Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +29.0 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Киле кӗрсех 77 пин тенкӗ вӑрланӑ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Софья Савнеш 26.03.2017 17:21 | 904 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Пӗр арҫын Шупашкарта пурӑнакан 85 ҫулти хӗрарӑма шӑнман пӑр ҫине лартса хӑварнӑ. Вӑл унӑн укҫи-тенкине вӑрланӑ.

ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче арҫын ватӑскер патне (вӑл ун чухне урамра пулнӑ) пынӑ та патшалӑх уйӑрнӑ укҫа-тенке илсе килнине пӗлтернӗ. Унтан хайхискер хутсене хатӗрлемешкӗн паспорт ыйтнӑ.

Вӗсем пӳрте кӗнӗ. Хӗрарӑм документсем шыранӑ чухне арҫын укҫа-тенкӗ ӑҫта выртнине асӑрханӑ. Унтан хайхискер отчет тума кирлӗ тесе хӗрарӑма урӑх халат тӑхӑнма ыйтнӑ, кайран сӑн ӳкерӗнме имӗш. Вӑл пӑрӑнсан кӗтмен хӑна 77 пин тенкӗ вӑрланӑ. Унтан почтальонпа тата укҫапа таврӑнма шантарса тухса кайнӑ.

Ҫав арҫын 30–35 ҫулти пек курӑнать, 170 сантиметр ҫӳллӗш, ҫаврака питлӗ, тӗреклӗрех. Йӗрке хуралҫисем ӑна шыраҫҫӗ.

#Шупашкар, #ултав, #укҫа-тенкӗ, #ваттисем, #вӑрӑсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ултамалли ҫӗнӗ меслет шухӑшласа кӑларнӑ
2016, 09, 14
Ултавҫӑсене икӗ пенси укҫине куҫарса панӑ
2016, 09, 23
Ватӑ хӗрарӑм сертификат илес тесе 292 пин тенкине ҫухатнӑ
2016, 12, 25
Килсӗрсене икӗ хутчен апатлантараҫҫӗ
2017, 01, 21
Маршруткӑра енчӗкри укҫана вӑрланӑ
2017, 02, 10

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org