Шупашкарта полицейскисем ҫамрӑк хӗрарӑма тытса чарнӑ. Вӑл тивӗҫлӗ канури хӗрарӑмӑн 700 пин тенке яхӑн укҫине вӑрланӑ.
Ҫакскер ватӑ ҫыннӑн хваттерне собесран килнӗ тесе кӗнӗ. Чеескер хӗрарӑмӑн айванлӑхӗпе тата ырӑ кӑмӑлӗпе усӑ курса укҫине вӑрланӑ. Телее, вӑрра темиҫе сехетрен тытса чарма май килнӗ.
Кил хуҫи ҫав кунах полицие шӑнкӑравланӑ. Иртен-ҫӳрен ҫав хӗрарӑмӑн машинин номерне астуса юлнӑ. Ӑна татса чарас тесе «Перехват» план хута кайнӑ.
Машина номерне хулари пӗтӗм патруле пӗлтернӗ. Кӗҫех «объекта» тӗп урамсенчен пӗринче асӑрханӑ. Полицейскисем хӑвалама тытӑннӑ, лешӗ тарайман.
Машинӑра Кострома, Ярославль облаҫӗсенчи тӑватӑ ҫын ларнӑ. Пӗрин сумкинче ватӑ хӗрарӑмӑн 700 пин тенкине тупнӑ. Кил хуҫипе хӗрарӑм полици уйрӑмӗнче тӗл пулнӑ. Лешӗ макӑрса каҫару ыйтма пикеннӗ, анчах кинемей унӑн юри хӑтланӑвне ӗненмен. Полицейскисем ватӑ ҫынсене тепӗр хутчен аса илтереҫҫӗ: тимлӗрех пулмалла, ют ҫынсене хваттере кӗртмелле мар.