Ҫӗртме уйӑхӗн 9-24-мӗшӗсенче Никита Тӗнче (Васильев, вӑл хушаматне улӑштарни пирки хыпарланӑччӗ) Чӑваш Енри мӗнпур районпа хулана ҫитме палӑртнӑ. Вӑл хӑйӗн пек велосипедпа ҫӳреме кӑмӑллакансемпе тур ирттерӗ, ӑна Республика кунне халаллӗ.
Тура хутшӑнакансем 15 кунра 1200 ҫухрӑма парӑнтарӗҫ. Старт ҫӗртмен 9-мӗшӗнче Шупашкарти Анне палӑкӗ умӗнче 10 сехетре пуҫланӗ. Унтан ҫул Ҫӗнӗ Шупашкаралла выртӗ. Кун хыҫҫӑн маршрут ҫапларах: Сӗнтӗрвӑрри хули – Куславкка – Вӑрмар – Тӑвай – Канаш – Комсомольски – Елчӗк – Патӑрьел – Шӑмӑршӑ – Улатӑр – Пӑрачкав – Йӗпреҫ – Вӑрнар – Ҫӗмӗрле – Хӗрле Чутай – Етӗрне – Элӗк – Красноармейски – Ҫӗрпӳ – Муркаш – Шупашкар. Тӗп хулана ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Республика кунӗнче, таврӑнӗҫ.
Ҫулҫӳревҫӗсем музейсемпе паллӑ вырӑнсене ҫитме, ҫынсемпе тӗл пулма палӑртнӑ. Вӗсем палаткӑсенче ҫӗркаҫӗҫ, кунне 80-100 ҫухрӑм кайӗҫ. Каннӑ чухне ку таранччен 50 пин ҫухрӑма парӑнтарнӑ Никита ҫулҫӳреври самантсем пирки каласа кӑтартӗ.
Никита Тӗнчепе ҫула тухас килет-и? 89083061044 номерпе шӑнкӑравлӑр.