Ҫурт-йӗр
![]() "Про Город" тунӑ сӑн Патшалӑх ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ачасене пурӑнмалли кӗтеспе тивӗҫтерет. Ҫак кунсенче Шупашкарти темиҫе тӑлӑх хваттерлӗ пулӗ. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑс уйӑхӗнче Шупашкарта 49 тӑлӑха хваттер уйӑрса парӗҫ. Мускав районӗнче 17 тӑлӑх ҫӗнӗ хваттер уҫҫине тивӗҫӗ. Вӗсем хитре, ҫӗнӗ ҫуртра пурӑнма пуҫлӗҫ. Алексей те кӗҫех ҫӗнӗ вырӑнта пурӑнма пуҫлӗ. Вӑл ашшӗ-амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ. Амӑшӗ вилнӗ. Ашшӗне ашшӗн правинчен хӑтарнӑ. Алексее тата унӑн шӑллӗне тӑванӗсем ҫемьене илме килӗшмен, ҫавӑнпа вӗсем интернатра пурӑннӑ. Алексей халӗ аслӑ пӗлӳ илет. Вӑл хваттер уйӑрса пани пирки пӗлсен питӗ савӑннӑ, хӗпӗртенипе куҫҫульленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Сывлӑх
![]() Кӑҫал Хулари 2-мӗш ача-пӑча пульници ҫумӗнче инфекци пульници хута ярӗҫ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ корпусӑн проектне ҫирӗплетнӗ, укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫӗнӗ инфекци пульнцинче 56 пациент валли вырӑн пулӗ. Сӑмах май, паян Хулари 2-мӗш ача-пӑча пульници ҫумӗнче шӑпӑрлансем валли 140 вырӑнлӑ стационар ӗҫлет. Иртнӗ ҫул инфекци стационарне пулӑшу ыйтса килекенсен йышӗ 16 процент ӳснӗ. Пациентсенчен ытларахӑшӗ унта ӑнсӑртран лекет. Чылайӑшӗ – пӗчӗк ача. Вӗсенчен 43,7 проценчӗ – ҫулталӑк тултарман ачасем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Шупашкарти полицейскисем 14 ҫулти хӗрачана шыраҫҫӗ. Надежда Столярова ҫухалнӑранпа вӑхӑт самаях иртнӗ. Ӑна 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнченпе курман. Надежда Столярова Шупашкарти ҫул ҫитмен ачасен социаллӑ реабилитаци центрӗнчен хӑй тӗллӗн туха тарнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрача ӑҫта пулине халӗ те пӗлмеҫҫӗ. Надежда Столярова 16 ҫулти пек курӑнать. Вӑл 160 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ тӗттӗм, хулпуҫҫи таран. Вӑл кӗрен куртка, кӑвак джинс тӑхӑннӑ пулнӑ. Хӗрачана курсанах ШӖМе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Евгений Барсуков генерал-майор Чӑваш Енри ҫул-йӗршӗн наркотикпа кӗрешнӗ ҫынсем яваплӑ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер хула-район пуҫлӑхӗсемпе видеоконференци ирттернӗ чух сӑмах хускатнӑ. Михаил Васильевич каланӑ тӑрӑх, маларах ведомствӑсемпе муниципалитетсем ҫул-йӗр тума тата тытса тӑма укҫа ҫитменнишӗн пӑшӑрханса калаҫнӑ, халӗ пуррипе те вӑхӑтра усӑ кураймаҫҫӗ. 2016 ҫулта Чӑваш Ен территорийӗнчи ҫул-йӗр отрасльне 3 миллиард та 645 миллион тенкӗ укҫа хывнӑ, кӑҫал 5 миллиардран кая мар уйӑрмалла. Патшалӑх саккасне пурнӑҫлакан тӗп учреждени — Чӑваш Республикин Ҫул-йӗр управленийӗ. Унӑн пуҫлӑхӗн тивӗҫне Евгений Барсуков генерал-майор пурнӑҫлать. Вӑл хӑй вӑхӑтӗнче Федерацин наркотӗрӗслев службин республикӑри управленине чылай ҫул ертсе пынӑччӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра Чӑвашупрдор пуҫлӑхне лартмалли конкурс иртиччен учрежденири ӗҫ-хӗле тӗрӗсленӗ те предприятири пӗлтерӗшлӗ должноҫсене унччен Наркотытӑмра ӗҫленисем йышӑннине палӑртнӑ. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗрӗслеве Михаил Игнатьев хушнипе ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Эмел шута юратать Сывлӑх сыхлавӗ валли оборудованипе ытти хатӗр-хӗтӗр илнӗ чух регионсем епле тӑкакланнине тишкерекенсем танлаштармалла мар япаласене танлаштарнӑ. Ҫак шухӑша Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова палӑртнӑ. Аса илтеретпӗр, «Коммерсантъ Деньги» журнал кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче пичетленӗ «Карта честности» статьяра сывлӑх сыхлавӗ валли регионсем оборудовани, ытти хатӗр-хӗтӗр туянма мӗн чухлӗ укҫа уйӑрма янине тишкернӗ. Перекетлисене тата укҫана шыв пек юхтаракансене уйрӑм список тусах палӑртнӑ. Чӑваш Ен те ҫав танлаштарӑмра пур. Ытлашши тӳленине процентпа пӑхнӑ чухне пирӗн тӑрӑх ҫӳлти йӗркене йышӑннӑ. Журналта илсе панӑ факта тӗрӗслеме Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушнипе ятарлӑ комисси йӗркеленине эпир пӗлтернӗччӗ. Район-хула администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе Михаил Игнатьев Элтепер ӗнер видеоконференцире Алла Самойлова комисси малалла ӗҫленине пӗлтернӗ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр сывлӑх сыхлавӗ валли 4 миллиард та 885 миллион тенкӗлӗх патшалӑх закупки пулнӑ. Конкурс ирттерсе илнине пула хысна тухӑҫлӑхӗ 600 миллион тенкӗрен иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Эрне хыпарӗсемРеспубликӑра
![]() Кӑрлачӑн 30-мӗшӗпе нарӑсӑн 3-мӗш кунӗсенче пирӗн сайтра эсир ҫак кӑсӑклӑ хыпарсемпе паллашма пултартӑр (чи нумай пӑхни тӑрӑх вырнаҫтарнӑ): • Пирӗнтен ӗмӗрлӗхех Василий Дедушкин уйрӑлса кайни чылайӑшне хурлантарчӗ; • Теприсем харӑсах миллионер пулса тӑни чылайӑшне кӑсӑклантарчӗ; • Чеченсемпе чӑвашсем мӗнле фильм ӳкерме шутласа хуни пирки пӗлтертӗмӗр; • Шупашкарта чӑнкӑ номерлӗ «Мерседес» мӗнпе тӗлӗнтернине хыпарларӑмӑр; • Академи драма театрӗнче мӗнле паллӑ поэтӑн юбилейне палӑртнине пӗлме пултартӑр; • Чӑвашла вӗренмелли пособи тата кам хатӗрлеме шутлани пирки каласа патӑмӑр; • Вилнӗ ҫынна асӑнма кайсан та шар курма пултарни пирки систертӗмӗр; • Миллионлӑх парӑма кӗме мӗнле туй ирттермелли пирки каласа патӑмӑр; • Гуманитари институчӗ хӑйӗн кӑларӑмӗнче мӗнле шӑтӑк курка пирки каласа пани ҫинчен хыпарларӑмӑр; | ||
Статистика
![]() Чӑвашстат Чӑваш Енри халӑх йышне шутланӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, 2017 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑра1235992 ҫын пурӑнать. Иртнӗ ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче ку кӑтарту 1236628 ҫынпа танлашнӑ. Республикӑра халӑх йышӗ чакса пырать. Хуласенче 766202 ҫын пурӑнать. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 8138 ҫын ытларах. Ялсенче 469790 ҫын кун кунлать. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 8774 ҫын сахалрах. Халӑх ытларах Шупашкарта тӗпленнӗ: 489158 ҫын. Муниципалитетсен хушшинче чи нумай йыш – Шупашкар районӗнче (62415). Унтан - Ҫӗрпӳ районӗ (35991), Канаш районӗ (35726). Чи сахал йыш – Ҫӗмӗрле районӗнче (9127). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
![]() Шупашкарти ача-пӑча пульницинче сакӑр уйӑхри ача выртать. Ӑна амӑшӗ пӑрахса хӑварнӑ. Ачана унта иккӗмӗш хут илсе килнӗ ӗнтӗ. Амӑшӗ ун патне пӗрре те килсе курман. Амӑшӗ 18 ҫулта кӑна. Ачине вӑл килте пӗччен иккӗмӗш хут пӑрахса хӑварнӑ. Кӳршисем пӑшӑрханса ӳкнӗ, полици чӗннӗ. Тӑванӗсем ӳкӗтленине ҫамрӑк амӑшӗ хӑлхана чикмест. Ачи патне килме яланах шантарать, анчах сӑмсине те килсе кӑтартмасть. «Кам валли ҫуратнӑ-ши? Ачине выҫӑ лартни те пӗрре мар пулнӑ. Уншӑн вара пӗрех, арҫынсем кӑна пулччӑр», - тенӗ тӑванӗ «Про Город» хаҫата. Анчах вӗсем ӑна амӑшӗн правинчен хӑтарасшӑн мар, тӳрленессе шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫутҫанталӑк
![]() ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри темиҫе районта ҫӳп-ҫап куписене пӗтермелле. Ку ыйтӑва ҫуллаччен татса памалла. Ҫак ыйтӑва ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев видеоконференци мелӗпе ирттернӗ канашлура ҫӗкленӗ. ЧР ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ Александр Коршунов тӗп тумалли ҫӳп-ҫап куписем пирки доклад вуланӑ. Министр палӑртнӑ тӑрӑх, Канаш хулинче, Элӗк, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Етӗрне, Елчӗк районӗсенче ҫӳп-ҫап куписене пӗтермелле. Вӗсене иртнӗ ӗмӗрӗн 60-70-мӗш ҫулӗсенче тунӑ. Вӗсем экологи тата санитарипе эпидемиологи требованийӗсемпе килӗшсе тӑмаҫҫӗ. Район пуҫлӑхӗсем ҫӳп-ҫап куписене ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пӗтерме шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Раҫҫейре
![]() Чӑваш Енри йӑхран тухнӑ Станислав Садальские Украинӑна кӗме чарнӑ. Кун пирки lenta.ru портал пӗлтерет. Украинӑри хӑрушсӑрлӑх служби артиста Украинӑна кӗме чарнӑ. Мӗншӗн? Халӑх тетелӗнче ҫырнисемшӗн. Тӗслӗхрен, «Еврокурав» пирки. Паллах, Станислав Садальский куншӑн кӑмӑлсӑрланнӑ. «Хӑйӗн халӑхӗпе ҫапӑҫакан ҫӗршыва мана, анне енчен эпӗ укрин пулсан та, кӗртмеҫҫӗ», — тесе ҫырнӑ вӑл хӑйӗн Чӗрӗ Журналӗнче. Темле кӑмӑлсӑрлансан та актер Украинӑри хӑрушсӑрлӑх службипе тавлашасшӑн мар. Палӑртмалла: Станислав Садальский — РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Грузи тата Чӑваш халӑх артисчӗ. Вӑл «Место встречи изменить нельзя», «О бедном гусаре замолвите слово» фильмсенче ӳкерӗнсе чапа тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.07.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Молостовкин Гаврил Александрович, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тимаков Вениамин Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |