Сывлӑх
![]() Чӑваш Енри онкологсемпе кардиологсем районсемпе хуласене тухса ҫынсен сывлӑхне тӗрӗслӗҫ. Чире иртерех палӑртсан ӑна сиплеме ҫӑмӑл тесе ирттерекен ҫак акцие Республикӑри онкологи диспансерӗн тата Республикӑри кардиологи диспансерӗн специалисчӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Онкологсем кашни районпах хулана ҫитесшӗн, кардиологсем 13 хутчен тухса кӗме палӑртнӑ. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви тухтӑрсем ҫывӑх вӑхӑтра ӑҫта ҫитессине пӗлтернӗ. Икӗ кун каялла онкологсем Ҫӗмӗрле районӗнче пулнӑ. Йӗпреҫ районне вӗсем нарӑсӑн 1-мӗшӗнче кайӗҫ, ҫав уйӑхӑн 8-мӗшӗнче Красноармейски районӗнче пулӗҫ, 15-мӗшӗнче — Куславкка районӗнче. Вырӑна тухса ирттерекен кӑҫалхи пӗрремӗш консультацие кардиологсем Элӗк районӗнчен тытӑнӗҫ. Унта вӗсем нарӑсӑн 8-мӗшӗнче ҫитӗҫ. Пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнче пулӗҫ, ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче — Вӑрмар районӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш чӗлхин ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнекин 3-мӗш томӗ Иртнӗ ҫулталӑк вӗҫӗнче Чӑваш кӗнеке издательстви ҫӗнӗ сӑмах пуххисем кӑларса савӑнтарчӗ. Чи малтанах вулакансем патне Г.И. Фёдоровӑн «Чӑваш фразеологийӗн ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнекин» 2-мӗш томӗ («СУМ» лавккара вӑл 270 тенкӗ тӑрать) ҫитрӗ. Унта Ҫ-Я саспаллирен пуҫланакан фраземӑсем кӗнӗ. Вӗсене стиль тӗлӗшӗнчен, эмоциллӗ, экспрессиллӗ хаклав енчен пахаланӑ, вӗсемпе усӑ курнин уйрӑмлӑхӗсене тӗслӗхсемпе ҫирӗплетнӗ, фраземӑсен синонимӗсене кӑтартнӑ. Ку словарь тӗпчевҫӗсемшӗн те, культура ӗҫченӗсемшӗн те, студентсемпе шкул ачисемшӗн те усӑллӑ пуласса шанаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех сӑмах хаклавҫисем патне «Чӑваш чӗлхин ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнекин» 3-мӗш томӗ те ҫитнӗ. «СУМ» лавккари хакӗ — 330 тенкӗ. Ку тома К, Л, М, Н, О тата П саспаллисенчен пуҫланакан сӑмахсем кӗнӗ. «Ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнеки хатӗрлесси — чӑваш чӗлхи ӑслӑлӑхӗшӗн ҫӗнӗ пулӑм», — тесе пӗлтернӗ кӗнекен умсӑмахӗнче. «СУМ» электрон лавккара вара эсир ӑнлантару сӑмахсарӗн харӑс виҫӗ томне те туянма пултаратӑр — хакӗ 610 тенкӗ кӑна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Нарӑс уйӑхӗнче Раҫҫейре йӑлана кӗнӗ «Йӗлтӗр йӗрӗ» иртет. Кӑҫалхипе вӑл 35-мӗш хут йӗркеленӗ. Анлӑ спорт мероприятине ирттерме Чӑваш Ен те хатӗрленет. Кӑҫал вӑл нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче иртӗ. Шупашкарта кӑҫал та, пӗлтӗрхи пекех, вӑл аэропорт ҫывӑхӗнче пулӗ. Яланхи пекех ӑмӑрту VIP-чупуран пуҫланӗ. Тӳре-шара йӗлтӗрпе 2017 метр ярӑнӗ. Унтан пӗтӗмӗшле старт пуҫланӗ. Унта 3 ҫухрӑм чупӗҫ. Кун хыҫҫӑн 5 тата 10 ҫухрӑмлӑ дистанцисене парӑнтарӗҫ. «Йӗлтӗр йӗрӗ» 12 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта ӑшӑ трасси ҫинче авари пулнӑ. Юсав ӗҫӗсем темиҫе сехет пыраҫҫӗ ӗнтӗ. Паян Мичман урамӗпе Кривов урамӗ хӗресленекен вырӑнта ӑшӑ трасси ҫинче авари пулнӑ. Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакна пула 9,5 пин ҫын ӑшӑсӑр тӑрса юлнӑ. Хваттерсене пӑрӑхсем сивӗ. Ҫулпа вара машинӑсем иртсе ҫӳреймен. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков аварие пӗтерес тӗллевпе ӗҫлӗ комисси йӗркеленӗ. 17 сехетре вырӑна Шупашкар мэрӗ Ирина Клементьева тата Алексей Ладыков ҫитнӗ. Ӑшӑ пӑрӑхӗсене ҫур ҫӗрччен йӗркене кӗртме шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Студентсен кунӗнче ҫулсерен регионсен хушшинче «Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи Татьяна» конкурс ирттереҫҫӗ. Кӑҫал вӑл Саранскри Н.П.Огарев ячӗллӗ патшалӑх университетӗнче иртнӗ. Конкурса Киров, Пенза облаҫӗсенчи, Тутар, Мари, Мӑкшӑ, Удмурт, Чӑваш республикисенчи Татьянӑсем хутшӑннӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ: И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн медицина факультетӗнче вӗренекен Татьяна Семенова «Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи Татьяна» ята ҫӗнсе илнӗ. Вӑл 6 конкурсра та палӑрнӑ. Эппин, ҫитес ҫул Татьянӑсен конкурсӗ И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Ҫак кунсенче Чӑваш Ене итальянсем килнӗ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев вӗсемпе кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче иртнӗ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет. Тӗлпулура Михаил Игнатьев тата UNICUSANO компанисен ушкӑнӗн ертӳҫи Стефано Бандекки Чӑваш Енре теплица комплексӗсене хута ярасси пирки калаҫнӑ. Ҫавӑн пекех вӑрӑсен банкӗ тӑвасшӑн. Ку Чӑваш Ене Итали ҫыннисен опытне шута илсе ӳсен-тӑран селекци центрне тума май парӗ. Тӗлпулура икӗ ен Сӗнтӗрвӑрри районӗнче теплица комплексӗсем тӑвассипе ҫыхӑннӑ проекта алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() «Язык для успеха» (чӑв. Ӑнӑҫу чӗлхи) ют чӗлхесен клубӗнче (вӑл Шупашкарти Ленин урамӗнчи 7-мӗш ҫуртри виҫҫӗмӗш хутра вырнаҫнӑ) чӑваш чӗлхи вӗрентнине маларах эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, вӗренӳре «Хавал» чӑваш халӑх пӗрлешӗвӗн хастарӗн Александр Блиновӑн «Кала-ха» пособийӗпе усӑ кураҫҫӗ. «Хавал» вырӑс шкулӗнче чӑваш чӗлхи вӗренекен пӗрремӗш класс ачисем валли диск кӑларнине те эпир пӗлтернӗччӗ. «Контактра» ушкӑнра «Кала-ха» ушкӑн ҫырни тӑрӑх халӗ тепӗр хыпар пӗлтӗмӗр. 