Культура
![]() Джон Уоррен Шупашкарти 203-мӗш ача пахчинче. Cap.ru порталти сӑн ӳкерчӗк «НТВ» телеканалпа кӑтартакан «Поедем, поедим» проект ертӳҫи Джон Уоррен Чӑваш Енре пулнине Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер, телеканал пирӗн тӑрӑхра пуш уйӑхӗн 11–14-мӗшӗсенче ӗҫлерӗ. Кунта Джон Уоррен амазонкӑсемпе паллашнӑ, чӑваш сӑри вӗретнӗ, чӑваш мунчинче ҫӑвӑнса тасалнӑ. Кӑсӑклӑ ытти самант та унӑн чылай пулнӑ ҫав кунсенче. «Трактор савучӗсем» концернӑн трактор музейӗнче хӑна Харьковра 1952 ҫулта кӑларнӑ «ХТЗ-7» маркӑллӑ тракторпа ярӑннӑччӗ, Джон Уоррер авалхи техникӑна ҫӑмӑллӑн чӗртнине те хыпарланӑччӗ. НТВ телеканал Чӑваш Енре ӳкернӗ кӑларӑм эфира тухассине ыран тухассине анонсланӑ. Ӑна ыран, пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, 13 сехет те 5 минутра кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |