Ҫул-йӗрти инкекре вилнисене асӑнса чӳк уйӑхӗн виҫҫӗмӗш вырсарникунӗнче Пӗтӗм тӗнчери астӑвӑм кунӗ иртет. Ҫавна 2005 ҫулта йӑлана кӗртсе янӑ. Кӑҫалхи ырана, чӳк уйӑхӗн 19-мӗшне, тивет.
Ҫулта-йӗрте вилнисене асӑнса, чӗррисене ыррине сунса чиркӳсенче кӗлӗ вулӗҫ.
Шупашкарта ыран кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнчи инкекре шар курнӑ «ВАЗ-2109» автомашинӑна автоэвакуатор ҫине вырнаҫтарӗҫ те хула ҫыннисене кӑтартса ҫӳрӗҫ.
Астӑвӑм кунне халалласа Шупашкарта ӗнерех хӑш-пӗр мероприяти ирттернӗ. Шупашкарти 2-мӗш шкул ачисем ҫуран ҫӳрекенсене тата водительсене хутран ӑсталанӑ пирӗштисене парнеленӗ. Пӗтӗмп 130 пирӗшти ӑсталанӑ ачасем. Шӑпах ҫавӑн чухлӗ ҫын кӑҫал ҫул-йӗр ҫинчи автоаварире сарӑмсӑррӑн куҫ хупнӑ.