Хулара
![]() Ку ыйтупа ҫулталӑк калаҫманччӗ. Халӗ каллех ҫӗкленӗ. Сӑмах — Шупашкарти Ехрем купса бульварӗнче вырнаҫнӑ ҫурт пирки. Ку ыйтупа хула администрацийӗн эрнекун иртнӗ канашлура калаҫнӑ. Унта ҫурта ҫӗнетмеллине палӑртнӑ, 3 проект эскизӗ сӗннӗ. Проектра кӑтартнӑ тӑрӑх, объект калӑпӑшӗ пысӑкланмалла. Анчах хула администрацийӗ нихӑш проектне те йышӑнман, мӗншӗн тесен ӑна пурнӑҫа кӗртмешкӗн машинсем чарӑнмалли вырӑн ҫитмест. Ҫитменнине, ҫурт ҫӳллӗ пулни хулан истори пайӗпе килӗшсе тӑмасть. Алексей Ладыков ҫитес эрне вӗҫӗччен проект паспортне кӑтартма ыйтнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗнетнӗ ҫуртра Шупашкар хулин музейӗ вырнаҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ҪҪХПИ ӗҫченӗсем каллех маршруткӑсене тӗрӗслеме тухнӑ. Хальхинче вӗсем салона ытлашши нумай пассажир лартнӑшӑн штрафлаҫҫӗ. Паянхи ирхине пилӗк маршрутка водительне куншӑн лекнӗ ӗнтӗ. Вӗсене административлӑ штраф ҫырса панӑ. 35, 50, 51, 54 тата 332-мӗш маршруткӑсен водителӗсем салона кирлӗ чухнехинчен нумайрах пассажир лартнӑ. Эсир те маршруткӑра банкӑри килька пек килтӗр-и? Шӑнкӑравласа пӗлтерӗр. Шупашкар хула администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, шӑнкӑравсене 23-51-99 номерпе йышӑнаҫҫӗ. Ирхи 6 сехетрен пуҫласа 23 сехетчен шӑнкӑравлама пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Кӑҫал ҫуркунне Шупашкарта пурӑнакан 6-ри Викӑна Димитровградри ҫемье хӑйӗн хӳттине илнӗ. Вика унччен хулара ача ҫуртӗнче пурӑннӑ. Унӑн амӑшӗ эрех ӗҫнӗ, ҫавӑнпа ӑна амӑшӗн правинчен хӑтарнӑ. Викӑна Димитровградри суту-илӳ тытӑмӗнче ӗҫлекен 37-ри Ирина усрава илнӗ. Ҫемьере тепӗр хӗрача, 9-тискер, пур. Вика ҫав хулара шкула ҫӳренӗ, вӑл ыттисемпе лайӑхах хутшӑннӑ. Раштавӑн 13-мӗшӗнче вара вӗрентекен ачан кӗлетки ҫинче кӑвак вырӑнсем пуррине курнӑ. Вика хӑйне айӑплӑ туйнӑ. Амӑшӗ хӑш чухне тарӑхать-мӗн. Пӗррехинче ӑна калпак ҫӗтнӗшӗн ҫапнӑ. Раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Вика градусник ҫӗмӗрнӗ, куншӑн ӑна амӑшӗ хӗненӗ. Халӗ Вика реабилитаци центрӗнче. Ӑна илсе кайнӑ чухне амӑшӗ хӑнк та туман, ӑшӑ тумтир парса яман. Хӗрарӑм хӑйне «тетя Ира» тесе чӗнтернӗ-мӗн. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи пӗр газ заправкинче суя укҫа тупнӑ. 500 тенкӗлӗх укҫа тӳрех иккӗленӳ ҫуратнӑ. Халӗ йӗрке хуралҫисем ку тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Кӑҫал пирӗн республикӑра 414 суя укҫа тупса палӑртнӑ. 500, 1000, 5000 тенкӗлӗххисем пулнӑ вӗсем. Ку кӑтарту полицейскисене чӑннипех те сисчӗвлентерет. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки вӑхӑтра Чӑваш Енре 500 тенкӗлӗх суя укҫа нумайланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ыран, раштавӑн 17-мӗшӗнче, Шупашкарти «Малютка» ача ҫуртӗнче уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ. Ҫак кун унта ача ҫемьене илме шухӑшланӑ ҫынсем килме пултарӗҫ. Мероприяти 10 сехет ҫурӑра пуҫланӗ. Унта ача хӳтлӗхе илме шухӑшланӑ ҫынсемпе калаҫӗҫ, ыйтусем пулсан ӑнлантарӗҫ. Уҫӑ алӑксен кунӗ Республикӑри кардиологи диспансерӗнче, Республикӑри наркологи диспансерӗнче, Хулари 1-мӗш клиника пульницинче, Хулари 7-мӗш пульницӑра та иртӗҫ. Уҫӑ алӑксен кунне килнӗ чухне хӑвӑрпа пӗрле полис, паспорт тата СНИЛС илмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Паян ирхи 9 сехетре Шупашкарти Ахазов урамӗнче вырнаҫнӑ шкулта путавалти вӗри шыв пӑрӑхӗ ҫурӑлса кайнӑ. Ҫавна май унта вӗренекен 1 пин яхӑн ачана киле янӑ. Пӑрӑх ҫурӑлса кайнӑран хӑш-пӗр класра пӑс тӑнӑ. Вӑл унта вентиляци тытӑмӗпе хӑпарнӑ. Виҫҫӗмӗш урок хыҫҫӑн ачасене киле янӑ. Пӑрӑх ҫурӑлнӑран ӑшша чарма тивнӗ, ҫавна май класри температура аннӑ. Сивӗре вара заняти ирттерме юрамасть. Шкула коммуналлӑ технологисен специалисчӗсем тӳрех ҫитнӗ. Ҫитес вӑхӑтра пӑрӑха юсӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарнӑ май вӑрманти чӑрӑшсене сыхлама тытӑннӑ. Вӗсене республикӑри икӗ предприяти ҫеҫ касма пултарать. Сӑнав вӑрман хуҫалӑхӗнче Васильев И.Ю. усламҫӑ ҫеҫ чӑрӑшсене касма пултарать. Ҫӗмӗрле вӑрман хуҫалӑхӗнче вара – «Ҫӗмӗрлери вӑрман хуҫалӑхӗ» тулли мар яваплӑ общество. Ыттисене саккуна пӑснӑшӑн, чӑрӑша каснӑшӑн, 3 пин тенкӗрен пуҫласа 300 пин тенкӗ таран штрафлама пултараҫҫӗ. Вӑрманҫӑсем йӗрке хуралҫисемпе пӗрле рейдсем ирттереҫҫӗ. Ҫавӑн пекех автоҫулсем ҫинче тӗрӗслев посчӗсем йӗркеленӗ. Ҫынсене саккуна пӑсса чӑрӑш каснӑшӑн 3-4 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ, должноҫри ҫынсене – 20-40 пин тенкӗ, юридици сӑпачӗсене – 200-300 пин тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Ен «Шелковый путь – 2017» (чӑв. Пурҫӑн ҫулӗ—2017) пӗтӗм тӗнчери раллине хатӗрленет. Вӑл утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен пуҫласа 22-мӗшӗччен Мускав – Астана (Казахстан) – Сиань (Китай) маршрутпа иртмелле. Республикӑн Правительствин ҫуртӗнче паян ку ыйтупа канашлу иртнӗ Иван Моторин премьер-министр ертсе пынӑ мероприятие Пӗтӗм тӗнчери ӑмӑртусене ирттерекен дирекцин, влаҫ органӗсен тата йӗрке хуралҫисем пуҫтарӑннӑ. 2009 ҫултанпа йӗркелекен ралли ун чухне Раҫҫей, Казахстан тата Туркменистан урлӑ выртнӑ. Кӑҫал пуҫласа вӑл Китая ҫитмелле. Ҫапла ралли пӗр маршрутпа мӗнпур Евразие пӗрлештерӗ. Вӑл Шупашкар урлӑ та кайӗ. Автомобильсем пирӗн патра ҫӗр каҫма чарӑнӗҫ. Аэропорт патӗнче вӗсем валли палаткӑсенчен вӑхӑтлӑх уйлӑх (бивуак) хатӗрлӗҫ. |
Ҫурт-йӗр
![]() Кунта та ҫын пурӑнать Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӑкалӑх ялӗнчи 1963 ҫулта хута янӑ икӗ хутлӑ баракра куҫӗ япӑх куракан ашшӗпе унӑн 39 ҫулти сусӑр хӗрӗ пурӑнаҫҫӗ. Вӗсен нушаллӑ пурнӑҫне «Ҫамрӑксен хаҫатӗнче» Алина Изман журналист ҫырса кӑтартнӑ. «Ҫурт тӑрринчен шыв аннине пула подъезд стенисем ҫав тери тӗссӗр, йывӑҫ картлашкасемпе утма хӑрамалла, йӑлтах ҫӗрнӗ, юхӑннӑ. Пуҫ ҫине мӗн те пулин йӑтӑнса анасран чун юлмарӗ», — тесе пуҫланӑ Журавлевсем патне епле пырса кӗнине. Журавлевсене пурӑнмалли кӗтеспе тивӗҫтерес тӗлӗшпе 2012 ҫултах суд пуҫланнӑ. «Эпир нумая хапсӑнмастпӑр: сӗтелпе кравать вырнаҫмалӑх пӳлӗм, туалетпа ванна ҫеҫ пултӑрччӗ», — тенӗ те ҫамрӑк хӗрарӑм судья умӗнчех йӗрсе янӑ. Анчах ыйтӑва паянта та тивӗҫтермен. «Ирҫе Ҫармӑсра, Ҫӑкалӑхра общежити пур. Сӗнтӗмӗр — хирӗҫлерӗҫ. Условисем тивӗҫтермеҫҫӗ тӗк Хурамалти ватӑсен ҫурчӗ те вӗсене йышӑнма хатӗр, анчах хӑйсем ниҫта та каясшӑн мар», — ӑнлантарнӑ Ирҫе Ҫармӑс ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Леонид Кураков. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчен Европӑна икӗ кунта ҫитересшӗн. Хальлӗхе ку сӑмаха ӗненме йывӑр пек туйӑнать. Анчах ҫӗршыв Президенчӗ РФ Патшалӑх Думине янӑ Ҫырура 2035-мӗш ҫул тӗлне пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑс ҫулӗсем хута яма тӗллев лартнине пӗлтернӗ. Ҫапла тусан транзитран тупӑш курасси ӳсессе, Евразипе килӗштерсе ӗҫлесси аталанасса шанаҫҫӗ. Партнерсем хушшинче Ази ҫӗршывӗcене кӑна мар, Европӗрлӗхрисене те курасшӑн. Ку вӑл тӑватӑ океан хушшинчи ҫӗршывсене Брюсселе пӑхӑнмасӑр ӗҫлӗ ҫыхӑну татма май парӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Мускаври патшалӑх университечӗн Экономика шкулӗн директорӗ, экономика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Александр Некипелов «Российская газета» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, мегапроект пӗр тӗвве вунӑ ытла пысӑк логистика центрӗсене пӗрлештерӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мӗтри Ваҫлейӗ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Куснар-Иванов Станислав Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Якимов Сергей Александрович, агроном, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |