Республикӑри тӑватӑ районпа пӗр хулана Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн грантне парӗҫ. Вӗсем пӗрле 50 миллион тенкӗ илӗҫ.
«Правда ПФО» (чӑв. «Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи Чӑнлӑх») интернет-кӑларӑм хыпарланӑ тӑрӑх, муниципаллӑ районсемпе хула округӗсене хӑйсен тӑрӑхне инвестици ытларах явӑҫтармашкӑн хавхалантарас тӗллевпе Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн грантне уйӑрасси ҫинчен калакан хушӑва Михаил Игнатьев паян, ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Документра палӑртнипе килӗшӳллӗн, Елчӗксем 12 миллион тенкӗ илӗҫ. Красноармейски районне — 10,5, Патӑрьел районне — 9, Ҫӗрпӳ районне 6 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Пуринчен те ытларах вара Канаш хулине куҫарса парӗҫ: 12,5 миллион тенкӗ.
Палӑртса хӑвармалла, пӗлтӗр кун йышши гранта Елчӗк, Муркаш, Етӗрне районӗсем, Шупашкарпа Ҫӗмӗрле хулисем тивӗҫнӗччӗ.