Ыранпа виҫмине, тепӗр майлӑ каласан, кӑрлачӑн 26—27-мӗшӗсенче, Шупашкарта Промышленноҫа аталантарас енӗпе ӗҫлекен координаци канашӗ тӗрлӗ мероприяти ирттермелле. Унта РФ промышленноҫ тата суту-илӳ министрӗ Денис Мантуров килмелле.
Ку тата ҫак мероприятипе ҫыхӑннӑ ытти хыпара Чӑваш Енӗн вице-премьерӗ Владимир Аврелькин республика Правительствин ҫак эрнери ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
Шупашкарта иртекен анлӑ мероприятире апат-ҫимӗҫ машиностроенине аталантарас ыйтӑва сӳтсе явмалла. Денис Мантуров Шупашкарти хӑш-пӗр производство предприятине ҫитсе курмалла. Ларӑва ҫӗршывӑн 61 субъектӗнчен тӳре-шара килсе ҫитесси паллӑ. Вӗсем хушшинче пысӑк производство предприятийӗсен ертӳҫисем те, министрсем те пулмалла.