Республикӑра
![]() ФХС управленийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Софронов генерал-майор Ӗнер, раштавӑн 20-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин республикӑри управленийӗн ӗҫченӗсене тата мӗнпур право хуралне «патшалӑхӑн влаҫ тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе Чӑваш Енри хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтерессишӗн тата право йӗркине тытса тӑрассишӗн, республикӑн социаллӑ экономика сферине аталанма тӑнӑҫлӑ услови туса парассишӗн» «тухӑҫлӑ ҫыхӑну тытнишӗн» тата «пӗрлехи ӗҫшӗн» тав тунӑ. Ӑшӑ сӑмах калама сӑлтавӗ те пулнӑ: ФХС тӑрӑшакансем професси кунне уявланӑ. Ҫав ятпа йӗркеленӗ савӑнӑҫлӑ мероприятире Хӑрушсӑрлӑх службин республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Софронов генерал-майор ӗҫтешӗсемпе пӗрлех вӗсен ҫемйисене те, ветерансене те саламласа сывлӑх тата ӗҫре ӑнӑҫу суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Владимир Свешников — хӗрлӗ тумлӑ Хӗл Мучи Ҫӗнӗ ҫул умӗн хуласемпе район центрӗсенче, пысӑкрах хӑш-пӗр ялсенче те Хӗл Мучисемпе Юрпикесен парачӗсене ирттересси йӑлана кӗнӗ. «Август» фирмӑн Вӑрнарти хутӑш препаратсен савучӗ те унти рабочисене тата вӗсен ҫемйисене, поселокра пурӑнакансене савӑнтармалли-кӑсӑклантармалли тупсах тӑрать. Нумаях пулмасть унта Хӗл мучисемпе Юрпикесен парачӗ иртнӗ. Тӗп Хӗл Мучийӗ — савут пуҫлӑхӗ Владимир Свешников. Унчченхи ҫулсенче савутрисем уявсене хӑйсен территорийӗнче кӑна ирттернӗ пулсан, хальхинче кӑҫалтан хута янӑ «Химик» паркра пуҫтарӑннӑ. Парада аслисемпе пӗрлех ачасем те тухнӑ. Шел те, хӑшӗсем унта хутшӑнайман: савутӑн саккас нумаййине кура канмалли кунсенче те ӗҫлеме тивет. Аса илтеретпӗр, халӗ савутра креативлӑ елкӑсен конкурсӗ пырать. «Назад в СССР» (чӑв. Каялла, СССРа) ят панӑ корпоратива хатӗрленсе халӗ унтисем иртнӗ ӗмӗрӗн 20–80-мӗш ҫулӗсенчи евӗр тумтир шыраҫҫӗ, аслашшӗ-асламӑшӗн сунтӑхне ҫавӑрттараҫҫӗ, ӳркенменнисем ҫӗвӗҫ патне кайсах ҫӗлеттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Ялта пулман пӑтӑрмах» спектакльти сыпӑк К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ кивӗ ҫула ялта пулман пӑтӑрмахпа ӑсатса ярса ҫӗннине те унпах кӗтсе илесшӗн. Артистсемпе режиссерсен, сцена хыҫӗнче ӗҫлекенсен хушшинче ӑнланманлӑх сиксе тухман-ха: спектаклӗ «Ялта пулман пӑтӑрмах» ятлӑ. А. Поповӑн «Женись, сынок, женись» пьеси тӑрӑх лартнӑскере Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Анатолий Большаков ҫапла куҫарнӑ, Наталия Сергеева режиссер лартнӑ. Спектакле паян черетлӗ хутчен кӑтартнӑ та унпа кӑҫалхи театр сезонне 2017 ҫул пуҫламӑшӗччен хупнӑ. Спектакль лартман вӑхӑтра артистсем пӗчӗк куракансемпе вӗсен ашшӗ-амӑшне Ҫӗнӗ ҫул юмахне йыхравлаҫҫӗ. Раштавӑн 22-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 6-мӗшӗччен Андрей Кружной пьеси тӑрӑх «Красная Шапочка и инопланетяне» юмах кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Праски Витти курава чӗнет Паян Шупашкарти «Радуга» (чӑв. Асамат) культурӑпа курав центрӗнче Чӑваш Республикин халӑх художникӗн Праски Виттин куравӗ уҫӑлнӑ. Мероприятие республикӑри тӗре-шара та хутшӑннӑ, художник ячӗпе ырӑ сӑмах каланӑ. Ҫӗнӗ ҫул тӗлне открытка хатӗрлесси пирӗн ҫӗршывра XIX ӗмӗр вӗҫӗнчех пуҫланса кайнӑ. Кунта Иван Билибин, Александр Бенуа, Илья Репин, Николай Рерих, Леон Бакст, Константин Маковский тата ыттисене палӑртмалла. Праски Витти ҫак жанрпа 1978 ҫулта ӗҫлеме тытӑннӑ. Лениградри В.И. Мухина ячӗллӗ художествӑпа промышленность училищине вӗренсе пӗтернӗскер хӑйӗн ӗҫӗсенче наци сӗмне те кӑтартнӑ. Паллӑ художникӑн, монументалистӑн, живописецӑн открыткисемпе кӑрлач уйӑхӗн 16-мӗшӗччен паллашма май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Пулнӑ-пулнӑ-пулнӑ пуль, бройлерсем те пулнӑ пуль... Шупашкар районӗнчи «Чувашский бройлер» (чӑв. Чӑваш бройлерӗ) акционерсен уҫӑ обществинче ҫуллахи укҫана халӗ те илсе пӗтереймеҫҫӗ. Ку хыпара унта ӗҫленисем кӑна мар, прокуратура тӗрӗслевӗ те ҫирӗплетнӗ. Прокуратура сайтӗнче хальтерех вырнаҫтарнӑ хыпарта юпа уйӑхӗнчи тӗрӗслев пирки сӑмах пырать. Ҫав уйӑхӑн 14-мӗшӗ тӗлне унта ҫурла уйӑхӗшӗн те шалу тӳлесе татман пулнӑ: 296 ҫын умӗнче парӑм 4,6 миллион тенкӗрен иртсе кайнӑ. Шалӑва тӳлеме васкаман предприяти тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарса ӑна 30 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Сӑмах май каласан, хапрӑкра штата чакарнине пула ӗҫсӗр юлнисем каланӑ тӑрӑх, ҫулла ӗҫленӗ укҫана паян та илсе пӗтереймеҫҫӗ, хӑҫан ӑна тытасси те паллӑ мар, бройлерсем те унта юлман. |
Хулара
![]() Ҫитес ҫул Шупашкара палӑрмаллах улӑштарасшӑн. Парксене, урамсене, картишсене ҫӗнетесшӗн. Ҫак тӗлӗшпе федераци хыснинчен Шупашкар валли укҫа уйӑрӗҫ. Пӗтӗмӗшле илсен, Раҫҫейри регионсем валли хыснаран 20 миллиард тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Пӗр пайӗ Шупашкара лекӗ. Хулана хӑтлӑх кӗртес тесе республика тата хула хыснисенчен укҫа парӗҫ. Пӗтӗмпе — 250 миллион тенкӗ. Укҫана илес тесен хӑвӑрт тата пахалӑхлӑ ӗҫлемелле, проектсем хатӗрлемелле. Ҫӗнӗ ҫулччен хӑш объектсене ҫӗнетмеллине палӑртмалла. Кӑрлачӑн 20-мӗшӗ тӗлне вара проектированин техника заданине палӑртмалла. Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен строительство ӗҫӗсене пурнӑҫламашкӑн килӗшӳсем ҫырӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫанталӑк сивӗ тӑнӑ май республикӑра ҫынсем шӑнса вилнӗ. Паян Ҫӗмӗрле тата Шупашкар районӗсенче арҫын тата хӗрарӑм виллисене тупнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем шӑнса вилнӗ. Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар ялӗнче ирхине ентешӗсем 58 ҫулти хӗрарӑм виллине тупнӑ. Вӑл пӗр кун маларах ҫынна асаннӑ ҫӗрте пулнӑ, килте ҫывӑрман. Халӗ следовательсем вӑл шанса вилнӗ вырӑна мӗнле лекнине тӗпчеҫҫӗ. Ҫав вӑхӑт тӗлнеллех Шупашкар районӗнчи Шупашкаркассинче килӗнчен 200 метр аяккарах 65-ри арҫын виллине тупнӑ. Вӑл шӑнса пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл ӳсер пулнӑ-и? Следоватльсем ҫакна уҫӑмлатаҫҫӗ. Сӑмах май, иртнӗ вырсарникун Шупашкарта тата Вӑрнар районӗнче – пӗтӗмпе 3 ҫын – шӑнса вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 5 миллион тенкӗ ӑҫта кайса кӗнӗ? ЧР Следстви управленийӗ ҫак ыйтӑва уҫӑмлатать. Пӗр коммерци организацийӗн экс-директорӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви шухӑшланӑ тӑрӑх, вӑл хыснаран 5 миллион тенкӗ вӑрланӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, 2008 ҫулта ҫак директор тата Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗ автоҫула юсамашкӑн килӗшӳ алӑ пуснӑ. Ку — 2012 ҫулччен. Анчах каярахпа ҫакӑ ҫиеле тухнӑ: документсенче мӗнле ӗҫсем пурнӑҫлани пирки тӗрӗс мар палӑртнӑ. Пӗр сӑмахпа, подрядчик ӗҫӗн пӗр пайне пурнӑҫламан, анчах укҫине илнӗ. Ҫапла майпа Хӗрлӗ Чутай районӗн хыснинчен 5 миллион тенкӗ вӑрланӑ. Халӗ суд экс-директорӑн чаплӑ машинисене, ҫӗр лаптӑкне, киммине арестленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Темиҫе ҫул каялла иккӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ҫуралакан ачасемшӗн Амашӗн капиталне пама тытӑнчӗҫ. Ӑна кашни ҫулах индексациленӗ. Юлашки ҫулсенче вара унӑн виҫи ӳсмен. Нумаях пулмасть РФ Президенчӗ Владимир Путин саккуна алӑ пуснӑ. Унта каланӑ тӑрӑх, 2020 ҫулччен Амӑшӗн капиталне индексацилемӗҫ. Ку саккун ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗ. Унччен Амӑшӗн капиталӗ инфляци ӳснине кура хӑпарнӑ. Унӑн виҫине федераци саккунӗ палӑртнӑ. Халӗ капитал виҫи – 453026 тенкӗ. Эппин, 2020 ҫулччен ҫавӑн чухлех юлӗ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре Африка мурӗ пирки каллех калаҫма тытӑнчӗҫ. Вӑрманта хир сыснисен виллисене тупсан карантин йышӑнчӗҫ. Ҫуркунне ҫитиччен республикӑри пилӗк районта 185 хир сыснине вӗлерме палӑртнӑ. Ку мӗнпе ҫыхӑнни паллӑ: Улатӑр тата Пӑрачкав районӗсенче Африка мурӗпе чирлӗ хир сыснисен виллине тупнӑ. Халӗ пилӗк районта ҫак чӗрчунсен хисепне мӗнле шайлаштармаллине сӳтсе яваҫҫӗ. Африка мурне сарӑлма парас мар тесе Патӑрьел, Йӗпреҫ, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле районӗсенче хир сыснисен йышне чакарма палӑртнӑ. Ҫавна май сунарҫӑсене пеме ирӗк парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.03.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ вилнӗ. | ||
| Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫуралнӑ. | ||
| Ксенофонтов Юрий Иванович, ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чӑваш скульпторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ялавин Юрий Сергеевич, вырӑсла ҫыракан ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |