Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +23.3 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Апат-ҫимӗҫ

Чӑвашстат Чӑваш Енри апат-ҫимӗҫ хакӗсене тишкернӗ. Мӗн хакланнӑ? Мӗн йӳнелнӗ?

Республикӑра иртнӗ эрнере кишӗр, сухан, хӑйма, ҫӗрулми, услам ҫу, кӑлпасси, сӗт хакланнӑ. Помидор, хӑяр, сыр, купӑста, хуратул, ҫӑнӑх, тӑвар, ҫӑмарта йӳнелнӗ.

Кишӗрпе сухан 4,6% тата 2,6% хакланнӑ. Хӑйма, сурӑх ашӗ, ҫӗрулми, услам ҫу хакӗ 2,1 процент хӑпарнӑ. Кӑлпасси, сӗт, тип ҫу ытлах хакланман. Помидорпа хӑяр хакӗ 6% чакнӑ. Сыр, хуратул, тӑвар вӑтамран 3 процент хакланнӑ.

Ҫавӑн пекех иртнӗ эрнере супӑнь, АИ-92, АИ-95 маркӑллӑ бензин хакланнӑ. Пирус, дизель топливин хакӗ те хӑпарнӑ.

Кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗ тӗлне общество транспорчӗпе ҫӳремешкӗн билет хакланман. ЖКХра та улшӑнусем пулман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/39546
 

Вӗренӳ

Шупашкарти 5-мӗш гимнази 10 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприяти кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртнӗ. Унта ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ.

Гимнази ӗҫченӗсемпе вӗрентекенӗсене ЧР Патшалӑх Канашӗн председателӗ Валерий Филимонов, ЧР вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алесей Ладыков, Шупашкар мэрӗ Ирина Клементьева та саламланӑ.

Михаил Игнатьев ачасен вӗренӗвӗ пахалӑхлӑ пултӑр тесе йӑлтах тунине палӑртнӑ. Гимнази ачисем лайӑх енчен чылай конкурсра палӑрнӑ. 2016-207 ҫулсенче унта ӑс пухакансем Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадӑсенче малти вырӑнсене нумай йышӑннӑ. Чылайӑшӗ ГТО нормисене пурнӑҫласа ылтӑн паллӑна тивӗҫнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/39559
 

Персона
Тани Юн палӑкӗ умӗнче
Тани Юн палӑкӗ умӗнче

Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, чӑвашсен пӗрремӗш киноактриси Тани Юн ҫуралнӑранпа 114 ҫул ҫитрӗ. Ҫавна халалласа Чӑваш Республикинчи кинематографистсен пӗрлешӗвӗн пайташӗсем, «Чӑвашкино» патшалӑх киностудин ӗҫченӗсем тата киноотрасльте вӑй хуракансем пултаруллӑ актрисӑн вилтӑпри ҫине кайса килнӗ. Ушкӑна республикӑри кинематографистсен пӗрлешӗвӗн пуҫлӑхӗ Олег Цыпленков ертсе пынӑ.

Киноактрисӑна ҫӑкӑр-тӑварпа асӑннӑ, вӑл чӑваш кинематографийӗшӗн тата халӑхшӑн пысӑк ӗҫ тунине аса илнӗ. «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗ пӗлтӗр ҫӗнӗрен чӗрӗлнинче те Иоаким Степановичпа Татьяна Степановнӑн тӳпи пуррине палӑртнӑ вӗсем. Тани Юна хисеп туса пуҫтарӑннӑ хастарсем унӑн палӑкӗ умне кашниех чӗрӗ чечек хунӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://avan-kino.com/a/news/76.html
 

Вӗренӳ

Нумаях пулмасть Чӑваш наци вулавӑшӗнче «Открытая Чувашия: энциклопедия, прикладное и анимационное творчество (для слабовидящих)» (чӑв. Уҫӑ Чӑваш Ен: энциклопеди, прикладной тата анимацилле пултарулӑх (япӑх куракансем валли) проекта хӑтланӑ. Ӑна Вырӑс географи обществин Чӑваш Енри уйрӑмӗ хатӗрленӗ.

«Земля Улыпа» (чӑв. Улӑп ҫӗрӗ) ятлӑ мультфильма оператор пулса Александр Яковлев ӳкернӗ. Вӑл Шупашкарти ача-пӑчапа ҫамрӑксен пултарулӑх центрӗн аслӑ методистӗнче ӗҫлет. Пирӗн сайтри хыпарсемпе паллашсах тӑракансем Саша Яковлева кайӑксен тӗпчевҫи пулнипе те пӗлеҫҫех-тӗр.

Мультфильм пирки «Фейсбукри» хӑйӗн страницинче ҫырнинче пултаруллӑ ҫак ҫын хӑйне пуҫласа оператор-мультипликатор пек тӗрӗсленине каланӑ.

Маларах асӑннӑ центрти Н.Н. Степанова педагог ертсе пыракан пултарулӑх ушкӑнӗ тата Шупашкарти ятарлӑ (коррекцилле) шкул-интернатри ачасем мультфильмри сӑнарсене хурӑн хуппинчен ӑсталанӑ.

 

Республикӑра
Константин Яковлевпа Михаил Игнатьев
Константин Яковлевпа Михаил Игнатьев

Чӑваш Енӗн Правительствин нумаях пулмасть иртнӗ ларӑвӗнче Шупашкарта планетари тӑвас ыйтӑва хускатнӑ. Ҫавӑн чухне Михаил Игнатьев культура министрӗнчен Константин Яковлевран ӗҫе уйрӑм ҫынсем укҫа хывасси епле пынипе кӑсӑкланнӑ.

«Патшалӑхпа уйрӑм ҫын партнерствин принципӗ пулӗ-и?» — кӑсӑкланнӑ Элтепер. Министр: «Хальхи вӑхӑтра проект документацине хатӗрлеҫҫӗ, нарӑсӑн 20-мӗшӗнче экспертиза илмелле», — тенӗ. «Манӑн конкретлӑ ыйтӑва хуравлӑр тархасшӑн. Юмах ан калӑр», — пӳлнӗ министра Элтепер. «Хальлӗхе ку енӗпе ӗҫлетпӗр», — хуравланӑ хайхи республика ертӳҫине. «Тавтапуҫ бюрократ — патшалӑх министрӗн хуравӗшӗн», — тенӗ Михаил Игнатьев кӑмӑлсӑррӑн.

Тивӗҫтерекен хурав кӗтсе илеймен енне вӑл Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗпе темӑна малалла тӑснӑ.

 

Культура
Курав тата тӑсӑлӗ
Курав тата тӑсӑлӗ

Мускаври хӑй тӗллӗн вӗреннӗ ӳнерҫӗн Ирина Андрееван «Теплый дом» (чӑв. Ӑшӑ кил) куравӗ Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ӗҫленине эпир пӗлтернӗччӗ. Курав Шупашкарти Музейпе курав центрӗнче уҫӑлнӑччӗ. Малтанласа кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗчченех ӗҫлессине хыпарланӑччӗ те анчах Чӑваш наци музейӗн сайтӗнче курав ҫитес уйӑхӗн 5-мӗшӗнче кӑна вӗҫленессине пӗлтернӗ. Унӑн вӑхӑтне тӑсма куракансем ыйтнӑ-мӗн.

Аса илтерер, Ирина Андреева ӑста кӗҫҫерен пианино, диван, телевизор, шкап, пельмен тултарнӑ холодильник тата ытти япала та ӑсталать. Вӗсем чӑннисем пекех пысӑк. Ирина Андреева ӗҫӗсене Раҫҫейри, Германири, Францири, Бельгири, Аслӑ Британири, Японири музейсен тата уйрӑм ҫынсен коллекцийӗсенче курма пулать.

 

Республикӑра

Кӑралчӑн 23-мӗшпе 28-мӗш кунӗсенче эпир сире ҫак кӑсӑклӑ хыпарсемпе паллаштарма ӗлкертӗмӗр (яланхи пекех вӗсене чи нумай пӑхни тӑрӑх вырнаҫтарнӑ):

Петӗр Хусанкай куравӗнче Вера Кузьминан юратнӑ юрри янӑрани ҫинчен хыпарларӑмӑр;

Петӗр Хусанкай юбилейӗ кӳршӗри Тутарстанра менле палӑртни пирки каласа патӑмӑр;

Чӑвашла хайлав ҫырса мӗнле укҫа тумаллин вӑрттӑнлӑхне уҫрӑмӑр;

Пирӗнтен яланлӑхах Рената Кузьмина уйрӑлни пирки хурлантӑмӑр;

Виталий Станьял ӑсчахӑн ҫӳҫне кам каснине хыпарларӑмӑр;

Чӗмпӗрте Николай Ашмарин хатӗрленӗ сӑмахсара чӑтӑмсӑр кӗтни ҫинчен систертӗмӗр;

Владимир Григорьев хӑйӗн юбилейне мӗнле палӑрни пирки каласа патӑмӑр;

«Хавал» пӗрлӗх пӗчӗккисем валли мӗнле сӑмах пуххи кӑларни халӑха кӑсӑклантарчӗ;

Чӑваш чӗлхине хаклакансем хӑйсен библиотекине мӗнле словарьсемпе пуянлатма пултарни ҫинчен систертӗмӗр;

Ялта клуб туса панишӗн ӑҫта шӑнкӑравласа тав сӑмахӗ калани ҫинчен хыпарларӑмӑр.

Малалла...

 

Сумлӑ сӑмах Культура

Ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин пӗлтӗрхи ҫулла ятарлӑ саккуна алӑ пуснӑ хыҫҫӑнах Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗ 21-мӗш кнопкӑна хӑҫан та пулин йышӑнӗ-ши тесе шухӑшлама тытӑннӑччӗ.

Ӗҫлӗ хутӑн ячӗ урӑхларах-ха. Ӑна МИХсем ӑна кӗскетсе ҫапла ят панӑ. Саккуна РФ Патшалӑх Думи ырланӑ, ҫӗршыв Президенчӗ алӑ пуснӑ вӑхӑтра парламентӑн «Республика» хаҫатӗнче ӗҫлеттӗм те пирӗн тӑрӑхра 21-мӗш канал хӑҫан ӗҫлесе кайӗ-ши тесе ЧР Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерствине ыйту та ҫырнӑччӗ. Унта 21-мӗш кнопка ыйтӑвӗпе ӗҫленине пӗлтернӗччӗ. Халӗ вара ҫав сӑмах чӑна килни паллӑ.

Роскомнадзорӑн республикӑри управленийӗн сайтӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, 21-мӗш кнопкӑна лекессишӗн пирӗн республикӑра НТРК тата «Телеканл 21+» конкурса хутшӑнӗҫ. Республикӑра ытти телеканал та пур. Анчах конкурс условийӗ федераци саккунӗпе килӗшсе тӑмалла. Унта вара 21-мӗш кнопкӑна лекме ӑнтӑлакан телеканалӑн хӑйӗн контенчӗ 75 процентран кая мар пулмаллине каланӑ тата унӑн регионта пурӑнакансенчен 50 процентӗнчен кая мар патне ҫитмелле.

Конкурс нарӑсӑн 22-мӗшӗнче иртмелле.

Малалла...

 

КӐР
28

Илле Иванов Сулейман Брина ячӗллӗ премине тивӗҫнӗ
 Эльвира Кондратьева | 28.01.2017 10:45 |

Чӑвашлӑх
Илле Иванов
Илле Иванов

Чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи тата халӑх ӗҫӗн хастарӗ Илле Иванов Балкан тӑрӑхӗнчи тӗрӗксен Сулейман Брина ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери парнине тивӗҫнӗ.

Тӗрӗк культуришӗн тӑрӑшакансене паракан премипе Косовӑри тӗрӗксен культурӑпа ӳнерӗн «Тӳрӗ ҫул» ушкӑнӗ тӑван халӑхӗн культуришӗн тӑрӑшакансене 1996 ҫултанпа чыслать. Кӑҫалхи лауреатсем хушшинче, чӑваш ҫыннисӗр пуҫне, Грецирен — Рахми Али ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ, Македонирен — Мустафа Яшар театр ӑсти тата сӑвӑҫ, Лейла Шериф Эмин ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ, Турцирен — Фахри Туна ҫыравҫӑ, Гӳлтекин Сербест ӳнерҫӗ, Зекерия Хочалар театр ӑсти, мусӑкҫӑ, Косовӑран — Байрам Ибрагим сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, Дашни Вешал мусӑкҫӑ.

Сулейман Брина (1935-1994) — Косово тӗрӗкӗсен наци ҫулпуҫӗ. Йышӗпе сахаллӑн пурӑнакан тӗрӗксен наци туйӑмӗсене тивӗҫтерме иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсен вӗҫӗнче тӑван чӗлхепе «Тан» (чӑв. Шурӑмпуҫ) хаҫат кӑларма пуҫланӑ, шкулта ӗҫленӗ, тӗрӗк ачисене тӑван чӗлхепе вӗрентессишӗн тӑрӑшнӑ. «Тӳрӗ ҫул» ушкӑна йӗркелекенсенчен пӗри пулнӑ. Призрен хулин муниципалитет пуҫлӑхӗн ҫумминче ӗҫленӗ ҫак пӗрремӗш тӗрӗк ҫыннине Косовӑри ытти халӑхсем те тӑрӑшулӑхӗшӗн, таса чунӗшӗн хисепленӗ.

Малалла...

 

Хулара

Шупашкарти троллейбуссенче Wi-Fi ҫыхӑнупа тӳлевсӗр усӑ курма май туса парасси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ертсе пынипе ирттернӗ канашлура ку ыйтӑва та пӑхса тухнӑ. Мэр Шупашкарти троллейбус управленине троллейбусра ку ҫӗнӗлӗхе кӗртессине тишкерме сӗннӗ.

Ҫамрӑксем кӑна мар, аслӑрах ҫулхисем те тӗнче тетелӗнчен тухма пӗлменнине кура вай-фай ҫыхӑну актуаллине тавҫӑрма йывӑр мар.

Сӑмах май, ҫитес уйӑхӑн 20-мӗшӗнчен Шупашкарти троллейбус-автобусра тата маршрут таксийӗнче ҫул укҫи хакланӗ. Вай-фай ҫынсене троллейбуса илӗртмелли меслет тесен те йӑнӑш мар. Аса илтререр, троллейбусра хальхи 15 тенкӗ вырӑнне 17 тенкӗ, автобусра 16 тенкӗ вырӑнне 18 тенкӗ тӳлеме тытӑнӑпӑр. Маршрут таксипе те малашне 20 тенкӗпе илсе ҫӳремӗҫ — тепӗр 2 тенкӗ ытларах кӑларса хума тивӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2539, 2540, 2541, 2542, 2543, 2544, 2545, 2546, 2547, 2548, [2549], 2550, 2551, 2552, 2553, 2554, 2555, 2556, 2557, 2558, 2559, ... 3954
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку тапхӑрта савнипе, туссемпе тӗл пулатӑр. Инҫе ҫулҫӳреве тухакансемпе, лавккана каякансемпе пӗрле ӑнӑҫу пулӗ. Пултарулӑхпа аппланакан ҫынсене те ҫӑлтӑрсем ӑнӑҫу парӗҫ. Ку эрне пулӑмсемпе тулли пулсан та юрату пирки манмалла мар.

Ҫурла, 06

1944
81
Чурпай Николай Иванович, чӑваш ҫыравҫи, кулӑш ӑсти ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...