Вӗренӳ
![]() Пӗрремӗш класа каякан ачасен ашшӗ-амӑшӗ суя прописка тума тытӑннӑ. Вӗсем тӗпренчӗкне хӑйсене килӗшекен шкула ярас тесе ҫапла тӑваҫҫӗ. Ҫур ҫулта Шупашкарти 2-мӗш гимнази ҫывӑхӗнче 24 ҫын пропискӑна тӑнӑ, 4-мӗш гимнази патӗнче – 58 ҫын, 59-мӗш шкул районӗнче – 51 ҫын. Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн ҫакӑ тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ: ҫав районсенче иккӗ тата ытларах ачасене тӗрлӗ хушаматпа 22 адреспа пропискӑна тӑратнӑ. Пӗр хваттерте вара тӗрлӗ хушаматлӑ тӑватӑ ача пропискӑра тупӑннӑ. Ҫавна май прокуратурӑна тата полицие тӗрӗслеме ыйтнӑ. Нарӑсӑн 10-мӗшӗ тӗлне пӗрремӗш класа каякан ачасен ашшӗ-амӑшӗнчен 5458 заявлени килнӗ. Кӑҫал Шупашкарта 7 пин ачаран кая мар парта хушшине ларӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Шӑматкун, нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, «Лыжня России-2017» (чӑв. Раҫҫей йӗлтӗрӗ-2017) ятпа йӗлтӗрҫӗсен старчӗ иртнине Чӑваш халӑх сайтне вулакансем те пӗлеҫҫех ӗнтӗ. Республикӑри министерствӑсемпе ведомствӑсенче тӑрӑшакансем те унта яланхиллех хастар хутшӑннӑ. Ҫулсерен йӗркелекен массӑллӑ спорт мероприятие пухӑнакансем мӗнпе те пулин уйрӑлса тӑма тӑрӑшаҫҫӗ. Чӑваш Енӗн Информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин сайтӗнче вырнаҫтарнӑ хыпарпа пӗрле лартнӑ сӑн ӳкерчӗксенче Хӗл Мучи тумӗ тӑхӑннӑ арҫынна та, чӑваш тумӗллӗ кинемие те асӑрхама тиврӗ. Капла капӑрланса йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тӑракан, ҫулне кура мар ӳрӗк хӗрарӑм ытти чухне те пулнӑччӗ. Кӑҫал тата пӗри, ҫамрӑках мар арҫын, ҫӑпата сырса йӗлтӗрпе тухнӑ. Тумпа ыттисенчен уйрӑлса тӑракансене хавхалантарнипе хавхалантарманни паллӑ мар — кӗске хыпарта ун пирки асӑнман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ростуризм «Этника Чӑваш Енӗ» проекта пурнӑҫламашкӑн тепӗр 200 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче иртнӗ канашлура субсиди пайланӑ. Кун пирки ЧР Культура министерстви хыпарлать. Кӑҫал проекта пурнӑҫлама 200 миллион ытла тенкӗ килӗ. Сӑмах май, 2016 ҫулта комплексри объектсен 80 процентне туса пӗтернӗ. Инвестор «Амазония» этнокомплексра чӑвашсен наци апатне пӗҫерекен «Шыв арманӗ» ресторана тӑвать, аквапарк тата аттракционсен паркӗ валли хатӗр-хӗтӗр туянать. «Этника Чӑваш Енӗ» 2018 ҫулта туристсене йышӑнма тытӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Йӗлтӗр йӗрӗ» спорт уявӗ иртнӗ. Кӑҫал, пӗлтӗрхи пекех, Шупашкарта вӑл аэропорт ҫывӑхӗнче йӗркеленнӗ. Хальхинче спорт уявне 13,5 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Чи малтан VIP-чупу пулнӑ. Унтан ыттисем старта тухнӑ. Финиша ҫитичченех вӗсемпе пӗрле хаски йытӑсем чупнӑ. Спорта юратакансем 3, 5 тата 10 ҫухрӑмлӑ дистанцисене парӑнтарнӑ. Чи аслӑ тата чи кӗҫӗн спортсменсем те парнеллӗ пулнӑ. Кӑҫал чи аслисем 84-ри Леонид Никифоровпа Вера Орлова пулнӑ. Чи пӗчӗкки вара — Шупашкарти 144-мӗш ача пахчине ҫӳрекен Дарья Иванова. Вӑл 2,5 ҫулта кӑна. Сӑмах май, кӑҫал пирӗн республикӑра «Йӗлтӗр йӗрӗ» старта пӗтӗмпе 60 пин ытла ҫын тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР финанс министрне Светлана Енилинӑна РФ МЧСӗн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Станислав Антонов тата ЧР граждан хӳтӗлевӗпе инкеклӗ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн председателӗ Вениамин Петров чысланӑ. Ведомство пуҫлӑхне граждан хӳтӗлевне ҫирӗплетнӗшӗн «Василий Чуйков маршал» медальне панӑ. Светлана Енилинӑна паян, нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, чысланӑ. Станислав Антонов палӑртнӑ тӑрӑх, МЧСпа ЧР Финанс министерстви пӗрле ӗҫлени инкеклӗ лару-тӑрӑва сирме пулӑшать. Станислав Антонов малашне те килӗштерсе ӗҫлессе шанать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Чӑвашавтотрансра» ӗҫлекен ҫынсене халӗ те пӗр пус шалу тӳлемен. Вӗсене шалӑвӑн пӗр пайне пама шантарсан та ҫакна пурнӑҫламан. Предприяти ӗҫченӗсем забастовка тунӑранпа пилӗк кун иртнӗ. Анчах ку таранччен ҫынсене пӗр пус та паман-мӗн. Ҫапах предприяти ертӳлӗхӗ урӑхла ҫирӗплетет. «65 миллион тенкӗ парӑма тӳрех татаймастпӑр. Ҫынсене пулӑшма тӑрӑшатпӑр. Хамӑр тупӑшран вӗсене укҫа паратпӑр. Пӗрне 3–4 пин тенкӗ лекет, теприне, тен, ытларах та. Ку ҫын мӗнле лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнинчен килет. Ӗҫченсем кирек хӑш вӑхӑтра та пырса укҫа ыйтма пултараҫҫӗ», — ӑнлантарнӑ ертӳлӗх. Анчах ҫынсем вӗсене ӗненмеҫҫӗ. Ӗҫрен кӑларассипе хӑратнӑ-мӗн вӗсене, ҫавӑнпа ӗҫе тухмах тивнӗ. Ҫапах ҫынсем парӑма нарӑсӑн 20-мӗшӗччен татасса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Нарӑс уйӑхӗн 22—26-мӗшӗсенче Шупашкарти В.И. Чапаев ячӗллӗ музея тӳлевсӗр кӗртӗҫ. Парнене республикӑра ӗҫлекен кредит учрежденийӗсенчен пӗри, Перекет банкӗ, легендарлӑ комбив ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине тата Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне халалланӑ. «Музейсемпе банксен тӗллевӗ пӗр: ӳнер урлӑ пуянлӑха упраса хӑварасшӑн. Василий Иванович Чапаев — Чӑваш Енрен тухнӑ чи паллӑ ҫын. Унӑн ятне республика тулашӗнче те пӗлеҫҫӗ», — ҫапла ӑнлантарнӑ акци тӗллевне РФ Перекет банкӗн республикӑри управляющийӗ Юрий Бычковский. Банкир ӗнентернӗ тӑрӑх, проект тӗллевӗ — ҫамрӑксене музея илӗртесси, культурӑпа тата историпе кӑсӑклантарасси те. Музейӑн ӗҫ вӑхӑчӗ ирхи 10 сехетрен 18 сехетчен. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — (8352) 562-061. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Прокуратура «Улатӑрти пӗчӗк температурӑллӑ холодильниксем» предприятие ҫитсе унта саккуна пӑхӑннипе пӑхӑнманнине тӗрӗсленӗ. Унта вӑй хуракансене темиҫе уйӑх шалу тӳлемен-мӗн. Парӑм 3 миллион ытла тенкӗпе танлашнӑ. Прокуратура ертӳлӗхе явап тыттарма йышӑннӑ. Прокуратура тӗрӗслевӗ палӑртнӑ тӑрӑх, предприятире ӗҫлекен 129 ҫынна 2016 ҫулхи ака-юпа уйӑхӗсенче ӗҫ укҫи тӳлемен. Парӑм пӗтӗмпе 3,3 миллион тенкӗ пухӑннӑ. Директор тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан ҫын тӗлӗшпе ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Унӑн 10 пин тенкӗ штраф тӳлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сӗтев тесе ирӗксӗр юлнӑ Шупашкарти экс-вакката тата унпа пӗрле пурӑнакан арҫынна суд ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ: пӗрне — 5 ҫуллӑха, теприне — 6 ҫуллӑха. Ваккат пулнӑ хӗрарӑм та текех ваккат мар ӗнтӗ: пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче унӑн ҫав статусне пӗтернӗ. Халӗ вӗсен айӑплава пӗтӗмӗшле режимлӑ колонире ирттерме тивӗ. Иккӗшне 990 пин тенкӗлӗх штраф хурса панӑ. Суд приговорӗ хальлӗхе вӑя кӗреймен-ха. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем Шупашкарти ваккат тата унпа пурӑнакан арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнине, ҫав ҫынсем пирки республика прокуратури айӑплава ҫирӗплетсе суда ярса панине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, 45 арҫын тата унпа пурӑнакан, унран икӗ ҫул кӗҫӗнрех хӗрарӑм Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченне сӗтев сӗннӗ. 43-ри ваккат вӑйӑ бизнесне саккунлӑ мар майпа тытса тӑракан ҫынна хӳтӗлеме килӗшнӗ. Пуҫиле ӗҫе чарса лартма пулӑштӑр тесе ваккатӑн арҫынни Федерацин хӑрушсӑрлӑх службинче тӑрӑшакана 500 пин тенкӗ пама пулнӑ. Пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче хӗрарӑм-ваккат банксенчен пӗрин ячейкине 495 пин тенкӗ кайса хунӑ та унӑн уҫҫине хӑрушсӑрлӑх органӗн ӗҫченне тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Иртнӗ эрнекун, нарӑсӑн 10-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче Раҫҫей ӑслӑлӑх кунне халалланӑ пӗтӗмлетӳллӗ ӑслӑлӑх сессийӗн иккӗмӗш кунӗ пулчӗ. Пӗрремӗш пайӗ Г. И. Фёдоров ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнӗ ятпа иртрӗ, иккӗмӗш пайӗнче вара А.А. Трофимовӑн «Время. Искусство. Искусствознание. Проблемы теории и истории стилевых направлений. Живопись. Графика. Скульптура. Архитектура» (чӑв. Вӑхӑт. Ӳнер. Ӳнер пӗлӗвӗ. Стиль юхӑмӗсен истори тата теори ыйтӑвӗсем. Живопись. Графика. Скульптура. Архитектура) кӗнекине хӑтларӗҫ. Пӗрремӗш пайра Георгий Иосифовичӑн кун-ҫулӗпе паллашрӗҫ, вӑл хатӗрленӗ «Чӑваш фразеологийӗн ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнекине» тишкерчӗҫ. Пирӗнтен вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑ ӑсчахӑн арӑмӗ Галина Фёдоровна итлекенсене Георгий Иосифович ҫак словарьпе мӗнле тӑрӑшса ӗҫлени пирки каласа пачӗ. Николай Иванович Егоров та фразологипе Фёдоров профессор 1970-мӗш ҫулсенчех ӗҫлеме пуҫлани пирки аса илчӗ. Словаре Геннадий Дегтярёв тишкерчӗ — унӑн лайӑх енӗсене палӑртрӗ, ҫитменлӗхӗсем ҫинчен каласа пачӗ. Кунашкал словаре ҫулран ҫул пуянлатса пымалли пирки чарӑнса тӑчӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Будниченко Лариса Александровна, вырӑс чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Краснов-Кӗҫӗнни Григорий Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |