Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.0 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗнче тетелӗ: Халӑх тетелӗнче ҫыру ҫырса ярсан парӑма татнӑ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Софья Савнеш 15.12.2017 17:41 | 1000 хут пӑхнӑ
Тӗнче тетелӗ

Елчӗк районӗнчи суд приставӗсем парӑмҫӑн халӑх тетелӗнчи станицине шыраса тупнӑ та парӑма татма ӳкӗте кӗртнӗ.

Суд приставӗсен Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Елчӗк районӗнче пурӑнакан 27 ҫулти арҫыннӑн ҪҪХПИ, суд штрафӗсене, налук тӳлемелле пулнӑ. Пӗтӗмпе парӑм 70 пин тенкӗ ытла пухӑннӑ. Укҫа тӳлеме хирӗҫленӗ арҫыннӑн водитель правине туртса илнӗ, Раҫҫейрен тухма чарнӑ. Анчах ҫамрӑка ку та хӑратман, вӑл пӗрех парӑма татма васкаман.

Суд приставӗсем вара пур-пӗрех мел тупнӑ. Вӗсем унӑн «Контактра» халӑх тетелӗнчи страницине тупнӑ та ҫыру ҫырса янӑ, парӑма татмасан хӑйӗншӗнех тӳнтерле ҫаврӑнса тухасси пирки асӑрхаттарнӑ.

Арҫын кун хыҫҫӑнах пӗтӗм укҫана тӳлесе татнӑ.

#Елчӗк районӗ, #приставсем, #тӗнче тетелӗ, #парӑмсем, #укҫа-тенкӗ, #штрафсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Арендӑшӑн тӳлесшӗн мар
2017, 11, 07
Троллейбус управленийӗ панкрута тухмӗ
2017, 11, 22
Шупашкарти МТВ-центра панкрута кӑларнӑ
2017, 11, 29
Алексей Самаркин ӗҫченӗсене ҫӗрулми пуҫтарма янӑшӑн явап тытнӑ
2017, 12, 01
Панкрута тухнӑ «Чӑвашавтодор» ӗҫ укҫин парӑмне татӗ
2017, 12, 14

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org