Вӑрнарти шыв управӗнче арҫын путса вилнӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кунта криминал ҫук.
Халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата хыпарланӑ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче арҫын кимӗпе пулӑ тытма кайнӑ. Хайхискер Кӳстӳмӗр ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ. Ҫынсем курнине ӗненес тӗк, арҫын пулӑ ытларах тытас тесе плотина ҫывӑхнерех ишсе пынӑ.
Кимӗ ҫаврӑнса ӳкнӗ. Пулӑҫӑ вара шывран ишсе тухайман, путса вилнӗ. Арҫын Кӳстӳмӗр ялӗнчен мар, вӑл урӑх ялта пурӑннӑ.
Шел те, пулӑҫӑн пурнӑҫӗ ытла та ир сарӑмсӑр татӑлнӑ. Вӑл 38 ҫулта кӑна пулнӑ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет.