Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -15.7 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Архивӑн ҫӗнӗ ҫурчӗ хута кайнӑ

Сутатӑп "Ваттисен чавашла-вырăсла сăмахĕсемпе каларăшсем", иккĕмĕш кăларăм, ав...
Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Галина Никитина 01.11.2017 17:57 | 832 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Паян Чӑваш Енре патшалӑх истори архивӗн ҫӗнӗ ҫурчӗ хута кайнӑ. Ҫурта уҫма федерацин архив агентствин ертӳҫи Андрей Артизов, республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата ытти тӳре-шара, депутатсем хутшӑннӑ. Ҫӗнӗ ҫуртра 750 пин ытла документа упранайӗ.

Михаил Игнатьев Андрей Артизовпа Правительство ҫуртӗнче ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Ертӳҫӗсем Чӑваш Енре архив тытӑмне аталантарассипе ҫыхӑннӑ нумай ыйтӑва тишкернӗ.

Хӑна пирӗн республикӑра архив ӗҫӗсен уйрӑмӗн пурлӑхпа техника бази чылай ҫӗнелнине, тытӑм ырӑ енне улшӑннине палӑртнӑ. Вӑл Патшалӑх архивӗн ҫуртне тӗпрен юсанине пысӑка хурса хакланӑ. «Объектра условисем ӗҫлеме ҫителӗклӗ. Документсем ӗмӗрӗпех паха упранасси те паллӑ. Информаци технологийӗ вӑй илсе пыни савӑнтарать. Пӗр сӑмахпа калас пулсан, хальхи пурнӑҫ таппипе тӳр килет ҫак учреждени», — тесе хыпарланӑ Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче.

#Элтепер, #ҫурт-йӗр, #тӳре-шара, #архивсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Министерство «Ирӗклӗх» ыйтнине тивӗҫтермен
2016, 12, 30
Элтепер ҫемьерен тӑрӑхланӑшӑн вӑрҫнӑ
2017, 02, 06
Канаш пилӗк ҫулта хӑтланӗ
2017, 02, 13
Канашри ишӗлекен ҫурт шӑпине паян татса парӗҫ
2017, 07, 24
Ҫӗнӗ ҫурта тӑлӑхсем те куҫӗҫ
2017, 10, 13

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org