Эрнекун, утӑ уйӑхӗн 21-мӗш каҫхине, Канаш хулинчи Ленин урамӗнчи 21-мӗш ҫурт ишӗлме пуҫланӑ. Шикленсе ӳкнӗ ҫынсене унтан хӑвӑртрах эвакуацилеме йышӑннӑ. Нумай хваттерлӗ ҫуртра пурӑнакан 21 ҫын урӑх вырӑнта вӑхӑтлӑх хӳтлӗх тупнӑ: 14-ӑн тӑванӗсем патне кайнӑ, 7 ҫынна «Заря» хӑна ҫуртне куҫарнӑ.
Ишӗлекен ҫурта пӑхма шӑматкун ирпе республикӑри тӳре-шара — строительство министрӗ Владимир Михайлов,
Ҫурт-йӗр инспекцийӗн ертӳҫи Виктор Кочетков — тухса кайнӑ.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫынсене йывӑрлӑхра пӑрахмассине шантарнӑ. Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев та унти тӑрӑма сӑнаса тӑрассине пӗлтернӗ. Канашри ишӗлекен ҫурта паян экспертсем тишкерӗҫ, унпа мӗн тумаллине татса парӗҫ.