Чӑваш Енри пурӑнмалли темиҫе ҫурта халӗ те ӑшӑ паман-ха. Юпа уйӑхӗнчи ҫивӗч ыйтӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тунти кунхи планеркӑра хускатнӑ чух яваплисене ку ыйтупа ҫине тӑмаллине асӑрхаттарнӑччӗ. Ун хыҫҫӑн ЧР Стройминӗ лару-тӑрӑва кунсерен тишкерет, ЧР Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр инспекцийӗ те тӑрӑма сӑнать. Апла пулин те Ҫӗмӗрлери Щорс урамӗнчи пӗр, Шупашкарти Ленин урамӗнчи 52-мӗш ҫуртсенче тата Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищин общежитийӗнче ӑшӑ паман-ха. Унта ӑшӑ тытӑмне кӗр енне юсама пуҫласа кайнӑ. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, Шупашкар районӗнчи Иккассинчи икӗ хутлӑ, 12 хваттерлӗ ҫурта та хутма тытӑнман. Ӑна малашне котельнӑй мар, кашни хваттерте вырнаҫтарнӑ наз кӑмакисем ӑшӑтса тӑрӗҫ. Халӗ ҫурта газ кӗртессипе тимлеҫҫӗ.