Ял пурнӑҫӗ
![]() Шупашкар районӗнчи Явӑшра пурӑнакансем юртан танк ӑсталанӑ. Т-34 тӑвиччен икӗ ҫул каялла вӗсем юрпа пӑртан Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи хыҫҫӑнхи танк тунӑ. Ҫамрӑксен хальхи ӗҫӗ вара унчченхинчен ӑнӑҫлӑрах пулса тухнӑ. Ҫапах та порталтисем танка темле те хакласа тултарнӑ: хурласа та, мухтаса та. Танка ӑсталанӑ ҫамрӑксем ӗҫе тӗксӗм симӗс сӑрланӑ. Аякран пӑхсан ӑна чӑннинчен уйӑрса илме те йывӑр. Борт номерӗ — 021. Танк ҫине вырӑсла: «За Родину» (чӑв. Тӑван ҫӗршывшӑн!), — тесе ҫырнӑ. Тӑрринче СССР ялавӗ вырӑн тупнӑ. Танка ялти Явӑш урамӗнчи 42-мӗш ҫурт умне вырнаҫтарнӑ. Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен» хаҫат хыпарланӑ тӑрӑх, танк модельне Александрпа Алексей Федоров пӗр тӑвансем тата вӗсен тусӗ Дмитрий Романов ӑсталанӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Смартфонсем валли кӑҫал ҫӗнӗ приложени тухмалла. «Амикуму» ятлӑскер пӗр-пӗр чӗлхене пӗлекене шыраса тупма пулӑшмалла. Андроид тата iOS валли хатӗрленӗскере утӑ уйӑхӗ тӗлне кӑларасшӑн. Ҫӗнӗ приложенипе пуш уйӑхӗнче те паллашма пулать — вӑл вӑхӑтра унӑн тӗрӗслев тапхӑрӗ пырӗ, ҫавна пула «Амикуму» эсперантолла кӑна пулӗ. Амикуму мӗнле ӗҫлӗ? Енчен те, сӑмахран, сире пӗр-пӗр тутарла пӗлекен ҫын кирлӗ пулса тӑчӗ пулсан ятарлӑ пускӑч ҫине пуснӑ хыҫҫӑн приложение тутарла пӗлекен ҫывӑхри ҫынсене тупса парӗ. Сирӗн вара ҫав ҫынпа ҫыхӑнасси кӑна юлӗ. Калама кӑмӑллӑ — ытти чӗлхесемпе пӗрлех унӑн интерфейсӗ чӑвашла та пулӗ. Пирӗн чӗлхеллӗ верси чи малтан кӗртнисен йышӗнче пулӗ. Амикуму приложенине тума укҫана Кикстартер платформа урлӑ пухнӑ. Пурӗ 27 пин евро пуҫтарнӑ (1,8 млн тенкӗ). Пулӑшакансем тӗнчен тӗрлӗ кӗтесенчен пулни паха — Раҫҫейрисем 7-мӗш вырӑнта пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Нумаях пулмасть Шупашкарта «КЭС-баскет» ятпа шкулти баскетбол лигин регионти тапхӑрӗ иртнӗ. Ҫавна май «Ҫӑлтӑрсен матчне» йӗркеленӗ. Унта «Бывшие школьники» (чӑв. Ӗнерхи шкул ачисем) тата сезонти чи вӑйлӑ вӑйӑҫӑсем пуҫтарӑннӑ. «Ӗнерхи шкул ачисен» ушкӑнне Чӑваш Енӗн Правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин ертсе пынӑ. VIP-дружинӑна ҫавӑн пекех физкультура тата спорт министрӗ Сергей Шелтуков, унӑн ҫумӗ Игорь Головин, Шупашкар хулин физкультура управленийӗн пуҫлӑхӗ Александр Малов, тата ыттисем кӗнӗ. «Ҫӑлтӑрсен» ушкӑнӗнче баскетбол енӗпе СССР тава тивӗҫлӗ спорт маҫтӑрӗ, 1992 ҫулхи Олимп чемпионки Светлана Антипова тата хальхи вӑхӑтри ӑста баскетболистсем вылянӑ. Вӑйӑ VIP-команда 38:37 шутпа ҫӗнтернипе вӗҫленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Михаил Игнатьевпа Юрий Акиньшин Паян ирпе Чӑваш Республикин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ пайташне ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫе Юрий Акиньшин йышӑннӑ. Полпред пирки «Правда ПФО» интернет-хаҫат вӑл агроном тата юрист пулнине хыпарланӑ. Юрий Акиньшин Ставропольти ял хуҫалӑх академийӗнче тата Ҫурҫӗр Кавказри патшалӑхӑн техника университетӗнче вӗреннӗ. Ставрополь крайӗнче тата федерацин влаҫ органӗсенче чылай ҫул ӗҫленӗ. Юрий Акиньшин 2009–2013 ҫулсенче РФ Росреестрӗн ертӳҫин ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Анчах ӑна унтан тӗрӗслев хыҫҫӑн хӑтарнӑ пулать. Полпред тивӗҫне пӗлтӗрхи ҫулларанпа Валерий Шакин пурнӑҫланӑччӗ. Тулли праваллӑ элчӗре талпӑнуллӑ тимленипе палӑрнӑ Вӑрнар районӗнчи Аҫӑмҫырми ялӗнче ҫуралнӑ Леонид Волков тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Шанса панӑ укҫапа тивӗҫлӗ усӑ курман тесе шухӑшланӑран пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче ӑна ӗҫрен хӑтарнӑччӗ, килтен тухмалла мар йышӑннӑччӗ. Леонид Волков ҫӗршыв Президенчӗ патне темиҫе хутчен ҫырчӗ. Ҫулталӑк вӗҫӗнче ӑна ирӗке кӑларчӗҫ, пуҫиле ӗҫ, шел пулин те, вӗҫленмен — тӗпчев малалла пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Белгород облаҫӗнчи 10 ҫулти ача пилӗк шӑпӑрлана ҫӑлнӑ. Вӗсене пӗчӗкскер ҫунакан пӳртрен илсе тухнӑ. Вунӑ ҫулти хӗрача хӑтарнисем — унӑн виҫӗ шӑллӗпе икӗ йӑмӑкӗ. Пушар тухнӑ пӳртре ҫемье ултӑ ачапа пурӑннӑ. Ҫурта газ кӗртмен пирки ӑна вутӑ хутса ӑшӑтнӑ. Нарӑсӑн 2-мӗшӗнче ачасен амӑшӗ вӑрман касма кайнӑ. Ҫемьери аслӑ ачана, 10 ҫулти хӗр пӗрчӗке, кӗҫӗннисене пӑхма хушса хӑварнӑ. Кухньӑра пушар тухсан хӗрача ҫулӑма шыв сапса сӳнтерме пӑхнӑ. Ӗҫ тухманнине ӑнлансан вӑл шӑллӗ-йӑмӑкне ҫӑлма шут тытнӑ. Вӗсене вӑл чӳречерен, пӗрин хыҫҫӑн теприне, кӑларнӑ. Кантӑка вӑл аллипе ҫапса ватнӑ. Пурне те кӑларса пӗтернӗ вӑхӑтра ун патне кӳршисем чупса пынине асӑрханӑ. Ҫав самантра ача тӑн ҫухатнӑ. Шел пулин те, ҫулӑмра пӳрт, сӗтел-пукан, япаласемпе хутсем кӗлленнӗ. Пушар электропӑралукран тухнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() «Чӑвашавтотранс» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗнчи йывӑр лару-тӑру пирки эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Унӑн Вӑрмарти филиалӗнче шалу илеймен водительсем иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнче забастовка тунӑччӗ, каярах предприятие хупнӑччӗ. «Чӑвашавтотранс» пуҫлӑхне суйламалли конкурс ҫывӑх вӑхӑтра иртмелле. Чӑваш Енри тӳре-шара республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствин предприятийӗ шутланакан «Чӑвашавтотранса» сыватасси ҫинчен шухӑшлать. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ маршрутсемпе турттарма тата автотранспорт туянма хыснаран ҫулсерен укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Патшалӑх енчен чылай пулӑшсан та унта укҫа-тенкӗпе экономика енчен йывӑр лару-тӑру сиксе тухнӑ: тупӑш курасси иртнӗ ҫул унчченхинчен 5,6 процент сахалланнӑ, пассажирсене турттарасси юлашки тӑватӑ ҫулта 22 процент чакнӑ. Куншӑн предприятин менеджментне ӳпкелеҫҫӗ. Михаил Игнатьев Элтепер ЧР Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствине, Юстици министерствине, Экономика министерствине предприятине финанс тӗлӗшӗнчен сыватмалли план хатӗрлеме хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Культура
Раҫҫей патшалӑхӗнче кризис текен япала паянхи кун та хӑйне лайӑх туять, вӑл ниҫта та ҫухаласшӑн мар-ха пулас. Ҫакна эпир пирӗн пурнӑҫра лайӑх куратпӑр — хаксем хӑпараҫҫӗ, ҫынсен тупӑшӗсем чакаҫҫӗ. Кашнийӗ ҫак лару-тӑрӑва хӑйне пӗлнӗ пек хӑнӑхма тӑрӑшать. Пӗрисем йӳнӗрех япаласем ҫине куҫаҫҫӗ, теприсем маларах туянма ӗмӗтленнӗ япаласене каярахри вӑхӑта куҫараҫҫӗ, виҫҫӗмӗшӗсем — тепӗр май тупаҫҫӗ. Паллах, патшалӑх та вӗсенчен юлмасть. Май ҫитнӗ таран тӑкаксене пӗчӗклетесшӗн, унтан-кунтан перекетлӗх шырать. Ман шутпа, пирӗн республикӑра хамӑрӑн культурӑна аталантарма питӗ сахал укҫа уйӑраҫҫӗ пек. Ҫакна курас тесе эп паян 2017 ҫулӑн хысна тӑкакӗсене тишкерес терӗм. Пӗтӗмӗшле тӑкак тӑрӑх йӗркеленӗ хыҫҫӑн культура пайӗ 8-мӗш вырӑна кайса ларчӗ. 2017 ҫулта культура пайне 593 миллион тенкӗ ытла (1,7%) тӑкакласшӑн. Ытти ҫулхисемпе танлаштарсан — ку, паллах, ытларах. 2016 ҫулта 498 пин, 2015 ҫулта — 581 пин уйӑрнӑ пулнӑ. Тишкернӗ май кӑсӑклӑ япаласем те тупӑнчӗҫ. Сӑмахран, пирӗн республикӑн тӗп тӑкакӗсем шутне социаллӑ политикӑна (пенси таврашӗ, ытти тӗрлӗ пулӑшу) /32,25%/, вӗренӗве (шкулсем, ача пахчисем) /29,37%/, наци экономикине (кунта мӗн кӗнине чухламастӑп, анчах вӑл тӗлӗшпе тӑкаксем ӳснӗ) /16,58%/, патшалӑх тӑкакне (тӳре-шарана тытса тӑма пулас) /6,5%/, сывлӑх сыхлавне (пульницӑсем тата ытти) /4,79%/, кил-ҫурт тата коммуникаци /1,29%/ кӗртме пулать. |
Персона
![]() Ирина Бородина тата Вениамин Селифанов прокурорсем Чӑваш Енри ҫутҫанталӑкшӑн малашне Ирина Бородина прокурор яваплӑ пулӗ. Унпа ӗнер, нарӑсӑн 7-мӗшӗнче, республика Элтеперне Михаил Игнатьева Атӑлҫи регионсем хушшинчи ҫутҫанталӑк прокурорӗ Вениамин Селифанов паллаштарнӑ. Вӑл Ирина Бородинан ку отрасльти ӗҫ опычӗ пуяннине палӑртса хӑварнӑ. Юлашки икӗ ҫулта Ирина Бородина Череповецра регионсем хушшинчи ҫутҫанталӑк прокурорӗнче тӑрӑшнӑ. Михаил Игнатьев Элтепер пирӗн республика Правительствишӗн ҫутҫанталӑк хӑрушсӑрлӑхӗ тӗп направлени пулнине, мӗншӗн тесен унтан этем сывлӑхӗ килнине палӑртнӑ. Ҫут ҫанталӑка хӳтӗлекен прокурорсем пирӗн тӑрӑха ырланӑ. Вениамин Селифанов, сӑмахран, кунта пурӑнма тата ӗҫлеме хӑтлине пӗлтернӗ. Ирина Бородина Чӑваш Енре ӗҫлесси уншӑн чыс тесе каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушнипе унти тӳре-шара пассажирсене коммерци маршручӗпе турттаракан автобуссен ӗҫне тӗрӗсленӗ. Кунта уйрӑм ҫынсен ГАЗелӗсемпе ҫавӑн йышши машинисем пирки каламалла. Чи хӑрушӑ маршрутсен шутне 61-мӗш тата 65-мӗш номерлисене кӗртнӗ. Хӑрушӑ маршрутсен танлаштарӑмне транспорт хуҫисем машинӑна епле хӑвӑртлӑхпа хӑвалани тӑрӑх хатӗрленӗ. Критери вырӑнне пӗр сехетре 82 километртан ӳстернине кӗртнӗ. Хӑвӑртлӑха ӳстернисем кӑҫалхи кӑрлачра 2016 ҫулхи раштавринчен 59 процент йышланнӑ. Ю.Г. Вангаев тата Н.Ш. Шарафутдинов уйрӑм усламҫӑсем тытса тӑракан маршрутҫӑсем хӑвалама уйрӑмах кӑмӑллаҫҫӗ иккен. 43-мӗш тата 49-мӗшпе (хуҫисем — «ГТП» общество тата В.И. Захаров уйрӑм усламҫӑ) ҫил вӗҫтерсе ҫӳремеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Сивӗ ҫанталӑк тӑнӑ май республикӑра каллех ҫынсем шӑнса вилнӗ. Кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче Шупашкарти Хусанкай урамӗнче Етӗрнере пурӑнакан 25 ҫулти каччӑ виллине тупнӑ. Вӑл унта мӗнле лекнине хальлӗхе пӗлмеҫҫӗ. Шупашкартан шапаша кайма хатӗрленнӗ вӑл. Нарӑсан 6-мӗшӗнче Бауман урамӗнче 33-ри арҫын шӑнса вилнӗ. Вӑл нарколог патӗнче шутра тӑни, эрех ӗҫни паллӑ. Арҫын урамра майкӑпа труҫҫи вӗҫҫӗнех выртнӑ. Патӑрьел районӗнчи Начар Упи ялӗнче 48-ти арҫын шӑнса вилнӗ. Вӑл ферма ҫывӑхӗнче выртнӑ. Сӑкӑт ялӗнче вара 61-ти арҫын арӑмне кил умӗнче тупнӑ. Вӑл та шӑнса вилнӗ. Ҫак ҫынсене пусмӑрласа вӗлерменни паллӑ. Вӗсен тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.08.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чурпай Николай Иванович, чӑваш ҫыравҫи, кулӑш ӑсти ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |