Вӑрнар районӗнче шӑтӑк-путӑклӑ асфальт ҫула сапланӑ. Ку водительсене питех те тӗлӗнтернӗ. Мӗншӗн тетӗр-и? Ара, асфальта тӑпра сапса тикӗслетнӗ.
Кунашкал ҫула Пӑртас ялӗ ҫывӑхӗнче курма пулать. Ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫул ҫинче пысӑк шӑтӑк пулнӑ. Ӑна ҫийӗнчех тӑпрапа тултарнӑ.
Водительсем кунпа кӑмӑлсӑр. Юлашки вӑхӑтра ҫумӑр пӗрмай ҫӑвать. Йӗпе-сапара вара кунашкал ҫулпа кайма питӗ йывӑр.
Ҫак ҫула пӑхса тӑракан «Вурнардорстрой» организаци ку лару-тӑрӑва ӑнлантарнӑ. Ҫул урлӑ пӑрӑх иртет. Ҫул ҫинче пысӑк шӑтӑк пуласран ӑна пӗтерме шухӑшланӑ. Шӑтӑка пусӑрӑнтарас тесе малтан тӑм тата вӗтӗ чул сапнӑ. Каярахпа, ҫитес вӑхӑтра, асфальт сарма палӑртнӑ.