Ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче «Ирӗклӗх» общество пӗрлӗхӗ Республика Элтеперӗ патне ҫӗнӗ ҫыру шӑрҫаланӑ. Михаил Игнатьев ячӗпе янӑ ҫырура хастарҫӑсем республикӑри тӳре-шара федераллӑ саккуна сӗмсӗр пӑснине тупса палӑртнӑ. Сӑмах 149-ФЗ номерлӗ «Информаци, информаци технологийӗсем тата информаци хӳтӗлевӗ ҫинчен» саккун пирки пырать. Унӑн 8 статйин 5-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн хӑйсен информацине тӳре-шара халӑх патне Интернет урлӑ вырӑсла тата республикӑсенчи ытти патшалӑх чӗлхисемпе ҫитермелле. Чӑваш Республикинче унашкал чӗлхе чӑваш чӗлхи шутланать.
«Ирӗклӗх» хастарӗсем пирӗн тӳре-шарасен сайчӗсене тишкернӗ хыҫҫӑн чылай ресурс ҫак саккуна пӑхӑнманнине тупса палӑртнӑ. Халӑх тетелӗсенче (выр. социальные сети) вара информацие йӑлт вырӑсла кӑна пӗлтерни ҫиеле тухнӑ. Ҫутҫанталӑк, вӗренӳ, информаци политикин министерствисен «Контактри» ушкӑнӗсенче ҫак кӑлтӑк тупӑннӑ.
Михаил Игнатьев патне янӑ ҫырура «Ирӗклӗх»-сем федераллӑ саккуна пӑсасран тивӗҫлӗ хушусем пама, малашнехи ӗҫре саккуна пӑхӑнса ӗҫлеме ыйтса ҫырнӑ.