Ӗнер Чӑваш Енри Халӑхсен туслӑх ҫуртӗнче Тани Юн киноактриса ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалласа «Я актриса из Чербай» (чӑв. Эп Чурпай ялӗнчи актриса) ятпа астӑвӑм каҫӗ иртнӗ.
Савӑнӑҫлӑ пулӑма Чӑваш Енӗн культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Константин Яковлев, чӑваш парламенчӗн спикерӗ Валерий Филимонов, Шупашкар хула пуҫлӑхӗн ҫумӗ Николай Владимиров, Чӑваш Енри Кинематографистсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Олег Цыпленков хутшӑннӑ. Тани Юнӑн тӑванӗн хӗрӗ Светлана Березкина поэт та пулнӑ.
Тухса калаҫакансем Тани Юн киноактерӑн пултарулӑхне пысӑка хурса хакланӑ май ун пеккисен ятне асра тытмаллине палӑртнӑ. Сӑмах май, Чӑваш Енри кинематографистсен пӗрлешӗвӗн хастарӗсем 2016 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Шупашкарти урамсенчен пӗрне чӑвашран тухнӑ пӗрремӗш актриса ятне пани вырӑнлине асӑннӑччӗ. Ҫак ӑнтӑлу пурнӑҫа кӗнӗпе пӗрех.