«Дорэкс» акционерсен обществи ҫула вӗри асфальтбетонпа юсама пуҫланӑ. Юсав бригадисем иртнӗ эрнере Шупашкарти И.Франко тата Текстильщиксен урамӗсенче 400 тӑваткал метра яхӑн лаптӑка юсанӑ.
Паянтан ҫул-йӗрҫӗсем Ленин проспектне юсама пуҫланӑ. Тӗплӗ юсава 2014 ҫулта «Чӑвашавтодор» ирттернӗ. «Дорэкс» ӗнентернӗ тӑрӑх, ӗҫе мӗнпур технологие пӑхӑнса пурнӑҫлаҫҫӗ. Юсав ӗҫне 6 бригада хутшӑнать.
Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ ҫул ҫинчи шӑтӑксене «сивӗ асфальтпа» юсанине пӗлтернӗччӗ. Ку меслетпе ҫӗнетессине иртнӗ уйӑхрах пуҫланӑччӗ. «Сивӗ асфальт» сивӗ ҫанталӑкра аван иккен. Унашкал асфальта хумашкӑн вӑхӑт та нумай кирлӗ мар. Аса илтерер, иртнӗ уйӑхра республикӑри ҫулсем ҫинче 17 бригада, 40 единица техника ӗҫленӗ.