черетлӗ хутчен пӗтӗмлетнӗ. Хальхинче — кӑҫалхи ҫичӗ уйӑхрине.

Тӳрех палӑртар: иртни ҫулхи кӑрлач—утӑ уйӑхӗсенчипе танлаштарсан шалу 7,9 процент ӳссе 23 пин те 661 тенкӗ те 90 пуспа танлашнӑ.

Ӑслӑлӑхра тӑрӑшакансен ӗҫ укҫи вӑтамран 50234,9 тенке ларнӑ. Ҫапла, ку вӑл республикӑри вӑтам кӑтартуран 2,1 хут пысӑкрах. Йывӑҫ-чус производствинче тӑрӑшакансем вара пуринчен сахал илеҫҫӗ — вӗсен уйӑзсеренхи укҫи пӗтӗмпе те 12500,0 тенкӗ.

Тирпейлекен производствӑсенче ӗҫлекенсен шалӑвӗ вӑтамран 26481,1 тенке ларнӑ, ял хуҫалӑхӗнче — 16393,9 тенке, строительсен — 22555,3 тенкӗ, курттӑмӑн тата ваккӑн сутакансем — 20127,0 тенке.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Ҫак кунсенче Мордва Республикинче ӗнене машинӑпа сӑвакан операторсен пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӗ иртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Пирӗн республикӑран унта Тӑвай районӗнчи «Акконд-агро» операторӗ Екатерина Георгиева хутшӑннӑ. Унсӑр пуҫне тӳре пулма Чӑваш Республикин Ял хуҫалӑх министерствин выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессипе ӑратлӑха ӳстерессипе ӗҫлекен пайӗн пуҫлӑхне Светлана Мясникована шаннӑ.

Раҫҫейри доярсемпе дояркӑсен ӑмӑртӑвӗ ӗнер вӗҫленнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене пилӗк номинаципе палӑртнӑ. Тӑвай доярки 66 дояркӑран чи лайӑх вуннӑшӗн йышне лекнӗ. Абсолютлӑ ҫӗнтерӳҫӗ ята Мордва Республикинчи "Новотроицкая" агрофирмӑри Людмила Семенкина ҫӗнтернӗ, ӑна «Лада Гранта» автомобильпе чысланӑ. Ҫапла вара чӑваш дояркине машина лекмен.

 

Культура

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ черетлӗ ҫӗнӗ сезона «Виҫ кӗтеслӗ юрату» премьерӑпа уҫассине эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ. Халӗ театрӑн пресс-секретарӗ Надежда Андреева тата тепӗр хыпар пӗлтерчӗ.

Ҫамрӑксен театрӗ чӑвашла пӗлекен 15-20 ҫулсенчи пикесемпе яшсене студие йыхравлать. Унта лекес тесен ятарлӑ ала витӗр тухмалла. Тӗрӗслев валли юптару, вырӑс тата чӑваш авторӗсен сӑввисене, проза произведенийӗсене, ташӑ-юрӑ хатӗрлемелле.

Театртисем ӗнентернӗ тӑрӑх, студире вӗренекенсен Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче артист профессине алла илес шанчӑк пур.

Студие кӗрессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене 45-00-34, 52-15-28 номерсемпе уҫӑмлатмалла.

Вера ТИТОВА. Н. АНДРЕЕВА архивӗнчи сӑн ӳкерчӗк.

 

Республикӑра

«Кӗркунне хӑй вӑхӑчӗпе ҫитрӗ. Урамра сивӗ те нӳрӗ. Капла ҫанталӑк урамра пурӑнакансемшӗн уйрӑмах сисӗмлӗ», — тесе ҫырать Фейсбукра Олеся Руссакова, Шупашкарта пурӑнакан виҫӗ ача амӑшӗ тата журналист. Унтан вӑл Шупашкарти Калинин урамӗнчи 91-мӗш ҫурт патӗнчи нумай хутлӑ ҫурт ҫывӑхӗнче кӑвайт чӗртсе ӑшӑнакан килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсен пурнӑҫне сӑнлакан ӳкерчӗкӗсене вырнаҫтарнӑ.

Ҫапла, вӗсен те пурӑнмалла. Анчах юнашарах ача пахчи, кафе, лавккасем иккен. Тата ҫав ҫуртра пурӑнакансене ҫӗнӗ кӳршӗсемпе ҫума-ҫумӑн пурӑнма еплерех-ши? Шӑпах ҫакӑн пирки пуҫ ватать хӗрарӑм.

Шупашкарта килсӗр-ҫуртсӑррисем никама та кирлӗ мар тенипе килӗшме йывӑр. Мӗншӗн тесен вӗсем валли ятарлӑ приют пур. Унта пыракансене ҫӗр каҫма ирӗк параҫҫӗ. Ҫухалнӑ хутсене туса парсан ӗҫе вырнаҫма пулӑшаҫҫӗ. Анчах, мӗн тӑвас, теприсем ҫӗр тӗрлӗ сӑлтав тупса урам тӑрӑх ҫапӑнса ҫӳреме кӑмӑллаҫҫӗ. Килсӗррисем хушшинче тӗрмере пӗрре кӑна мар ларнисем те пур. Ӗҫе вырнаҫма вӗсене ҫӑмӑл мар. Вӑт ҫапла кун кунласа ҫӗр каҫаҫҫӗ мӗскӗнсем...

 

Страницӑсем: 1 ... 2484, 2485, 2486, 2487, 2488, 2489, 2490, 2491, 2492, 2493, [2494], 2495, 2496, 2497, 2498, 2499, 2500, 2501, 2502, 2503, 2504, ... 4088
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир тӑва та тепӗр май ҫавӑрма хатӗр. Анчах хӑш чухне чӑтӑмлӑрах пулса плансене каярахпа пурнӑҫлама тивӗ. Ҫынпа хутшӑннӑ чухне компромисс тупма ӑнтӑрӑр, кашни утӑма шутласа тӑвӑр — васкаса йышӑнусем тума кирлӗ мар. Канмалли кунсенче сире интереслӗ паллашусемпе тӗлпулусем кӗтеҫҫӗ.

Нарӑс, 04

1936
90
Жирнова Людмила Васильевна, хор дирижёрӗ, педагогика ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ ҫуралнӑ.
1941
85
Володарский Григорий Яковлевич, музӑқҫӑ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1956
70
Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ.
1993
33
Ипполит Шортан, критик, литература тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...