Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.0 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Шупашкар вӗрентекенӗн ыйтӑвӗ «Что? Где? Когда?» вӑйӑра ҫӗнтерме пулӑшнӑ

Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Сутатӑп Алӑпа тунӑ ҫӗнӗ ача сӑпки сутатӑп.
Таисия Ташней 25.12.2017 17:56 | 349 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре

Ӗнер, раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Пӗрремӗш каналпа иртнӗ «Что? Где? Когда?» ӑс-тӑн вӑййине Шупашкарти 18-мӗш шкулта акӑлчан чӗлхи вӗрентекен Ольга Тихонова ыйтӑвӗ телкеуравҫӑсен ушкӑннӗ вӑййӑн ӑстисене ҫӗнтерме пулӑшнӑ. Шупашкар хӗрарӑмӗн ыйтӑвне вӑйӑ 5:5 шутпа танлашнӑ хыҫҫӑн пачӗҫ.

Ольга Тихонова хӑй ыйтӑвне 2015 ҫултах хатӗрленӗ. Вӑл тӑсӑкла ҫемҫе теттепе ҫыхӑннӑ. Телевӑййа хутшӑнакансем ку тетте йӗлтӗре транспортра тӑхӑнтартмалли хатӗр тесе шухӑшларӗҫ. Анчах вӑл фонендоскоп (этемӗн шалти органӗсене итлесе пӑхмалли хатӗр) инструмента ачасенчен, вӗсем хӑрасран, пытарма шухӑшласа кӑларнӑ иккен.

Телекуравҫӑсен ушкӑнне кашнине 461 пин те 463-шер тенкӗ тивӗҫрӗ. Ҫав шутра — Шупашкарти Ольга Тихоновӑна та.

#Шупашкар, #МИХсем, #вӗрентекенсем, #вӑйӑсем, #шкулсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Чӑваш чӗлхи пирки Ҫӗрпӳри 1-мӗш шкулта калаҫнӑ
2017, 04, 07
Чӑваш чӗлхи предметне вӑйӑ евӗр ҫеҫ ирттересшӗн
2017, 10, 20
«Хыпар» турнирӗнче Раҫҫейӗн спорт маҫтӑрӗн ятне илессишӗн тупӑшаҫҫӗ
2017, 10, 22
Ту хысакӗ ҫине хӑпарассипе тупӑшнӑ
2017, 11, 13
Шупашкара килнӗ Хӗл Мучи чӑвашла вӗренме шантарнӑ
2017, 11, 27

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org