Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Кинематографистсем Чӑваш кино кунӗ тӑвасшӑн

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 03.02.2016 19:41 | 1894 хут пӑхнӑ
Персона

Чӑваш Республикинчи кинематографистсен пӗрлешӗвӗ тӑван халӑхӑмӑрӑрӑн пӗрремӗш киноактриси ҫуралнӑранпа 113 ҫул ҫитнине ҫӑкӑр-тӑварпа асӑннине пӗлтерет.

ЧР кинематографистсен пӗрлешӗвӗн пайташӗсем тата чӑваш киноискусствипе кӑсӑкланакансем Тани Юнӑн Карачура патӗнчи масар ҫинчи вилтӑпри ҫине кайса килнӗ. Ушкӑна пӗрлӗх пуҫлӑхӗ Ультияр Цыпленков ертсе пынӑ. Унпа пӗрле унӑн ҫумӗ Илтимӗр Ефремов, Тани Юн тӑванӗ Светлана Березкина поэтесса, Юрий Сергеев режиссер, Юрий Спиридонов кинопродюсер, Николай Сахаров видеооператор тата 90-мӗш ҫулсенче «Чӑвашкино» пуҫлӑхӗ пулнӑ кайнӑ.

Кинематографистсем 2016, 2017, 2018-мӗш ҫулсем наци кинематографишӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ ҫулсем пулнине палӑртнӑ. Кӑҫал, ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, пӗрремӗш чӑваш фильмӗ «Атӑл пӑлхавҫисем» пысӑк экран ҫине тухнӑранпа 90 ҫул ҫитет. Ҫав куна халалласа ҫӗртмен 23-мӗшне Чӑваш кино кунӗ ят парсан тесе шухӑшлаҫҫӗ масар ҫине пухӑннӑ хастарсем. 2017 ҫулхи раштав уйӑхӗн 28-мешӗнче кино ӳкерес, сутас тата халӑх патне фильмсене илсе ҫитерес тесе йӗркеленӗ «Чӑвашкино» киностудине йӗркеленӗренпе 90 ҫул ҫитет. Наци киностудийӗ тата прокат системи пулмасӑр паха фильмсем кӑлараймӑн, халӑх патне илсе ҫитереймӗн тенӗ кинематографистсем, ҫавӑнпа «Чӑвашкино» киностудине ҫӗнӗрен чӗртмелли ҫинчен калаҫнӑ. 2018-мӗш ҫулта Тани Юн (Т.С. Максимова-Кошкинская) ҫуралнӑранпа 115 ҫул, чӑвашсен профессиллӗ театрне, «Чувашкино» киностудине пуҫаракан И.С. Максимов-Кошкинский ҫуралнӑрнпа 125 ҫул ҫитет. Ҫав ятпа Шупашкарти Ленин проспектӗнче вӗсем пурӑннӑ 14-мӗш номерлӗ ҫурт ҫине Тани Юна халалласа асӑну хӑми уҫмалла тата Шупашкарти пӗр-пӗр урама Тани Юн ятне парас шухӑша асӑнса хӑварнӑ. Чӑваш академи драма театрӗн сулахай пултаруллӑ ҫак мӑшӑрӑн ячӗпе сквер уҫмалла, унта палӑк лартмалла тесе те каланӑ.

#кино, #Шупашкар районӗ, #Кино ҫулталӑкӗ, #ӳнер, #астӑвӑм, #Карачура

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://avan-kino.com/a/news/51.html
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем