Республикӑра
![]() Кӑҫал «Чӑвашавтотрансӑн» тепӗр филиалӗ ӗҫлеме пӑрахнӑ. Ҫак кунсенче Вӑрмарти автотранспорт предприятийӗ хупӑннӑ. Сӑмах май, иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнче унти ӗҫченсем шалу тӳлеменнипе забастовка тунӑ. Ун чухне ку ыйтӑва икӗ эрнере татса панӑ. Анчах ҫынсене шалу пӗрех тӳлемен. Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен вара предприятие усламҫӑсен аллине панӑ. Ӗҫченсем вара ӗҫ укҫисӗр тӑрса юлнӑ. Аптӑранӑскерсем «Урмары.РФ» редакцирен пулӑшу ыйтнӑ. Ҫырура вӗсем ӗҫ укҫине юпа уйӑхӗнче те паманнине палӑртнӑ. Предприятире вӑй хунӑ ҫынсен пӗр пайӗ усламҫӑсем патне ӗҫе кӗнӗ. Усламҫӑсем халӗ 14 маршрут ҫӳретет. Анчах вӗсем кӑмӑллах мар, маршрутсем тупӑш кӳмеҫҫӗ, ҫавӑнпа вӑхӑтлӑха ҫеҫ ӗҫлеме килӗшнӗ. Аса илтерер: кӑҫалтан Етӗрнери АТП та усламҫӑсен аллине куҫнӑ. Ун чухне 78 ҫын ӗҫсӗр тӑрса юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Нарӑс уйӑхӗн 11 тата 12-мӗшӗсенче Чӑваш Енре Пӗтӗм Раҫҫейри хӗллехи спорт тӗсӗсен кунне ирттерӗҫ. Уявӑн тӗп лапамӗ «Олимпийский» стадионти каток пулӗ. Унта нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 16 сехет ҫурӑра спорт уявӗ иртӗ. Унпа килӗшӳллӗн хӗллехи спорт тӗсӗсемпе ӑсталӑх класӗсем иртӗҫ. Вӗсене паллӑ спортсменсем ертсе пырӗҫ. Ӑсталӑх класӗсем хыҫҫӑн фейерверк ярӗҫ, пӑр ҫинче ташӑ каҫӗ иртӗ. Унтах ҫынсем конькипе ярӑнӗҫ. Нарӑсӑн 11-мӗшӗнче вара Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулӗнче «Шупашкарти электроаппарат савучӗн» йӗлтӗр эстафети иртӗ. «Вертикаль» ту йӗлтӗр спорчӗн центрӗнче ҫынсем ярӑнӗҫ. Сӑмах май, кунашкал спорт мероприятийӗ пирӗн республикӑра виҫҫӗмӗш хут иртет. Ӑна пӗрремӗш хутчен 2014 ҫулти Олимп вӑййисене халалласа йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Ял пурнӑҫӗ
Хальхи ҫамрӑксене пирӗнтен хӑшӗсем ҫӑмӑлттай, вӗсене ним кирлӗ мар тесе хурлама пӑхаҫҫӗ. Вӗсем йытӑ хӑваласа кӑна ҫӳреҫҫӗ текенсем йӑнӑшнине ӗнер «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» туслӑ йышӗпе Вӑрмар районӗнче пулнӑ чух хам куҫпа курса тепӗр хут ӗнентӗм. Мускав хулинчи аслӑ шкулсенчен пӗринче вӗренекен каччӑ пӗр ик ҫул каяллах: «Пирус туртни халӗ модӑра мар. Ҫамрӑксен трендне пӗлместӗн эсӗ», — тени асра юлнӑччӗ-ха. Музейсемпе театрсене ҫӳреме юратакан ҫав яш ҫӗршывӑн тӗп хулинче кӑна мар, тӑван тӑрӑхне килсен те хӑш культура учрежденийӗнче мӗнле премьера пынипе кӑсӑкланать. Мускавра пӗрле вӗренекен, ҫӗршывӑн тӗп хулинче пурӑнакан юлташӗпе Чӑваш Ене ҫитсен те вӗсем тӳрех театра ҫул тытаҫҫӗ. «Вӗсем ҫӳреҫҫӗ пуль-ха. Ялта пурнӑҫ ҫапах та урӑхла. Тунсӑхпа аптӑранӑ ҫамрӑксем эрехпе айкашаҫҫӗ», — шухӑшлать пӗлӗшӗм. Вӑрмар районӗнчи Ҫӗнӗ Пинер ял тӑрӑхӗнче пултӑмӑр та унта пурнӑҫ урӑхла вӗрени кӑмӑла ҫӗклерӗ. Пире савӑнтарни: ҫамрӑксен шухӑшлавӗ-ӑнтӑлӑвӗ ылмашни. Ҫакна асӑрханине вӑл енчи ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Василий Шуйский те палӑртрӗ. |
Политика
![]() Алена Аршинова хутшӑннӑ канашлу Йышӑнакан саккунсене ҫынсен малтанах пӗлмелле тесе шухӑшлать Раҫҫейӗн Патшалӑх Думине Чӑваш Енрен суйланнӑ Алена Аршинова. «Фейсбукра» вӑл республикӑри муниципалитетсен ертӳҫисемпе, чӑваш парламенчӗн депутачӗсемпе иртнӗ канашлура тухса калаҫнине пӗлтернӗ. Ҫамрӑк та хастар депутат шухӑшланӑ тӑрӑх, саккун йышӑнма парламентарисен кӑна мар, районсемпе хуласен пуҫлӑхӗсен те, Депутатсен районти пухӑвӗсен ертӳҫисен те сӗнмелле. 2016 ҫулта республикӑн Патшалӑх Канашӗ 300 ытла саккун йышӑннӑ, ҫав шутран улттӑшне ҫеҫ муниципалитетсенчи Депутатсен пухӑвӗсем пуҫарнӑ. Алена Аршинова кирек епле саккун проектне те, йышӑнӑва та ҫынсен малтанах пӗлмелле тесе шухӑшлать. «Халӑхӑн ыйтусем пулсан ытларах тӗл пулмалла, сӳтсе явмалла», — ҫырнӑ вӑл «Фейсбукра». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Нарӑсӑн 12-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗ черетлӗ, 96-мӗш, ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Ҫав ятпа ун чухне наци музейӗнче тата унӑн филаилӗсенче (В.И. Чапаев ячӗллӗ музейсӑр пуҫне) экспозицисемпе куравсемпе тӳлевсӗр паллашма чӗнеҫҫӗ. Коммерцилле куравсемпе паллашас текенсен кӑна укҫа кӑларса хума тивӗ. Наци музейӗнче «Чӑваш Енре авал пурӑннисем: арехологипе палеонтологи даннӑйӗсем тӑрӑх», «Чӑваш халӑхӗпе Чӑваш Енӗн историйӗ IX ӗмӗртен пуҫласа ХХ ӗмӗр пуҫламӑшӗччен», «ХХ ӗмӗрти Чӑваш Ен», «Этем тата ҫут ҫанталӑк» экспозицисемпе «Мана эс каҫсерен тӗлленетӗн, Афган», «Мезозой тинӗсӗсен драконӗсем» курав ӗҫлет. Музейӑн ӗҫ кунӗ: 10.00 – 18.00. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: 62-55-66. Музейпа курав центрӗнче Чӑваш енӗн Ҫар мухтавӗн музейӗпе паллашма май килӗ. Ӗҫ вӑхӑчӗ: 10.00 – 18.00, тунтикун канаҫҫӗ. Телефон: 62-01-78. Чӑваш тӗррин музейӗпе паллашас тесен вӑл 10.00 – 18.00 сехетсенче уҫҫине шута илмелле. Вырсарникунпа тунтикун канаҫҫӗ. Телефон: 62-03-44. К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче яланхи экспозици ӗҫлет, «Выразитель мудрости народной», Петӗр Хусанкайӑн 110 ҫулхине халалланӑ «Манӑн ҫӑлтӑр тӳпере», А. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Мӑн Ҫавал урлӑ хывнӑ кивӗ кӗпер. Аҫтахар Плотников тунӑ сӑн. Ҫӗрпӳ кӗперне пӗлтӗр туса пӗтереймессине хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ. Аса илтеретпӗр, Упрдор Сарӑтури «Волгомост» ячӗпе килӗшӗве пӑрахӑҫлама ыйтса янӑ тавӑҫа республикӑн Арбитраж сучӗ тивӗҫтернӗччӗ, заказчик валли 116 миллион та 424 пин тенкӗ шыраса илме йышӑннӑччӗ. Анчах «Волгомост» кун пек йышӑнупа килӗшмен. Вӑл Улатимӗрти пӗрремӗш Арбитраж судне аппеляци ҫӑхавӗ ҫырнӑ. Ҫӑхава малтан пӑхса тухман, мӗншӗн тесен ӑна тӗрӗс мар хатӗрленӗ. Кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче ӑна производствӑна илнӗ. Аппеляци ҫӑхавне нарӑсӑн 27-мӗшӗнче пӑхса тухмалла. Суд пынӑ вӑхӑтра Ҫул-йӗр управленийӗ (вӑл — ӗҫӗн заказчикӗ) ҫӗнӗ подряд организацине шыраймӗ, апла пулсан кӗпер хута ярас вӑхӑт тӑсӑлса каяссине тӗшмӗртме йывӑр мар. Ҫӗрпӳри кӗпере 2015 ҫулта аран-аран хута янӑччӗ. Кайран тепӗр пайне тума тытӑннӑччӗ. Кӗпер патне пымаллине Сарӑтури «Волгомост» тумалла пулнӑ. Вӑл вара утӑн 19-мӗшӗнче панкрута тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нарӑсӑн 2-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Йӗпреҫ районӗнче пулнине эпир пӗлтернӗччӗ. Муниципалитетӑн иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлӗпе паллашма Шупашкартан пырса ҫитнисене вырӑнти тӳре-шара хӑйсен тӑрӑхӗнчи пурнӑҫ пирки отчетланӑ. Республикӑран кайнисем те трибуна умне тухнӑ. Михаил Игнатьев обществӑлла апатлану предприятийӗсен тавар ҫаврӑнӑшӗпе район Чӑваш Енре чи начарри пулнишӗн ӳпкеленӗ. Пухура пулнӑ Андрей Иванов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти ертӳҫи, чӑваш парламенчӗн депутачӗ Николай Малов йӗпреҫсене хӳтӗлеме пӑхнӑ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, обществӑлла апатланури тавар ҫаврӑнӑшӗ чакнин сӑлтавӗнчен пӗри уйрӑлакансен хисепӗ 12 процент сахалланнипе ҫыхӑннӑ. Николай Малов шучӗпе, ҫемьесем арканманнине кура «килте лайӑхрах та тутлӑрах пӗҫереҫҫӗ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Мускав кӗперӗн карти ҫапла пулӗ Шупашкарти тӳре-шара Мускав кӗперӗн карти епле пулассине палӑртнӑ. Ӑна чӑваш тӗрриллӗ тӑвӗҫ. Хулашӑн пӗлтерӗшлӗ объекта юсасси епле пынине Шупашкарӑн сити-менеджерӗ Алексей Ладыков хакланӑ. Вӑл кӗпере ҫутатассин варианчӗсене пӑхса тухса ҫӗнетме хушнӑ. Юсав графикпа килӗшӳллӗ пурнӑҫланса пырать иккен. Алексей Ладыков каланӑ тӑрӑх, укҫа-тенке вӑхӑтра уйӑрса парсан кӗпере Республика кунӗ валли уҫмалла. Сӑмах май, ку объекта маларах 2017-мӗш ҫул пуҫламӑшӗ тӗлнех хута ярас тенӗ, анчах кайран вӑхӑта куҫарнӑ. Асӑннӑ кӗпере юсаса ҫӗнетме федераци хыснинчен укҫа килмелле. Кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев республикӑн транспорт тытӑмӗ валли 340 миллион тенкӗ уйӑрасси пирки хушу алӑ пусни паллӑ. Ҫав укҫана Мускав кӗперӗ тума ярасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Шупашкар мэрӗн малашне икӗ ҫум пулӗ. Ӗнер депатут корпусӗ Ирина Клементьева сӗннӗ кандидатурӑсене ырланӑ. Сасӑлавра пурте тенӗ пекех алӑ ҫӗкленӗ. Ҫапла майпа Ирина Клементьевӑн ҫумӗсем Виктор Горбунов тата Николай Владимиров пулӗҫ. Виктор Горбунов Шупашкар аталанӑвӗ, хула хуҫалӑхӗ тӗлӗшпе ӗҫлӗ. Николай Владимиров вара вырӑнти управлени, экономика тата социаллӑ политика ыйтӑвӗсемпе ӗҫлӗ. Вӗсем те Ирина Клементьева пекех ӗҫ укҫисӗр ӗҫлӗҫ. Сӑмах май, унччен хула мэрӗн пӗр ҫум ҫеҫ пулнӑ. Халӗ Ирина Клементьева урӑх ҫӗрте те вӑй хунине шута илсе икӗ ҫум тума йышӑннӑ. Владимировпа Горбуновсӑр пуҫне тепӗр кандидатура та пулнӑ. Анчах Александр Андреев хӑйӗн вырӑнне Дмитрий Евсеева йышӑнма сӗннӗ. Анчах лешӗ хирӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтерет. Вӑл — пӗр промышленноҫ предприятийӗн тӗп директорӗ те (ҫӑлкуҫ ятне асӑнмасть). Следстви версийӗ тӑрӑх, 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче депутат Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи кафере пулнӑ. Унта вӑл 32 ҫулти арҫынпа хирӗҫсе кайнӑ. Хӗрӳленсе кайнӑ «халӑх тарҫи» ҫамрӑка хырӑмӗнчен темӗнле япалапа чикнӗ. Шар курнӑ арҫынна пульница илсе кайнӑ. Тухтӑрсем ӑна пулӑшу кӳнӗ. Экспертсем палӑртнӑ тӑрӑх, депутат арҫыннӑн сывлӑхне ҫӑмӑл сиен кӳнӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе следовательсем малалла тишкереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.07.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Молостовкин Гаврил Александрович, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тимаков Вениамин Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |