Вӗренӳ
![]() Автобус уҫҫи алӑра Муркаш районӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулти ачасене Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫӗнӗ автобус панӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев пӗлтернӗ тӑрӑх, муниципалитета иртнӗ ҫул 4 шкула автобус килнӗ, кӑҫал — 20. Районтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ автобусшӑн ку тӑрӑхри 58 шкул ачипе шкул ҫулне ҫитмен 30 ача хытах хавасланнӑ. Автобус уҫҫине шкул директорне Л.Н. Кудашована Чӑваш Енӗн Гражданла оборона тата инкеклӗ ӗҫсем енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн ертӳҫи В.И. Петров панӑ. Ачасем хӑтлӑ условире вӗренччӗр, шкулсем ҫӗнелччӗр тесе республикӑра нумай тунине палӑртса хӑварнӑ вӑл. Унтан цифрӑсем илсе кӑтартнӑ: республикӑри 336 шкул автобусӗ 651 маршрутпа ҫӳрет, 1135 ялти 12 пин ачана турттарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗнӗ ҫул умӗн ӗҫре палӑрнисене чысланӑ. Вӗсене ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Правительство ҫуртне йыхравланӑ. Вӑрнарти аш-какай комбинатӗнче ӗҫлекен Валентина Романова хӑйӗн ӗҫне хакланӑшӑн савӑннӑ. Наградӑна Шупашкарти агрегат савутӗнче вӑй хуракан Владимир Мастеров та тивӗҫнӗ. «Чӑваш Ен» ПТРК ӗҫченӗсене Владимир Неверова, Виктор Степанова та Ҫӗнӗ ҫул умӗн савӑнтарнӑ. Вӗсем те чыславра пулнӑ. Владимир Юрьевич телекуравра 20 ҫул ытла ӗҫлет. Ҫак тапхӑрта вӑл лайӑх енчен ҫеҫ палӑрнӑ. Виктор Степанов вара яланах камера хыҫӗнче тӑрать, кунашкал награда панине те вӑл пӗрре мар ӳкернӗ. Халӗ хӑй те ав чысланисен йышӗнче пулнӑ. Хисеплӗ наградӑна, «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ордена, ЧР Элтеперӗн администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев та тивӗҫнӗ. Финанс министрӗ Светлана Енилина та ҫак орденлӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Нумаях пулмасть «Ирӗклӗх» общество организацийӗн хастарӗсем ЧР Элтеперӗ патне ҫыру янине, вӗсем Чӑваш Енре ӳкернӗ документлӑ фильмсене, халӗ ЧР Электрон тата кинождокументаци архивӗнче упранаканскерсене, тӗнче тетелне вырнаҫтарма ыйтнине сайтра пӗлтернӗччӗ. Хастарсем «Страна Чувашия» документлӑ лентӑна, «Спящая роща» илемлӗ фильма тата ыттисене ҫынсем курччӑр тесе ыйтнӑ. «Ирӗклӗх» ҫырӑвӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, ҫав фильмсем архивра тусан пуҫтарса выртаҫҫӗ. Ҫак кунсенче хастарсен ҫырӑвне ЧР Культура министерстви хуравланӑ. Унти тӳре-шаран шухӑшӗпе, ҫав фильмсене тӗнче тетелне вырнаҫтарма юрамасть. Культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов ҫырӑва хуравланӑ май ҫапла палӑртнӑ: Патшалӑх архивӗ ыркӑмӑллӑх мероприятийӗсене, ҫавра сӗтелсем, семинарсем ирттернӗ чухне ку фильмсемпе усӑ курать. Кунсӑр пуҫне ҫак кинофильмсем «Чувашия. Кинематограф. Из века в век» мультимедийлӑ кӑларӑма кӗнӗ. Грантпа килӗшӳллӗн, ку кӑларӑма республикӑри вулавӑшсене парӗҫ, унта ачасем вӗренӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Курни — пӗрре, тытса пӑхни — тепре Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Елчӗк районӗнчи сӗт-ҫу тирпейлекен савутра пулнӑ. Акционерсен обществин учредителӗ Руслан Каштанов пилӗк ҫул хушши ӗҫлемесӗр тӑнӑ завода ҫӗнӗрен вӑй илтерме май килнине пӗлтернӗ. Икӗ ҫул хушшинче завода пӗтӗмпех ҫӗнӗрен тирпейлесе хута янине палӑртнӑ вӑл. Тавар сивӗтмелли ятарлӑ хатӗр те туяннине асӑннӑ. Савут кулленех сӗт, турӑх, хӑйма, ҫу, тӑпӑрч тата сыр тирпейлесе кӑларать. Предприятире 31 ҫын тӑрӑшать. Таварсене республикӑри ача пахчисене, ытти ҫӗре ӑсатаҫҫӗ. Елчӗксен ҫимӗҫӗ Мускавра тата Тутарстан Республикинче те тавар анлӑн сарӑлнӑ. «Предприятисем производство валли ҫӗнӗ хатӗрсем туянаҫҫӗ пулсан 30 процентне субсиди мелӗпе куҫаратпӑр. Сыра халӑх юратать. Сирӗн тӗллев — лайӑх бизнес-план хатӗрлесси», — тенӗ Михаил Игнатьев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Патшалӑх наградисене тивӗҫнисем Раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев чи лайӑх ӗҫлекен тата професси тӗлӗшӗнчен пысӑк ҫитӗнӳпе палӑрнӑ 40 ытла специалиста Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин патшалӑх наградисемпе чысланӑ. «Эсир Раҫҫей, Чӑваш Ен наци мӑнаҫлӑхӗ, унӑн илемӗ. Ҫитӗнекен ӑрушӑн ырӑ тӗслӗх пулса тӑратӑр. Сирӗнтен ыттисен вӗренсе пымалла. Эсир тӑрӑшса, хӑвӑра шанса панӑ ӗҫе тулли кӑмӑлпа яланах пурнӑҫлатӑр. Чӑваш Ен ырлӑхӗ, тӑнӑҫлӑхӗ сирӗнтен килет. Тавах Сире, тӑван ҫӗршыва, тӑван тавралӑха, ӗҫе юратнӑшӑн», — тенӗ Михаил Игнатьев наградӑна илнисене ырласа. Хисепе тивӗҫнисем хушшинче — Куҫ микрохирругийӗн Шупашкарти филиалӗн директор ҫумӗ Надежда Поздеева, Шупашкарти электроаппарат завочӗн слесарь-инструментальщикӗ Юрий Маслов, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев тата ыттисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти ача пахчисен хушшинче «Юр эерешӗсем» конкурс ирттереҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене паян палӑртӗҫ. Конкурса хутшӑнакан ача пахчисене виҫӗ номинаципе хаклӗҫ: пӳлӗме илемлетесси, чӳречесене хитрелетесси тата тӗслӗ иллюминаци. Ача пахчисем тӑрӑшни куҫкӗрет. 89-мӗш ача пахчи ав «Хӗл Мучи патшалӑхӗ» туса лартнӑ. Чӑн-чӑн юмаха лекнӗнех туйӑнать. Унта ачасем кӗтекен Хӗл Мучи те пур. Вӑл кашни кун шӑпӑрлансен ҫырӑвне йышӑнать. Ачасем хаваспах унӑн ещӗкне ҫыру яраҫҫӗ. Шурсухал вара вӗсене вулать. Уяв кунӗсенче унӑн алӑкӗ уҫӑ пулӗ. Ачасем унта воспитательпе е ашшӗ-амӑшӗпе килеҫҫӗ. Ку ача пахчине раштав уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчех капӑрлатма тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Ҫӗр участокӗ парасси ҫинчен ҫирӗплетекен хут панӑ самант Красноармейски районӗнчи нумай ачаллӑ тата тепӗр 10 ҫемье ҫӗр лаптӑкӗллӗ пулса тӑнӑ. Пӗтӗмпе вара кӑҫал вӑл тӑрӑхри 26 ҫемье ӑна тӳлевсӗр илнӗ. Хальхи вуннӑшне ҫӗр лаптӑкӗ хуҫи пулма ирӗк паракан хутсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура паян тыттарнӑ. Нумай ачаллисене район администрацийӗн ларусен залне пухнӑ. Ҫӗр парасси ҫинчен калакан хута район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Молотков тыттарнӑ. Сергей Львович ҫӗрӗ Красноармейскинчи ҫӗнӗ микрорайонта уйӑрнӑ. Халӗ вӑл вырӑна ҫутӑ, газ тата шыв кӗртме проект тӑвассипе ӗҫленине пӗлтернӗ. Ӗнер, раштавӑн 29-мӗшӗнче, Мӑн Шетмӗ тӑрӑхӗнчи нумай ачаллӑ виҫӗ ҫемьене ҫӗр хучӗ тыттарнӑ. Ҫӗр лаптӑкӗ тӑма черетре тӑракан нумай ачаллӑ 149 ҫемьерен 134-шӗ участоклӑ пулнӑ. Ҫав йышран 56-шӗ хушма хуҫалӑха аталантарма ҫӗр илнӗ, уйрӑм ҫурт хӑпартма – 78-шӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫӗнӗ Йӑлмаччара ФАП уҫаҫҫӗ Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Йӑлмаччара фельдшерпа акушер пункчӗ уҫнӑ. Ял ҫыннисене ун пек ҫурт мӗн тесен те питех те кирлӗ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие районти тӳре-шара та пырса ҫитнӗ. Хӗрлӗ хӑйӑва ял халӑхне пухсах каснӑ вӗсем. Районтан килнӗ йыш хушшинче Канаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — агропромышленность организацийӗсемпе ҫыхӑну тытакан пай пуҫлӑхӗ Анатолий Егоров, Канаш районӗнчи тӗп пульницӑн тӗп тухтӑрӗ Рената Федорова пулнӑ. 364 ҫын пурӑнакан ял халӑхӗ ячӗпе ФАПшӑн Татьяна Варфоломеева тав тунӑ. Фельдшерпа акушер пунктне вӑл парне те панӑ. Кӳршӗллӗ Вӑтакас Татмӑшри участокри пульницӑри тухтӑрсем Любовь Яковлева, Наталья Кондратьева тата ыттисем те ҫӗнӗ ФАП уҫӑлнӑ ятпа ял ҫыннисене саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Сергей Шелтухов урӑхла шухӑшлать «Советский спорт» хаҫат эксперчӗсем спортпа туслӑ регионсен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Списокра пирӗн республика ҫӗршыври 85 регионтан 82-мӗшне кайса ларнӑ. Чӑваш Енӗн Физкультурӑпа спорт министерстви хаҫатӑн танлаштарӑвӗпе килӗшменнине пӗлтернӗ. Сергей Шелтуков министр «Советский спорт» хаҫатӑн тӗп редакторӗпе калаҫнӑ иккен, анчах журналист хаклав критерийӗсене уҫса паман пулать. Вӑл никама пӑхӑнман эксперт ячӗсене те асӑнма килӗшмен имӗш. Ун вырӑнне редакци Чӑваш Енри спорт аталанӑвӗ пирки тӳлевсӗр материал вырнаҫтарма килӗшнӗ-мӗн. Сӑмах май, ҫак уйӑхра «Звезда» телеканалпа «Фетисов» ток-шоура (ӑна Вячеслав Фетисов пысӑк титуллӑ спортсмен, хоккеист ертсе пырать) Улатӑрти япӑха тухнӑ хоккей лапамӗ пирки сюжет кӑтартнӑччӗ. Студие РФ Патшалӑх Думин депутатне Леонид Черкесова та чӗннӗччӗ. Унта вӑл Улатӑрта темиҫе хут та пулнине, анчах ку ыйту пирки пуҫласа илтнине пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательстви Г.И. Комиссаров-Вантерӑн «Чӑваш халӑхӗн историйӗ» кӗнекине 1 пин экземплярпа пичетлесе кӑларнӑ. Редакторӗ В.Н. Алексеев, ӳнерҫи В.В. Литаврин. Г.И. Комиссаров-Вантер (1883–1969) тӗрлӗ енлӗ аталаннӑ тӗпчевҫӗ пулнӑ, вӑл этнолог, чӗлхеҫӗ, философ, историк, ҫыравҫӑ, куҫаруҫӑ тата халӑха ҫутта кӑларакан пек палӑрнӑ. «Чуваши Казанского Заволжья» (1911), «К этнографической карте Козьмодемьянского, Цивильского, Чебоксарского и Ядринского уездов Казанской губернии» (1912), «Религиозное состояние чуваш в ХIХ веке (1913), «Смысл мировой истории» (1915), тата ытти ӗҫӗсенче чӑваш халӑхӗн иртнӗ кун-ҫулне тӗпчес ӗҫӗн ҫул-йӗрне тӗрӗс палӑртнӑ. Ҫак кӗнекене кӗнӗ «Чӑваш халӑх историйӗ» (1921) тата «Чӑваш халӑхӗ малалла кайӗ-ши, каймӗ-ши?» (1918) очерксенче вӑл тӑван халӑх аваллӑх тымарӗсене хӑй вӑхӑтӗнчи ӑслӑлӑх шайӗнче хаклама тӑрӑшнӑ, унта каланӑ шухӑшсем паян кунччен те кивелмен. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мӗтри Ваҫлейӗ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Куснар-Иванов Станислав Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Якимов Сергей Александрович, агроном, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |