Ҫутҫанталӑк
![]() Куславкка районӗнчи Тӗрлемес ялӗнче пурӑнакансем ҫӳп-ҫап купипе питех те кӑмӑлсӑр. Ӑпӑр-тапӑра кӳршӗ регионтан, Тутарстанран, килсе тӑкаҫҫӗ. Ку ыйту тӗрлемессене 20 ҫул каяллах пӑшӑрхантарма пуҫланӑ. Унтанпа вӗсем Тутарстанри тӗрлӗ ведомствӑна вун-вун ҫыру ӑсатнӑ. Юлашки ҫырӑва унти Экологи министерствине ҫырнӑ. Айӑплисене явап тыттарни пирки пӗлтернӗ. Анчах ҫӳп-ҫап купине хупасси пирки никам та шарламан. Ҫитменнине, купа пысӑкланса кайсан кӳршӗ регионтан трактор-машинӑпа килсе ӑна таптаҫҫӗ. Айӑплисене явап тыттарнӑ-и е ҫук-и — анчах купа пысӑклансах пырать. Россельхознадзор палӑртнӑ тӑрӑх, кӳршӗ регионсем тӗрлемессен ҫӗрӗ ҫине 12 соттӑй кӗрсе кайса тӑкнӑ. Тӗрлемессем тавралӑха вараланӑшӑн питӗ кулянаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» корреспонденчӗ Вера Эверкки хӑйне парикмахер профессинче тӗрӗслет. Кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче вӑл Виталий Станьял ӑсчаха ҫӳҫ касса янӑ, сухалне хитрелетнӗ. Парикмахерта ӗҫлесен ҫӗршывра йывӑр лару-тӑру пулсан та тупӑш тума пулать. Вӑл кирек хӑҫан та ҫӑкӑр ҫимелӗх укҫа ӗҫлесе илме май парать. Ҫапла шухӑшлать Вера Эверкки. Вӑл халӗ тусӗсене, пӗлӗшӗсен ҫӳҫне илем кӗртме кӑмӑллать. Вера хальлӗхе практика тухать, ҫавӑнпа ӑна модельсем (ҫӳҫ касма тата сӑрлама вӗренмешкӗн кирлӗ ҫынсем) питӗ кирлӗ. Парикмахера вӗренекен журналист Виталий Станьял ӑсчаха ҫӳҫне касса яма сӗннӗ. Виталий Петрович хирӗҫлемен, хаваспах парикмахерские кайнӑ. Прическа ӑна килӗшнӗ. Виталий Станьял чӑваш журналисчӗсем калемпа кӑна мар, кирек мӗнле инструментпа та, ҫав шутра – хачӑ, тура, ӗҫлеме пӗлнинче нихӑҫан та иккӗленменнине палӑртнӑ. |
Хулара
![]() Малтанах 20 ҫулти хӗре Шупашкар хула администрацийӗ ҫурт-йӗр илмешкӗн документсене хатӗрлемелли пирки пӗлтернӗ. Анчах кайран тӑрук ку ӗҫе каярах хӑвармаллине каланӑ. Анна Федорова, тӑлӑхскер, черетре 2013 ҫултанпа тӑрать. Хваттере кӗҫех куҫасси пирки ӑна кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Тепӗр эрнеренех халех ҫӗнӗ хваттер пулмассине пӗлтернӗ. Темӗнле постановленипе килӗшӳллӗн пурӑнмалли кӗтесӗн пӗр пайӗ администрацие куҫнине кӗскен ӑнлантарнӑ та телефона сӳнтернӗ. Тепӗр тӑлӑхсем тавӑҫ ҫырса суда выляса илнӗ-мӗн. Ҫавӑнпа вӗсене хваттер памах тивнӗ. Пӗлтӗр ҫеҫ черете тӑнисем кӗтеслӗ пулса юлнӑ. Анна Федоровӑн вара хальлӗхе асламӑшӗпе тата унӑн икӗ мӑнукӗпе пурӑнма тивӗ. Хӗр хваттере кӑҫалах тивӗҫессе шантарнӑ-ха та… Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 2017 ҫулта Чӑваш Ен хыснинче, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 5 миллиард тенкӗ ытларах пулӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтерет. Михаил Игнатьев палӑртнӑ тӑрӑх, ку министерствӑсене хӑйсен ӗҫӗсене вӑхӑтра пурнӑҫлама пулӑшӗ. Республика хыснинчи укҫан 90 процентне вӗренӳ, социаллӑ политика, сывлӑх сыхлавӗн, экономика тытӑмӗсене ярӗҫ. Кунсӑр пуҫне бюджетниксен ӗҫ укҫине хӑпартма укҫа ярӗҫ, инфратытӑма аталантарӗҫ. Кӑҫал шкулсем хута яма палӑртнӑ, ялсенче федьдшерпа акушер пункчӗсене тӑвас ӗҫе малалла тӑсӗҫ. Хыснари укҫа планетари тӑвас ҫӗре те кайӗ. Ялсенчи, хуласенчи ҫулсене юсамашкӑн тата тумашкӑн 5 миллиард тенкӗ уйӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Кӑҫал Раҫҫейри 27 регионти вӑрмансене сӑтӑрҫӑ кӑпшанкӑсем тапӑнасси пирки пӗлтереҫҫӗ. «Антистихия» эксперт центрӗ Чӑваш Ене ҫав регионсен йышне кӗртнӗ. Атӑлҫи федераци округӗнче Чӑваш Енсӗр пуҫне Пушкӑртстан, Тутарстан, Ӗренпур, Самар, Чӗмпӗр облаҫӗсене сӑтӑрҫӑсем килес хӑрушлӑх пур. «РИА Новости» информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑпшанкӑсем сӑтӑр тунине пула йывӑҫ япӑх аталанма, ҫимӗҫ сахалрах пама, хӑрма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Екатерина Москаленко Вӑрман-Ҫӗктер тӑрӑхӗнчи ватӑпа Республикӑра пурӑнакан пӗччен кинемисемпе мучисене социаллӑ ӗҫченсем пӑхса тӑма тивӗҫ. Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрта та ҫаплах ӗҫлеҫҫӗ. Ун тытӑмӗнчи социаллӑ ӗҫченсем стационарлӑ уйрӑмсенче (кусене тепӗр майлӑ ваттисен ҫурчӗсем теҫҫӗ) пурӑнакансен пурнӑҫ условийӗпе кӑна мар, хайсен килӗнче тӗпленнисен пӑшӑрханӑвӗ-ыратӑвӗпе те вӗсем кӑсӑкланаҫҫӗ. Ваттисен ҫурчӗсенче хӳтлӗх тупнисене кунӗн-ҫӗрӗн пӑхса тӑраҫҫӗ пулсан килте пурӑнакансем патне социаллӑ ӗҫченсем ун пек пырса тӑраймаҫҫӗ. Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвне тивӗҫтерекен центрӑн килте социаллӑ пулӑшу кӳрекен уйрӑмӗсен ертӳҫисем социаллӑ ӗҫченсен тӑрӑшӑвне вырӑна ҫитсе тӗрӗслеҫҫӗ. Нумаях пулмасть 1-мӗш уйрӑм ертӳҫи Екатерина Москаленко Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗнче пулнӑ. Унти 7 яла ҫитсе ватӑсен пурнӑҫӗпе паллашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Владимир Григорьевпа Полина Чамжаева Ӗнер Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗн Владимир Григорьевӑн 50 ҫулне паллӑ тунӑ. Ӑна палӑртма вӗсем ӗлӗкхиллех Трактор тӑвакансен Культура керменне, унти Пысӑк зала, пуҫтарӑннӑ. Пурнӑҫне театр ӳнерне халаллама йышӑннӑ ҫак ҫын раштавӑн 24-мӗшӗнче Элӗк районӗнче ҫуралнӑ. Ун шалти пуянлӑхӗ Борис Чиндыковӑн «Алӑксем патӗнче» пьеси тӑрӑх лартнӑ спектакльти Иван художника сӑнарланӑ чух уйрӑмах уҫӑлнӑ тесе хаклаҫҫӗ. Борис Чиндыковӑн «Урасмет» пьеси тӑрӑх лартнӑ спектакльти Санай рольне те вӑл лайӑх калӑпланӑ. Кайран та, паллах, нумай сӑнара ӗнентерӳллӗ вылянӑ вӑл. Вӑл шутра хаваслисем те, йывӑр шӑпаллисем те лекнӗ. Ӗнер Владимир Григорьева ӗҫтешӗсем юбилейпа саламласа малашне те ӑнӑҫлӑ сӑнарсем суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Михаил Игнатьев тӳрӗ эфирта Аксаринти Агентий ФАПшӑн пӑшӑрханать. Ҫак ыйтупа вӑл ӗнер, кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче, Общество телевиденийӗн тӳрӗ эфирта пыракан «Отражение» кӑларӑмне шӑнкӑравланӑ. Аса илтеретпӗр, ӗнерхи кӑларӑма Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑччӗ. Елчӗк районӗнчи Тӳскел ялӗнчен клуб уҫнишӗн хавхаланса шӑнкӑравланӑччӗ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Аксаринти Агентий вара пӑшӑрханупа алла телефон тытнӑ. Агентий тӳрӗ эфирта пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Игнатьев Элтепер патне темиҫе хутчен те шӑнкӑравланӑ, анчах ӑна республика ертӳҫипе ҫыхӑнма май килмен. Ҫырупа та вӑл тухнӑ. Ял ҫыннисене канӑҫсӑрлантаракан фельдшерпа акушер пункчӗ тӑваттӑмӗш ҫул ӗҫлемест иккен. 2016 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче тепӗр ФАПа та хупнӑ-мӗн. «Эпир ӑҫта кӑна ҫитмерӗмӗр пулӗ», — чун ыратӑвне уҫрӗ эфирта Агентий. Вӑл ӗнентернӗ тӑрӑх, ЧР Сывлӑх сыхлав министерстви те шарламасть, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ те. «Мӗнле-ха капла?» — аптӑрарӗ Аксаринти хастар. Михаил Игнатьев республикӑра миҫе ФАП пулнине каларӗ, малашне те вӗсене уҫма шантарчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Нумаях пулмасть Раҫҫей премьер-министрӗ Дмитрий Медведев «фанфуриксене» 30 кунлӑха сутма чарасси пирки йышӑну тунӑччӗ. Кун пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Ку йышӑну кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче вӑйран тухмаллаччӗ. Анчах Роспотребнадзор «фанфурика» 60 кунлӑха сутма чарма сӗннӗ. Премьер-министр вара ҫакна ырланӑ, паян ку йӗркене тӑсма йышӑннӑ. РФ Правительстви «фанфурик» сутма чарнӑ вӑхӑтра Раҫҫейре ку эрехпе наркӑмӑшланакансен йышӗ чакнине ӗнентереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑҫал Чӑваш Енре тӑватӑ ача пахчи уҫӑлӗ. Шупашкарти Ҫӗнӗ хула, Радужнӑй, Алькеш микрорайонӗсенче ҫӗнӗ ача пахчисен алӑкӗсем уҫӑлӗҫ. Ҫуртсене ҫур ҫул иртиччен туса пӗтерме палӑртнӑ. Анчах ача пахчисен ячӗсем хальлӗхе ҫук. Вӗсен ятне сӗнме ҫынсенчен ыйтаҫҫӗ. Юлашки ҫулсенче ача пахчисен ячӗсене ҫынсем хӑйсем суйлаҫҫӗ. Хальхинче те Шупашкар хула администрацийӗ ыйтӑм ирттерме шухӑшланӑ. Вӑл иртнӗ эрне вӗҫӗнче пуҫланнӑ, нарӑс уйӑхӗн варриччен пырӗ. Кӑрлачӑн 24-мӗшӗ тӗлне ҫынсем 42 ят сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Романова Фаина Александровна, театр тӗпчевҫи, ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гордеев Денис Викторович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |