Ҫанталӑк начар тӑни ҫул-йӗр ӗҫченӗсемшӗн чӑрмав мар. Ҫумӑр ҫусан та, юр ӳксен те вӗсем асфальта саплаҫҫӗ.
«Про Город» редакцине вулакан видео йӑтса килнӗ. Вӑл ҫул-йӗр ӗҫченӗсем япӑх ҫанталӑкра асфальта сапланине ӳкернӗ. Алексей каланӑ тӑрӑх, шӑтӑк-ҫурӑка шыв кӳлленчӗкӗ тӑрсан та сапланӑ. «Кайран тӗлӗнетпӗр: мӗн чухлӗ укҫа тӑкнӑ, усси вара ҫук», — тенӗ Алексей. Арҫын ҫула япӑх ҫанталӑкра юсанине ҫулленех курать-мӗн.
Хула администрацийӗ ҫакна ҫапла ӑнлантарнӑ: ҫул-йӗр ӗҫченӗсем асфальт-бетон хутӑшпа усӑ кураҫҫӗ. Вӑл, ҫулла усӑ курмалли хутӑшпа танлаштарсан, пысӑк температурӑпа уйрӑлса тӑрать.
Шупашкар хула администрацийӗ ҫул-йӗр ӗҫченӗсен умне ҫула сапламашкӑн тӗллев лартнӑ. Пӗр талӑкра 408 тӑваткал метр ҫул юсанӑ. Алексей Ладыков хушнипе нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкарти ҫул-йӗре талӑкӗпех саплаҫҫӗ.