Шупашкар хула администрацийӗ чи лайӑх тӗп планӑн ӑмӑртӑвне пӗтӗмлетнӗ — конкурсра Питӗрти урбанистика институчӗ ҫӗнтернӗ.
Шупашкарӑн хальхи тӗп планне вунӑ ҫул каялла хатӗрленӗ. Унтанпа вӑл самай кивелнӗ тесе шутлаҫҫӗ, сӑмахран, ҫӗнӗ микрорайонсене шута илменнипе. Ҫӗннине хатӗрлес тӗлӗшпе ӑмӑртӑва ҫавӑн пекех Хусан, Ростов, Саранск ӑстисем хутшӑннӑ, анчах хакпа, пахалӑхпа тата хатӗрлес вӑхӑчӗпе вӗсем Питӗрти ӑстасенчен япӑхрах пулнӑ. Ҫӗнӗ плана ӑсталама пурӗ 6,2 миллион тенкӗ тӑкаклама шутлаҫҫӗ, ӑна 7 уйӑх хушшинче туса ҫитермелле. Паллах, хатӗрленӗ плана патшалӑх ӗҫченӗсем тата халӑх ырламалла.
Ҫӗнӗ тӗп плана Сосновка, Севернӑй, Ҫӗнӗ Лапсар посёлоксем тата Чантӑр ялӗ кӗмелле. Шупашкар хулин тӗп архитекторӗн Александр Шевлягин шухӑшӗпе тӗп хулапа Ҫӗнӗ Шупашкар ҫитес вӑхӑтра пӗрлешме пултарӗҫ. хальхинчи тӗп планпа мар пулин те, 15–20 ҫултан ку пулса иртмеллех.