Чӑваш Енри таксистсен ҫынсене ҫул ҫӳревшӗн терминал урлӑ тӳлеме майсем туса памалла. Унсӑр пуҫне ҫӑмӑл машинӑна ахаль транспортран уйӑрмашкӑн сӑрлама, ятарлӑ паллӑсемпе, хатӗрсемпе тивӗҫтерме тивӗ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн Транспорт министерстви ҫӗнӗ саккун проектӗнче ҫырнӑ.
«Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал хыпарланӑ тӑрӑх, ҫынсене таксипе илсе ҫӳрекенсен машина салонӗнче ҫул ҫӳревшӗн электронлӑ майпа тӳлеме май паракан терминала саккунра палӑртнипе килӗшӳллӗн вырнаҫтармалла. Ку транспотӑн сарӑ тӗслӗ пулмалла, машинӑн айккинче таксие палӑртакан ӳкерчӗклӗ йӗр (сӑнӳкерчӗкри пек), ҫийӗнче хӗрлӗ сарӑ тӗслӗ хунар пулмалла, ҫав хунарӑн ҫула тухнӑ чухне ҫутӑлмалла.
Палӑртса хӑвармалла, саккун проектне йышӑнсан малашне республикӑра такси шутне те тӗрӗслесе тӑрӗҫ. Енчен те вӗсен хисепӗ 3 пин те 500 машинӑран иртсен ыттисен пассажирсене илсе ҫӳрес тесен аукцион витӗр тухса ирӗк илме тивӗ.