Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Чӑваш Ен Элтеперне ӗҫрен кӑларас сӑмах тухнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 30.03.2018 19:07 | 2262 хут пӑхнӑ
Политика

Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева ӗҫрен кӑларӗҫ текен сӑмах черетлӗ хутчен тухнӑ. Ҫапла, черетлӗ хутчен. Кун пек сӑмаха унччен те сарнӑччӗ. Эпир астӑвасса пӗрре кӑна та мар. Халӗ тата ҫыракансем тупӑннӑ. Хальхинче — «МК» хаҫатӑн нумаях пулмасть пичетленнӗ номерӗсенчен пӗринче.

Материал авторӗ — Актуаллӑ экономика институчӗн пуҫлӑхӗ Никита Исаев. 1978 ҫулта Мускавра ҫуралнӑ ҫак ҫынпа тӗнче тетелӗнчи уҫӑ ҫӑлкуҫсенче политолог, экономист, усламҫӑ, телеертӳҫӗ, юрист тата преподаватель тесе паллаштараҫҫӗ. Вӑл юридици ӑслӑхӗсен кандидачӗ иккен, юрисконсульт, Раҫҫейӗн ҫамрӑксен енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитетӗнче, Регионсен аталанӑвӗн министерствин ятарлӑ программӑсемпе территорие аталантаракан проектсен департаментӗнче ӗҫленӗ-мӗн.

Суйлав хыҫҫӑнхи лару-тӑру пирки ҫырнӑ май «Кузбаса, Якут Республикине, Чӑваш Ене, Пушкӑртстана, Брянска, Калининграда, Тулӑна, Ӗренпура, Иваново облаҫне, Алтай тата Краснодар тӑрӑхӗсене ӑмсанаймӑн. Вӗсенчен хӑшӗсен кӗпӗрнаттӑрӗсен чӑматан хатӗрлеме вӑхӑт», — ҫавӑрттарнӑ ҫав ҫын хай шухӑшне. «Центр шанӑҫне Чӑваш Ен ертӳҫи Михаил Игнатьев та ҫухатнӑ. Ун патне тавра ҫулпа ҫитме тивет-тӗр. Тен, ҫумӗсем урлӑ», — тесе ҫырнӑ статьяра.

#Кузбасс, #Ӗренпур, #Якут Республики, #Пушкӑртстан, #Брянск, #Калининград, #Тула, #Иваново облаҫӗ, #Алтай, #Краснодар, #МИХсем, #Элтепер, #политика

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем