Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев пресс-конференци ирттерчӗ. Вӑл 10 сехетре Правительство ҫурчӗн 17-мӗш хутӗнче пуҫланнӑ. Вӑл икӗ сехет ҫурӑ тӑсӑлнӑ. Журналистсем хускатнӑ ыйтусем хушшинче социаллӑ-экономика аталанӑвӗнчен пуҫласа Элтепер сывлӑхӗ таранах пулнӑ.
Аса илтерер, ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче тӗнче тетелӗнчи хаҫатсенчен пӗри Михаил Игнатьев кӑҫал пресс-конференци ирттерменни пирки ҫырнӑччӗ . Ҫакна Элтепер политикӑри хайӗн вӑйне ҫухатнипе, республикӑра экономика тата социаллӑ пурнӑҫ шайӗ начаррипе, журналистсен ыйтӑвне хуравлас килменнипе сӑлтавлама пӑхни сисӗннӗччӗ.
Сӑмах май, «На_связи.ру» портал мероприятие тӳрӗ эфирта кӑтартас тенӗ, анчах ӑна апла тума ирӗк паман иккен.