Персона
![]() Ирина Бородина тата Вениамин Селифанов прокурорсем Чӑваш Енри ҫутҫанталӑкшӑн малашне Ирина Бородина прокурор яваплӑ пулӗ. Унпа ӗнер, нарӑсӑн 7-мӗшӗнче, республика Элтеперне Михаил Игнатьева Атӑлҫи регионсем хушшинчи ҫутҫанталӑк прокурорӗ Вениамин Селифанов паллаштарнӑ. Вӑл Ирина Бородинан ку отрасльти ӗҫ опычӗ пуяннине палӑртса хӑварнӑ. Юлашки икӗ ҫулта Ирина Бородина Череповецра регионсем хушшинчи ҫутҫанталӑк прокурорӗнче тӑрӑшнӑ. Михаил Игнатьев Элтепер пирӗн республика Правительствишӗн ҫутҫанталӑк хӑрушсӑрлӑхӗ тӗп направлени пулнине, мӗншӗн тесен унтан этем сывлӑхӗ килнине палӑртнӑ. Ҫут ҫанталӑка хӳтӗлекен прокурорсем пирӗн тӑрӑха ырланӑ. Вениамин Селифанов, сӑмахран, кунта пурӑнма тата ӗҫлеме хӑтлине пӗлтернӗ. Ирина Бородина Чӑваш Енре ӗҫлесси уншӑн чыс тесе каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушнипе унти тӳре-шара пассажирсене коммерци маршручӗпе турттаракан автобуссен ӗҫне тӗрӗсленӗ. Кунта уйрӑм ҫынсен ГАЗелӗсемпе ҫавӑн йышши машинисем пирки каламалла. Чи хӑрушӑ маршрутсен шутне 61-мӗш тата 65-мӗш номерлисене кӗртнӗ. Хӑрушӑ маршрутсен танлаштарӑмне транспорт хуҫисем машинӑна епле хӑвӑртлӑхпа хӑвалани тӑрӑх хатӗрленӗ. Критери вырӑнне пӗр сехетре 82 километртан ӳстернине кӗртнӗ. Хӑвӑртлӑха ӳстернисем кӑҫалхи кӑрлачра 2016 ҫулхи раштавринчен 59 процент йышланнӑ. Ю.Г. Вангаев тата Н.Ш. Шарафутдинов уйрӑм усламҫӑсем тытса тӑракан маршрутҫӑсем хӑвалама уйрӑмах кӑмӑллаҫҫӗ иккен. 43-мӗш тата 49-мӗшпе (хуҫисем — «ГТП» общество тата В.И. Захаров уйрӑм усламҫӑ) ҫил вӗҫтерсе ҫӳремеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Сивӗ ҫанталӑк тӑнӑ май республикӑра каллех ҫынсем шӑнса вилнӗ. Кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче Шупашкарти Хусанкай урамӗнче Етӗрнере пурӑнакан 25 ҫулти каччӑ виллине тупнӑ. Вӑл унта мӗнле лекнине хальлӗхе пӗлмеҫҫӗ. Шупашкартан шапаша кайма хатӗрленнӗ вӑл. Нарӑсан 6-мӗшӗнче Бауман урамӗнче 33-ри арҫын шӑнса вилнӗ. Вӑл нарколог патӗнче шутра тӑни, эрех ӗҫни паллӑ. Арҫын урамра майкӑпа труҫҫи вӗҫҫӗнех выртнӑ. Патӑрьел районӗнчи Начар Упи ялӗнче 48-ти арҫын шӑнса вилнӗ. Вӑл ферма ҫывӑхӗнче выртнӑ. Сӑкӑт ялӗнче вара 61-ти арҫын арӑмне кил умӗнче тупнӑ. Вӑл та шӑнса вилнӗ. Ҫак ҫынсене пусмӑрласа вӗлерменни паллӑ. Вӗсен тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре 14 ҫулти хӗрачана шырани пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Надежда Столярова Шупашкарти ҫул ҫитменнисен социаллӑ реабилитаци центрӗнчен тухса тарнӑ пулнӑ. Телее, хӗрача тупӑннӑ. Ӑна центра йӗркеллех илсе ҫитернӗ, вӑл сывӑ. Халӑх тетелӗнче ҫырса кӑтартнисене тишкерес тӗк, Надежда Столярова ҫул ҫитменнисен социаллӑ реабилитаци центрӗнчен пӗрре кӑна мар тухса тарнӑ. Аса илтерер: РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, центрта пурӑнакан хӗрача иртнӗ ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Ӑна нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Николай Угаслов ордена тивӗҫнӗ Чӑваш Енри паллӑ строительсенчен пӗрне, Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫине, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн унчченхи тата хальхи пухӑвӗн депутатне, «ТУС» акционерсен хупӑ обществин тӗп директорне Николай Угаслова пысӑк наградӑпа чысланӑ. Республика ертӳҫи Михаил Игнатьев ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чыслама йышӑннӑ. Документа паян, нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, 11-мӗш номерпе кӑларнӑ. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ордена Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне тӳпе хывнӑшӑн тата обществӑлла хастар пулнӑшӑн панӑ. Николай Угаслов — Тутарстан чӑвашӗ. Шупашкарти строительство техникумӗнче, Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Транспорт министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Алексей Тимофеев Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр министрӗнче 2016 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ Михаил Резников ӗнер ку пукансӑр юлчӗ. Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ савута ертсе пынӑ ҫав ҫын министртан хӑтарма ыйтса хӑй заявлени ҫырнӑ тесе калаҫакансем те пур. Михаил Игнатьев Элтепер нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче алӑ пуснӑ Хушура ун пирки нимӗн те шарламан. Паян ЧР Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин республикӑн транспорт тата ҫул-йӗр министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлама Алексей Тимофеева шаннине ҫирӗплетекен йышӑну тунӑ. Ӗҫлӗ хута Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче «Законодательство» баннерта вырнаҫтарнӑ. Алексей Вячеславович ведомствӑра министр ҫумӗ пулни паллӑ. Ҫапла вара ӑна министр тилхепине вӑхӑтлӑха тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Евгений Барсуков Чӑвашупрдор пуҫлӑхӗн тивӗҫне пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче пурнӑҫланӑ Евгений Барсукова ҫул-йӗр тӑвас яваплӑха текех шанмӗҫ. Генерал-майор ертсе пыракан учреждение Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев иртнӗ шӑматкунхи, нарӑсӑн 5-мӗшӗнчи канашлура, хытах ӳпкеленине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, Михаил Васильевич каланӑ тӑрӑх, маларах ведомствӑсемпе муниципалитетсем ҫул-йӗр тума тата тытса тӑма укҫа ҫитменнишӗн пӑшӑрханса калаҫнӑ, халӗ пуррипе те вӑхӑтра усӑ кураймаҫҫӗ. 2016 ҫулта Чӑваш Ен территорийӗнчи ҫул-йӗр отрасльне 3 миллиард та 645 миллион тенкӗ укҫа хывнӑ, кӑҫал 5 миллиардран кая мар уйӑрмалла. Патшалӑх саккасне пурнӑҫлакан тӗп учреждени — Чӑваш Республикин Ҫул-йӗр управленийӗ. Асӑннӑ предприятие наркотӗрӗслеври чылай ҫын куҫни, вӗсем вара ҫул-йӗр отраслӗнче профессионалсем маррине те Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче хыпарланӑччӗ. Ҫул-йӗр отраслӗшӗн ЧР транспорт тата ҫул-йӗр министрне Михаил Резникова та сӑмах лекнӗ. Ӗнертенпе вӑл министр портфелӗсӗр юлнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() «Российская газета» хаҫатри Сергей Михеев сӑнӳкерчӗкӗ Ҫурт-йӗре регистрацилеменнисене ӳлӗмрен налук нумайрах тӳлеттерме тытӑнӗҫ. «Российская газета» (чӑв. Раҫҫей хаҫачӗ) хаҫатра ҫырнӑ тӑрӑх, налук виҫине кӑҫалтан ӳстерӗҫ. Унччен, калӑпӑр, ҫӗршӗн 4 пин налук тӳленисем (кунти тӗслӗх Мускав облаҫӗ пирки пырать) малашне 8 пин кӑларса хурӗҫ. Паян Раҫҫейре уйрӑм ҫурт-йӗр валли 16 миллиона яхӑн гектар ҫӗр уйӑрнӑ иккен. Вӗсенчен нумайӑшӗ ҫинче пӳрт хӑпартса лартнӑ, анчах ӑна регистрацилементен пурлӑх налукӗ хураймаҫҫӗ. Хыт-хура кашласа ларакан участоксем 5 миллиона яхӑн-мӗн. Мускав облаҫӗн Пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви РФ Налук кодексне улшӑну кӗртме сӗнесшӗн: регистрацилемен пӳрт хуҫисене ҫӗр налукне пысӑклатнӑ коэффициентпа тӳлеттерме пуҫласшӑн. Кунта пахча тата дача ҫурчӗсене те кӗртме пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Олег Николаевпа (сулахайри) Анатолий Аксаков Чӑваш Енӗн ертӳҫине вӑхӑт ҫитичченех суйлас пулсан «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти РФ Патшалӑх Думин депутачӗн Олег Николаевӑн (вӑл та «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» пайташӗ) кандидатурине тӑратма хатӗр. Ҫакна партин лидерӗ, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков палӑртнӑ. Шухӑша вӑл партин регионти уйрӑмӗн канашӗн анлӑ ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Республика ертӳҫине суйлав вӑхӑчӗ ҫитичченех палӑртас пулсан регион ертӳҫин посчӗ валли Олег Николаев тӗп кандидат тенӗ Аксаков. Кӗтмен хыпара «Правда ПФО» интернет-хаҫатра Александр Белов журналист паян ирпе хыпарланӑ. Парти штабӗнче журналиста пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑш-пӗр регионта кадр ылмашӗвӗсем пулса иртнине ларура сӑмах май кӑна асӑнса хӑварнӑ. Чӑваш Ен те Ҫӗр планета ҫинчех вырнаҫнӑ, апла кунта та тем пуласси пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре ОРВИпе тата гриппа чирлекенсен йышӗ чакмасть-ха. Иртнӗ эрнере 8245 ҫын чирленӗ. Ытларахӑшӗ – 17 ҫул тултарман ачасем. Чир сарӑлнине пула Чӑваш Енри икӗ шкула карантина хупнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Шупашкарти шкулсенче темиҫе класс вӗренмест. Красноармейски районӗнчи 2 шкул – карантинра. Унта пӗтӗмпе 68 ача вӗренме ҫӳремест. Шупашкарти 45-мӗш шкулта та чирлекенсем нумай. Ӑна та карантина хупнӑ. Шупашкарти 43 класс вӗренмест. Ҫӗнӗ Шупашкарта 10 класс тата ача пахчинчи пӗр ушкӑн карантинра. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи пӗр класа та карантина янӑ. Роспортебнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, ытларах Шупашкарта пурӑнакан ҫынсем чирлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.07.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Молостовкин Гаврил Александрович, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тимаков Вениамин Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |