Шупашкар районӗнчи Иккассинчи шкула вырӑнти пӗлтерӗшлӗ истори палӑкӗсен статусне парасшӑн. Кун пирки кӑшт маларах «Правда ПФО» интернет-хаҫат пӗлтернӗччӗ.
Вӑл шкулта Николай Шупуҫҫынни сӑвӑҫ, Федор Павлов композитор пӗлӳ илнӗ. Тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларакан Иван Яковлев ҫине тӑнипе уҫнӑ ӑна.
Унта паян «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» корреспонденчӗ Елена Атаманова пулнӑ. Асӑннӑ кӑларӑм Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫитнине халалласа «Иван Яковлев уҫнӑ шкулсем» ҫӗнӗ рубрика уҫасшӑн.
Хаҫатҫӑ «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «шкул ҫурчӗ паянхи кун та ҫирӗп. 1997–1999 ҫулсенче вӑл вӗренекенсене хӑйӗн ытамне ҫӗнӗрен йышӑннӑ. Ҫурта ӗлӗкхилле кӑмака хутса ӑшӑтнӑ».