Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.0 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Афиша: Шупашкар кинофестивалӗ хӑҫан иртесси паллӑ

Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Софья Савнеш 17.11.2017 11:58 | 573 хут пӑхнӑ
Афиша

Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери кинофестивале ирттересси йӑлана кӗнӗ. Ӑна кашни ҫулах ҫу уйӑхӗнче йӗркелеҫҫӗ. Ҫитес ҫул вӑл хӑҫан йӗркеленӗ?

Паян, чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарти кинофестивале ирттересси пирки хушу алӑ пуснӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл 2018 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 21-25-мӗшӗсенче иртӗ. 11-мӗш хут йӗркеленекенскер пилӗк куна тӑсӑлӗ.

Михаил Игнатьев хушура ЧР Министрсен Кабинечӗн кинофестивале йӗркелемелли пирки палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех Михаил Васильевич вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсене ку ӗҫе хутшӑнма, массӑллӑ информаци хатӗрӗсене кинофестивале ҫутатма сӗннӗ.

#хушусем, #Шупашкар, #кинофестивальсем, #афиша, #Элтепер, #культура

ch
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Кинофестивальте 60 ытла фильм кӑтартӗҫ
2017, 05, 04
Шупашкартан «Аннепе» кайнӑ
2017, 05, 27
Чӑваш кинематографине РФ тава тивӗҫлӗ артистки мифологире курать
2017, 05, 28
Шупашкар ӳнерҫи Элтепер портретне ҫӑмран ӳкерӗ
2017, 10, 17
Паян Халӑх туслӑхӗн ҫурчӗ уҫӑлнӑ
2017, 11, 02

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org