Политика
![]() Паян, нарӑсӑн 14-мӗшӗнче, ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗн ҫӗнӗ ҫумне ҫирӗплетнӗ. Вӑл — 43 ҫулти Михаил Анисимов. Ку должноҫ пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнпе пушӑ пулнӑ. Малашне ку пукана Михаил Владимирович йышӑнӗ. Вӑл 1995 ҫулта И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУна пӗтернӗ, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Михаил Анисимов информаци технологийӗсен тытӑмӗнче чылай ӗҫленӗ. Малтан вӑл математикӑпа ИВТ предмечӗсене шкулта вӗрентнӗ. Кайран педагогика университетӗнче информаци центрне ертсе пынӑ. Республикӑри дистанци мелӗпе вӗренмелли центра 7 ҫул ертсе пынӑ, ЧР Вӗренӳ институчӗн проректорӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян канмалли кун мар пулсан та республикӑра ҫемье ҫавӑракан йышлӑ. Пӗтӗм тӗнчери Савнисен кунӗнче Шупашкарта 21 мӑшӑр регистрациленнӗ. Паян Шупашкарти мӑшӑрлану керменне 21 мӑшӑр ҫитнӗ. Чи ҫамрӑкки — 19 ҫулта. Чи аслӑ каччӑ вара — 59-та, хӗр — 54-ра. Пӗрре пӗрлешсе уйрӑлнӑ икӗ мӑшӑр ҫемье ҫавӑрнӑ. Аякран килнӗ каччӑ та пур. Ҫак кун Тунис арҫынни Шупашкар хӗрӗпе ҫемье ҫавӑрнӑ. Сӑмах май, ку уяв пирӗн пата Хӗвеланӑҫран килнӗ. Ҫак кун пӗр-пӗрне юратакансем пӗрлешме шухӑшлаҫҫӗ, мӑшӑрлану керменне каяҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер ҫӗрле, нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Вӑрмарта хӗрачана пуйӑс ҫапса кайнӑ. Пуйӑс машинисчӗ ӑна асӑрхасан хӑвӑрт чарӑнма тӑрӑшнӑ, анчах ӗлкӗреймен. Ку инкек 23 сехетре пулнӑ. Машинист каланӑ тӑрӑх, 19 ҫулти хӗрача, Вӑрмарта пурӑнаканскер, чукун ҫул ҫинче ларнӑ, пуйӑс кӑшкӑртнине илтмен е илтмӗш тунӑ. Шел те, машинист чарӑнса ӗлкӗреймен, ӑна таптаса кайнӑ. Халӗ ку тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать. Хӗрача чукун ҫул ҫине хӑйӗн ҫине алӑ хурас тесе ларман-и? Ҫак версие те тишкерӗҫ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн йышӑну тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енӗн Общество палатин пресс-ҫыруҫи Ольга Иванова халӑх тетелӗсенчен пӗринче Россельхозбанкӑн банкомачӗпе мӗншӗн усӑ курма юрамасть-ши тесе пуҫ ватнӑ. Пӑтӑрмахӗ унпа ял хуҫалӑх академийӗнче сиксе тухнӑ. Унта вӑл асӑннӑ банкӑн картти ҫинчен укҫа илес тесе кайнӑ. Анчах аслӑ шкулти хуралҫӑсем ют ҫынна банкомат патне кӗртмессине пӗлтернӗ. Хуралҫӑсенчен асли те пулӑшайман — ютран пынӑ ҫынна банкомат студентсемпе академире ӗҫлекенсем валли ҫеҫ тесе хӑваланӑ, хуралҫӑ хӗрарӑма ҫуртран тӗксе тенӗ пекех кӑларнӑ. Россельхозбанкӑн Чӑваш Енри филиалӑн ӗҫченӗсем ку пӑтӑрмахран тӗлӗннӗ, ун патне пыма чармалла маррине пӗлтернӗ. Каярах ял хуҫалӑх академийӗн пресс-ҫыруҫи Надежда Осипова та лару-тӑрӑва уҫӑмлатса хуравланӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, аслӑ шкулта хуралҫӑсемпе калаҫу ирттернӗ, банкомат патне пыма ют ҫынсене ӳлӗмрен чармӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Татьяна Вашуркина информаци политикин министрӗпе Александр Ивановпа Паян «Хыпар» хаҫат редакторне кама ҫирӗплетнине пӗлтернӗ. Вӑл должноҫе Шупашкар район хаҫатне юлашки ҫулсенче ертсе пынӑ Татьяна Вашуркинӑна шаннӑ. Конкурс ирттерессине иртнӗ ҫулхи раштавра пӗлтернӗччӗ, претендентсен заявленийӗсене иртнӗ эрнере пӑхса тухнӑччӗ. «Хыпар» издательство ҫурчӗн пуҫлӑхне суйламалли конкурса тӑватӑ ҫын хутшӑннӑччӗ: Татьяна Вашуркинасӑр пуҫне ИҪӗн директорӗн тивӗҫне пурнӑҫланӑ, издательство ҫурчӗн директорӗн–тӗп редакторӗн ҫумӗ, унччен «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» редакторӗ пулнӑ Дмитрий Моисеев, «Хыпарӑн» «Чӑваш хӗрарӑмӗ» редакцийӗн редакторӗ Маргарита Ильина, унччен «Хыпар» тытӑмӗнче ӗҫленӗ Владислав Николаев. Татьяна Геннадиевна 1982 ҫулта Шӑмӑршӑ районӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче журналистика факультетӗнче вӗреннӗ. 2005–2012 ҫулсенче Чӑвашэнергосбытра халӑхпа ҫыхӑну тытакан специалистра тӑрӑшнӑ. 2012 ҫулхи ҫулла вӑл Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен» хаҫатра ӗҫлеме пуҫланӑ: сайт редакторӗнче, редактор тивӗҫне пурнӑҫлаканта тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Нумаях пулмасть Правительство ҫуртӗнче Право йӗркипе тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен координаци канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта Михаил Игнатьев Элтепер пурӑнмалли ҫурт-йӗр таврашӗнчи йӗркелӗх пирки те сӑмах пуҫарнӑ. Влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Игнатьев ҫакна палӑртнӑ: «Харпӑр хӑй пурлӑхӗшӗн кашни ҫын яваплӑ. Тимӗр алӑксене нумай хваттерлӗ ҫуртсенче ҫынсем кулленех улӑштараҫҫӗ, анчах та ҫакӑ ҫителӗксӗр. Ҫуртсем таврашӗнчи йӗркене пӑхса тӑни те кирлӗ, ачасене, машинӑсене те сыхласа тӑмалла». Шупашкар хула администрацийӗн пайташӗсем канашлура пӗлтернӗ тӑрӑх, хулари нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен 10 процентне кӑна видеокамерӑпа тивӗҫтернӗ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫынсем видеосӑнав вырнаҫтарма килӗшсен муниципалитетран укҫа уйӑрса пулӑшма хатӗррине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Координаци канашлӑвӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑра право йӗркипе тивӗҫтерессипе ӗҫлекен координаци ларӑвне ирттернӗ те унта тӗп ыйтусенчен пӗри халӑха вӑхӑтра ӗҫ укҫипе тивӗҫтересси пулнӑ. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне ӗҫ укҫин парӑмӗ 6 организацире пухӑнса кайнӑ, 66,4 млн тенке ҫитнӗ. Нарӑс уйӑхӗнче парӑмӑн сахал мар пайне чакарма май килнӗ, хальлӗхе вӑл 16,5 млн тенкӗ тӑрса юлнӑ. Хысна учрежденийӗсем парӑмлӑ мар. Ҫав вӑхӑтрах панкрута тухма хатӗрленекен предприятисен шӑпи вара пӑшӑрхантарать. «Оперативлӑ информацисемпе кулленех ӗҫлеме пӗлмелле. Граждансен прависене вӑхӑтра хӳтӗлемелле. Енчен те организацисен панкрута тухас хӑрушлӑх пулсан, ҫынсене те кун пирки пӗлтермелле. Тӑтӑшах ӗҫ коллективӗсемпе курса калаҫмалла, халӑха пӑтӑрмахран сирсе хӑварма тӑрӑшмалла», — тенӗ Михаил Игнатьев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Пурӑннӑ пулсан, иртнӗ эрнекун, нарӑсӑн 10-мӗшӗнче, Фёдоров Георгий Иосифович профессор 75 ҫул тултармалаччӗ. Шел те, ҫак куна ҫити вӑл пурӑнса ҫитереймерӗ, виҫӗмҫул пирӗнтен яланлӑхах уйрӑлса кайрӗ. Паллӑ ӑсчаха, пултаруллӑ ҫыравҫа халалласа наци вулавӑшӗнче ыран, нарӑсӑн 15-мӗшӗнче, юбилей каҫӗ иртӗ. Вӑл 14 сехетре пуҫланӗ. Юбилей каҫӗнче Георгий Фёдоров профессорӑн пултарулӑхне хак пама ӑслӑлӑх ҫыннисем, ҫыравҫӑсем, тӑванӗсем пухӑнӗҫ. Мероприятире ҫавӑн пекех «Чӑваш фразеологийӗн ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнеки» словарьне пахалӗҫ тата авторне хӑйне халалланӑ асаилӳсен кӗнекипе паллаштарӗҫ. Федоров Георгий Иосифович 1942 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле районне кӗрекен Патаккасси (халӗ Тӑванкасси) ялта ҫуралнӑ. Тӑванкассинчи ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкулта ӑс пухнӑ хыҫҫӑн И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. Георгий Иосифович ӑслӑлӑхра та, илемлӗ литературӑра та, ӳнерте те палӑрнӑ ҫын. Ӑслӑлӑх енӗпе вӑл илемлӗ литературӑна тӗпченӗ, чылай кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Ҫыравҫӑ ӑсталӑхне илес пулсан, чи малтан унӑн «Рондо» сӑвӑ кӗнекине тата «Ай, мӑнтарӑн, хир мулкачи» повеҫне асӑнма пулать. |
Персона
![]() Вячеслав Телятов кино- тата телеоператор Чӑваш Енӗн телерадиокомпанине хӑйӗн пурнӑҫӗн 47 ҫулне халалланӑ Вячеслав Телятов телеооператор пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Чулхула облаҫӗнче ҫуралнӑскер пирӗн республикӑна 24-ра килнӗ. Вӑл кинооператорта та тӑрӑшнӑ. Хӑйӗн ӗмӗрӗнче Чӑваш Енри мӗн чухлӗ паллӑ ҫынна ӳкермен-ши! Унӑн ӗҫтешӗ, Зинаида Паршагина тележурналист пӗлтернӗ тӑрӑх, Вячеслав Телятов тӑрӑшнипе утмӑла яхӑн спектаклӗн телеверсине куракан патне ҫитернӗ. Мӗнпур ӗҫ телекомпанин фондӗнче упранать. 1980 ҫулта Мускавра иртнӗ Олимпиадӑна та вӑл ӳкернӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче Вячеслав Телятов кинокомплекс пуҫлӑхӗ пулнӑ. «Штатив 350 килограмм таятчӗ, камера – 150 килограмм ытла. Вӗсене тӗксе куҫарма тиветчӗ», – аса илсе каласа кӑтартнӑ каярах паллӑ телеооператор. Телевиденири ӗҫе вӑл 2008 ҫулта, ҫитмӗл урлӑ каҫсан, пӑрахнӑ. Телеооператорпа ыран, нарӑсӑн 15-мӗшӗнче, Шупашкарти Граждан урамӗнчи 19-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ Ритуал залӗнче 12 сехетре сывпуллашӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Петӗр Ялкир Ыран, нарӑсӑн 15-мӗшенче, К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Петӗр Ялкир поэт (1922-2006) ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалласа литература каҫӗ иртет. Вӑл 14 сехетре пуҫланмалла. Петӗр Ялкир (Пётр Алексеевич Тихонов) 1922 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Ҫӗн Ирчемес ялӗнче ҫуралнӑ. Канашри педагогика училищинче тата А.М. Горький ячӗллӗ Литература институтӗнче вӗреннӗ. Поэт ВЛКСМ тытӑмӗнче, КПСС Вӑрнар райкомӗнче, райӗҫтӑвкомра ӗҫленӗ. Тӳре-шара кӑна пулман вӑл: Хӗрлӗ Чутайӗнчи радиовещанире тата Вӑрнар район хаҫатӗнче, Чӑвашрадион корреспондентӗнче, Художество литературин пропаганда бюровӗнче литература ӗҫченӗнче, Республикӑри писательсен союзӗнче тӑрӑшнӑ. Петӗр Ялкир ачасем валли нумай ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Будниченко Лариса Александровна, вырӑс чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Краснов-Кӗҫӗнни Григорий Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |