Шупашкарти тӳре-шара Мускав кӗперӗн карти епле пулассине палӑртнӑ. Ӑна чӑваш тӗрриллӗ тӑвӗҫ.
Хулашӑн пӗлтерӗшлӗ объекта юсасси епле пынине Шупашкарӑн сити-менеджерӗ Алексей Ладыков хакланӑ. Вӑл кӗпере ҫутатассин варианчӗсене пӑхса тухса ҫӗнетме хушнӑ.
Юсав графикпа килӗшӳллӗ пурнӑҫланса пырать иккен. Алексей Ладыков каланӑ тӑрӑх, укҫа-тенке вӑхӑтра уйӑрса парсан кӗпере Республика кунӗ валли уҫмалла. Сӑмах май, ку объекта маларах 2017-мӗш ҫул пуҫламӑшӗ тӗлнех хута ярас тенӗ, анчах кайран вӑхӑта куҫарнӑ.
Асӑннӑ кӗпере юсаса ҫӗнетме федераци хыснинчен укҫа килмелле. Кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев республикӑн транспорт тытӑмӗ валли 340 миллион тенкӗ уйӑрасси пирки хушу алӑ пусни паллӑ. Ҫав укҫана Мускав кӗперӗ тума ярасшӑн.