Чӑваш Енри икӗ пурӑну вырӑнӗ федераци конкурсне хутшӑнса укҫа ҫӗнсе илесшӗн. «Кӗмӗлпе» вырӑна хӑтлӑх кӗртме усӑ курасшӑн.
Хӑтлӑ хула тавралӑхне йӗркелемелли проектсен пӗтӗм Раҫҫейри конкурса Ҫӗрпӳ хулипе тата Пӑрачкав сали хутшӑнаҫҫӗ. Иккӗшӗ те хӑйсен темиҫе ӗмӗрлӗ вӑрӑм историйӗпе пуян.
Конкурсра ҫӗнтерсен Мускав укҫипе пӑрачкавсем салари Кооператив урамне илемлетсе ҫӗнетесшӗн. Тротуарсем, парковкӑсем тума палӑртнӑ, нумай тӗллевлӗ лапамсем... Ҫӗрпӳре вара историлле центра юсаса ҫӗнетесшӗн.
Чӑваш Ен Элтеперӗ республикӑри ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе тунтикунсерен канашлу ирттерет. Паянхинче ЧР Правительство пуҫлӑхӗ Иван Моторин Монохуласене аталантарассипе ӗҫлекен фондӑн сӑнав канашӗн ларӑвне хутшӑнни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
«Лару протоколне йӗркелесе ҫывӑх вӑхӑтра Чӑваш Республикин Правительствине ҫитерӗҫ», – савӑнӑҫлӑ хыпар пӗлтернӗ Иван Моторин премьер-министр.
Лару раштавӑн 22-мӗшӗнче иртнӗ. Ӑна РФ Правительствин Аппарачӗ Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Максим Акимов ертсе пынӑ.
Мускаври ларура Чӑваш Енри монохуласенчен пӗрне, маларах эпир асӑннӑ Канаша, аталантарма укҫа-тенкӗ уйӑрма йышӑннине палӑртнӑ. Маларах кӗмӗл лекмесси пирки сӑмах тухнӑччӗ.
Канаш хулинче пурӑнакан, пӗрремӗш класра вӗренекен Мария Хушкина Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Лучше всех» телешоуна хутшӑннӑ.
Кастинга ача ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнчех хутшӑннӑ иккен. Анчах суйласа илнипе илменнине тӳрех пӗлтермен. Утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче ачан амӑшӗ патне шӑнкӑравласа кӑларӑма чӗннӗ. Телекӑларӑма ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ӳкернӗ.
Мария 240 хула ятне, ҫав шутран Ы саспаллипе пуҫланаканнисене те, пӗлнине пӗлтернӗ. Хула ячӗсене вӗрениччен амӑшӗпе хӗрӗ ахаль сӑмахсемпе вылянӑ. Каярах географи ячӗсене шӗкӗлчеме тытӑннӑ. Кӑларӑма ӳкерӗнме чӗнсен Хушкинсем ҫине тӑрса хатӗрленнӗ — вӑл е ку хула ӑҫта вырнаҫнине те астуса юлма тӑрӑшнӑ.
Хула ячӗсемпе Канаш ачи Максим Галкин телеертӳҫӗпе вылянӑ.
«Раҫҫейри хула. Наци суйлавӗ – 2016» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Палӑртма питӗ кӑмӑллӑ: Шупашкар илӗртӳллӗ хуласен йышне кӗнӗ. Вӑл танлаштарӑмри пиллӗкмӗш йӗркене йышӑннӑ.
Шупашкаршӑн 137 пин ытла ҫын сасӑланӑ. Малти пиллӗкмӗш йӗркене Магас, Кострома, Владикавказ, Владивосток хулисем кӗнӗ. Танлаштарӑмри юлашки йӗркесене Кемӗр, Ӗренпур, Пермь хулисем йышӑннӑ. Ку хуласемшӗн 1 пин ытла ҫын сасӑланӑ.
Халӗ 2017 ҫулти чи илӗртӳллӗ хуласене палӑртас тӗллевпе сасӑлав ирттерме пуҫланӑ. Шупашкар унта виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнать, уншӑн 4811 ҫын сасӑланӑ. Малта – Владивосток тата Владикавказ.
Шупашкар хула администрацийӗ чи лайӑх тӗп планӑн ӑмӑртӑвне пӗтӗмлетнӗ — конкурсра Питӗрти урбанистика институчӗ ҫӗнтернӗ.
Шупашкарӑн хальхи тӗп планне вунӑ ҫул каялла хатӗрленӗ. Унтанпа вӑл самай кивелнӗ тесе шутлаҫҫӗ, сӑмахран, ҫӗнӗ микрорайонсене шута илменнипе. Ҫӗннине хатӗрлес тӗлӗшпе ӑмӑртӑва ҫавӑн пекех Хусан, Ростов, Саранск ӑстисем хутшӑннӑ, анчах хакпа, пахалӑхпа тата хатӗрлес вӑхӑчӗпе вӗсем Питӗрти ӑстасенчен япӑхрах пулнӑ. Ҫӗнӗ плана ӑсталама пурӗ 6,2 миллион тенкӗ тӑкаклама шутлаҫҫӗ, ӑна 7 уйӑх хушшинче туса ҫитермелле. Паллах, хатӗрленӗ плана патшалӑх ӗҫченӗсем тата халӑх ырламалла.
Ҫӗнӗ тӗп плана Сосновка, Севернӑй, Ҫӗнӗ Лапсар посёлоксем тата Чантӑр ялӗ кӗмелле. Шупашкар хулин тӗп архитекторӗн Александр Шевлягин шухӑшӗпе тӗп хулапа Ҫӗнӗ Шупашкар ҫитес вӑхӑтра пӗрлешме пултарӗҫ. хальхинчи тӗп планпа мар пулин те, 15–20 ҫултан ку пулса иртмеллех.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |