Чӑваш Ен Элтеперӗ республикӑри ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе тунтикунсерен канашлу ирттерет. Паянхинче ЧР Правительство пуҫлӑхӗ Иван Моторин Монохуласене аталантарассипе ӗҫлекен фондӑн сӑнав канашӗн ларӑвне хутшӑнни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
«Лару протоколне йӗркелесе ҫывӑх вӑхӑтра Чӑваш Республикин Правительствине ҫитерӗҫ», – савӑнӑҫлӑ хыпар пӗлтернӗ Иван Моторин премьер-министр.
Лару раштавӑн 22-мӗшӗнче иртнӗ. Ӑна РФ Правительствин Аппарачӗ Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Максим Акимов ертсе пынӑ.
Мускаври ларура Чӑваш Енри монохуласенчен пӗрне, маларах эпир асӑннӑ Канаша, аталантарма укҫа-тенкӗ уйӑрма йышӑннине палӑртнӑ. Маларах кӗмӗл лекмесси пирки сӑмах тухнӑччӗ.