1-мӗш классен хатӗрленӳ вӗренӳ пособийӗ валли Word текст формачӗпе чӑвашла-вырӑсла словарь хатӗрленӗ. Унта кӗнекере тӗл пулакан мӗн пур сӑмаха кӗртнӗ. Чӑвашла-вырӑсла словарье 1-мӗш гимназири чӑваш чӗлхи вӗрентекен Нина Леонтьева хатӗрленӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра вырӑсла-чӑвашла словарь те тухмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Курав уҫма пуҫтарӑннисем К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче «Манӑн ҫӑлтӑр тӳпере» ятпа курав уҫнӑ. Ӑна Чӑваш Республикин халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалланӑ. Куравра поэтӑн докуменчӗсемпе, сӑн ӳкерчӗкӗсемпе, япалисемпе, ал ҫырӑвӗсемпе тата автор хайлавӗсемпе паллашма пулать. Уява республикӑн культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов тата ыттисем хутшӑннӑ. Поэтӑн ывӑлӗ Атнер Хусанкай, вӑл филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, ашшӗн пурнӑҫӗнчи кӑсӑклӑ самантсене аса илнӗ. Унӑн кашни кӗнеки хӑйӗншӗн пурнӑҫ энциклопедийӗ евӗр пулнине палӑртнӑ. Курава уҫнӑ ҫӗре СССР халӑх артистки Вера Кузьмина та пынӑ. Вӑл мӑшӑрӗн «Тилли юррисем» хайлавӗнчи сыпӑка вуланӑ. Роза Степанова юрӑҫ Вера Кузьминан юратнӑ юррине (Литература музейӗн сайтӗнчи хыпарта, шел те, мӗнлине каламан) шӑрантарса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хӗсмет
![]() Чӑваш Енре ОБЖ (вырӑсла аббревиатурӑна чӑвашла куҫарсан пурнӑҫ хӑрушсӑрлӑхӗн никӗсӗ тенине пӗлтерет) учителӗсен квалификацине ӳстерттересшӗн. Кун пирки ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи — Элтепер Администрацийӗн Ертӳҫи Владимир Васильев сӗннӗ. Вӑл Раҫҫейӗн Хӳтӗлев министерствин пайташӗсемпе иртнӗ канашлӑва хутшӑннӑ. Унта ҫарпа патриотизм воспитанийӗ парассипе тата ҫынсене ҫар службине хатӗрлессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ. Юрий Васильев пирӗн республикӑра юнармеецсен юхӑмӗсен «Зарница» тата «Орленок» вӑййисене ирттересси ҫур ӗмӗре яхӑн татӑлманнине палӑртнӑ. Республикӑри пысӑк тӳре-шара пулнӑ май вӑл Республикӑри вӗренӳ институтӗнче ОБЖ учителӗсем валли курс уҫма хушса каланӑ. «Ӗҫе кӑҫалах тытӑнмалла», — тенӗ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗнӗ канашӑн вӑрман пирки пуҫ ыратӗ Чӑваш Енӗн Правительствинче тата тепӗр канаш йӗркеленӗ. Хальхи вӑрман хуҫалӑхӗ енӗпе ӗҫлекенни пулӗ. Канашӑн положенийӗнче каланӑ тӑрӑх, ку органӑн ӗҫ тӑвакан влаҫӑн федераци органӗсемпе, ҫак влаҫӑн территорисенчи органӗсемпе, ӗҫ тӑвакан влаҫпа ҫыхӑну тытмалла. Унӑн Конституцине тата Раҫҫейпе Чӑваш Енӗн саккунӗсене пӑхӑнса тӑмалла. Йышӑнура каланӑ тӑрӑх, канашӑн вӑрман хуҫалӑхӗнчи приоритетлӑ тата малашлӑ плансене тишкермелле тата палӑртмалла. Вӑрмансене хӳтӗлесси те ун ҫинче пулӗ. Отрасле укҫа-тенкӗ илсе килесси пирки те канашӑн пуҫ ватмалла. Ҫӗнӗ канаш пирки йышӑнӑва республика правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин ӗнер алӑ пуснӑ. Паян ӑна ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Романова Фаина Александровна, театр тӗпчевҫи, ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гордеев Денис Викторович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |